А́лан Алекса́ндр Милн (акăл. Alan Alexander Milne; 18.1.1882, Лондон — 31.1.1956, Хартфилд[en]) — британ çыравçи, сăвăçи тата драматургĕ, «пуçĕнче пăчкă пăхĕ тултарнă упа» — Винни-Пух — пирки юмах евĕрлĕ повеçсене хайланă пулнипе паллăрах автор. Пĕрремĕш Тĕнче вăрçин фронтĕнче çапăçнă. Чылай çул акăлчан чĕлхипе тухакан «Панч» юмар журналĕнче ĕçленĕ. Винни-Пух çинчен Милн хăйĕн ывăлĕ, Кристофер Робин Милн (1920—1996) валли шутласа хайланă. Винни-Пух пирки кĕнеке кăларичченех Милн паллă драматург шутланнă, çапах та Винни-Пух юмахĕсем çав тери анлă сарăлнипе çыравçăн урăх ĕçĕсене публика ытлах пĕмест те.

Биографи

тӳрлет

Алан Александр Милн 1882 çулхи кăрлачĕн 18-мĕшĕнче Лондонри Килберн районĕнче çуралнă. Вăл ашшĕн — Джон Милн (John Vine Milne) — пысăках мар харпăр шкулĕнче вĕреннĕ. Ăна çавăнта 1889—1890 çулсенче Герберт Уэллс вĕрентнĕ. Тепĕртакран А. А. Милн Вестминстер шкулне вĕренме кĕнĕ, кайран Кембриджăн Тринити-колледжĕнче пĕлӳ илнĕ, унта вăл 1900 - 1903 çулсенче математикăна ăса илнĕ. Студент чухнех, Алан студентсен «Grant» хаçатне хăйĕн Кеннет шăллĕпе пĕрле, АКМ псевдонимпе çырнă. Милна асăрханă, ăна «Punch» британ юмор журналне ĕçе йыхравланă, каярах Милн унта редактора пулăшаканĕ пулса тăрăшнă.

Милн 1913 çулта Дороти «Дафни» де Селинкурт хĕре качча илнĕ.

Милн Пĕрремĕш Тĕнче вăрçинч британ çарĕн офицерĕ пулса çапăçнă. 1916 - 1918 çç тапхăрĕнче вăл MI7 британ разведкин пропаганда уйрăмĕнче ĕçленĕ [1]. Каярах вăл вăрçăна сивлекен «Чыслă лăпкăлăх» кĕнеке çырнă.

1920 çулта Милнăн пĕртен-пĕр ывăлĕ — Кристофер Робин Милн çуралнă.

Милн 1956 çулхи кăрлачăн 31-мĕшĕнче Хартфилд хулинче (Суссексĕн тухăç регионĕнче), 74 çул тултарнă Милн инсульт амакĕпе вилсе кайнă. Лондонра чиркӳре асăнсан унăн виллине çунтарнă та Брайтонри крематорин мемориал садĕнче сапнă[2].

Хайлавсем

тӳрлет

Винни-Пух

тӳрлет

Вырăс чĕлхине «Винни-Пух тата веçех-веçех-веçех» ятпа Борис Заходер куçарнă.

Кĕнекери персонажăн прототипĕ Канадăри Виннипег ятлă упа ами пулнă, ăна 1914 çулта ветеринарсем канад сунарçинчен 20 доллар тӳлесе илнĕ те çăлнă, пулнă. Чĕрчуна Лондонри зоопарка ăсатнă. 1924 çулта тăватă çул тултарнă Кристофер Робин Милн пĕрремĕш хут Винни упа амине курнă та хăйĕн плюшрен çĕленĕ, унчен «Эдвард упа» пулнă теттине «Винни-Пух» ят панă[3]. Çак ĕнтĕ, хăйне май, унăн ашшĕне Винни-Пух çинчен кĕнеке хайлама хистенĕ.

Ачасем валли сăвăсем

тӳрлет

Милн ачасем валли сăвăсен икĕ пухăмне кĕртнĕ:

  • Эпир пĕчĕкрех чухне («акăл. When We Were Very Young»), 1924;
  • Ултă çул тултарсан («акăл. We Are Six» (1924).

Юмахсем (вырăсла куçарнисем)

тӳрлет
  • «Принц кролик»
  • «Обыкновенная сказка»
  • «Когда-то давным-давно…»
  • «Баллада о королевском бутерброде»

Калавсем (вырăсла куçарнисем)

тӳрлет
  • «Истина — в вине (In vino veritas)»
  • «Рождественский рассказ»
  • «Потрясающая история»
  • «Грёзы мистера Файндлейтера»
  • «Рождественский дед»
  • «Перед потопом»
  • «Ровно в одиннадцать»
  • «Портрет Лидии»
  • «Река»
  • «Взлёт и падение Мортимера Скрайвенса»
  • «Пруд»
  • «Иванов день (24 июня)»
  • «Слово об осени»
  • «Не люблю шантажистов»
  • «Истории счастливых судеб»

Романсем

тӳрлет

Архив

тӳрлет

А. А. Милн докуменчĕсен чылайрашĕ Техас университечĕн (Остин х.) Гарри Рэнсом центрĕнче упранать. Коллекция, созданная в центре в çак Рэнсом центрĕнче пуçтарнă 1964 çулта коллекцине Милн çырнă 150 ытла алçыру/фрагмент тата юридици докуменчĕ/генеологипе çырнисем, çаплах хăшпĕр харпăр япала кĕнĕ[4]. Библиотека уйрăмĕнче Милнпа унăн Дороти арăмĕн темиçе кĕнеки упранать[5].

Гарри Рэнсом центрĕнче çаплах Кристофер Робин Милнăн тата унпа пĕрле ĕçленĕ Эрнест Шепард иллюстраторăн корреспонденцин пысăках мар коллекцисем пур.

«Винни-Пух» тата «Пух кĕтесĕнчи çурт» тăван алçырăвĕсене уйрăммăн Тринити-колледжĕн (Кембридж) библиотекинче вырнаçтарнă[6].

Литература

тӳрлет
  • Connolly, Paula T. Winnie-The-Pooh and the House at Pooh Corner: Recovering Arcadia. — Twayne Publishers, 1994. — ISBN 0-8057-8810-7
  • Thwaite, Ann. A. A. Milne: His Life. London: Faber and Faber, 1990. ISBN 0571138888
  • Toby, Marlene. A. A. Milne, Author of Winnie-the-Pooh. Chicago: Children’s Press, 1995. ISBN 051604270X
  • Wullschläger, Jackie Inventing Wonderland: The Lives of Lewis Carroll, Edward Lear, J. M. Barrie, Kenneth Grahame, and A. A. Milne. — London: Methuen Publishing, 2001. — ISBN 978-0-413-70330-9

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет