«Гутенберг» проекчĕ

«Гутенберг» проекчĕ (акăл. Project Gutenberg, е акăл. PG ) — универсаллӑ электронлӑ вулавӑшсене пуҫтарса хатӗрлесе анлӑн сарма 1971 ҫулта никӗсленӗ пӗрлӗх пуҫарӑвӗ. Ку проект тӗнчери тӗрлӗ литература хайлавӗсене компьютер чӗлхи ҫине куҫарса текст форматӗнче ҫирӗплетсе сыхласа хӑварать — тӗппипе илсен ирӗклӗ илме юракан текстсене.

Текстсем ытларах акӑлчанл. Ытти чӗлхесенчен француз, нимӗҫ, финн, нидерландсен чӗлхисем те пур тата вырӑсла,каталан, санскрит, ыт. те.

Проектӑн тексчӗсен нумайӑшне LibriVox проект аудиокӗнекесем хатӗрлет.

Вуламалли

тӳрлет

Каҫӑсем

тӳрлет