Чехословаки
Чехослова́ки (чех Československo, словак. Česko-Slovensko (1990 çулчен — Československo)) — 1918 — 1992 ç. Вар Европăн патшалăхĕ.
Кун-çулĕ
тӳрлетАдминистративлă пайланăвĕ
тӳрлетТĕп хули — Прага.
1945 çулчен Чехословаки шутне хальхи Украинăн Карпат Лешьен облаçĕ кĕнĕ. Пĕрремĕш Чехословаки республики 1928 çултанпа тăватă çĕртен: Чехи, Морави, Словаки тата Карпат Ай Руçĕ (1938 çултанпа Карпат Украини ятпа паллă пулнă) тытăнса тăнă. Иккĕмĕш республикăра 1938—1939 г. Словаки тата Карпат Украини «автономи çĕрĕ» статуса тивĕçнĕ. 1949 çулта реформа ирттернĕ те 19 ен (14 – Чехире, 5 - Словакире) туса хунă.
Политика партисем
тӳрлет1918—1939, 1945—1948
тӳрлет- Чехословаки коммунистсен партийĕ
- Чехословакири нимĕç социал-демократи рабочи партийĕ
- Судет нимĕçĕсен национал-социаллă партийĕ
- Чехословаки национал-демократи партийĕ
- Чехословаки национал-социаллă партийĕ
- Чехословаки социал-демократи партийĕ
- Чехословаки халăх партийĕ
- Республикăн çĕр ĕçченсен партийĕ
1948—1989
тӳрлет- Наци фрончĕ
- Чехословаки коммунисчĕсен партийĕ
- Словаки компартийĕ
- Чехословаки халăх партийĕ
- Чехословаки социаллă парти
- Словак чĕрĕлӳ партийĕ
- Ирĕклĕх партийĕ
- Чехословаки коммунисчĕсен партийĕ
Халăх
тӳрлетХалăх йышĕ (1991): 15.6 миллион, наци йышĕпе : чехсем — 62,8 %, словаксем — 31 %, венгрсем — 3,8 %, чикансем — 0,7 %, силезсем — 0,3 %. Çаплах урăх наци çыннисем — Русинсем, украинсем, нимĕçсем, поляксем тата еврейсем.
Тĕн
тӳрлет1991 çулта: католиксем — 46,4 %, евангелистсем (лютерансем) — 5.3 %, атеистсем 29,5 %/16.7 %.
Транспорт
тӳрлетЧехословаки транзит çĕршывĕ пулнă.
- Чукун çулсем — 13141 километр.
- Автомобиль çулĕсем
- пурĕпе — 74064 километр
- хытă витĕмлĕ — 60765 км
- хытă витĕмсĕр — 13299 километр.
- Шыв çулĕсем — 475 километра яхăн.
- Пăрăхсем
- 1448 километр — чĕрĕ нефть валли.
- 1500 километр — нефть япалисем
- 8000 км — çутçанталăк газĕ.
Портсем
тӳрлетТинĕс порчĕсем çук, тинĕспе сутă-илу кӳршĕ çĕршывсенче çеç, тĕслĕхрен — Польшăри Гдыня, Гданьск тата Щецин; Югославири Риека тата Копер; Федеративлă Республика Германири Гамбург, Германской Демократической Республике Росток. Паллă юханшыв порчĕсем — Прага, Братислава, Дечин тата Комарно.
Çавăн пекех пăхăр
тӳрлетКаçăсем
тӳрлетЧехословаки Викиампарта? |
- http://www.left.ru/2005/11/vazlav128.phtml 2008 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 12-мӗшӗнче архивланӑ. История компартии Чехословакии
- http://www.yale.edu/annals/sakharov/documents_frames/Sakharov_008.htm , Андроповăн Чехославикине оккупациленĕ пирки Хĕрлĕ лапамра демонстраци иртнине пĕлтерӳ çырăвĕ. 1968 çулхи авăнăн 20-мĕшĕ.
Шаблон:Кĕçĕн Антанта Шаблон:ВКЙ Шаблон:ЭПК Шаблон:Славян патшалăхĕсем Шаблон:Австри-Венгри арканăвĕ