Базель (ним. Basel, фр. Bâle) — Швейцари хули, Базель-Штадт кантонăн тĕпĕ. Кунта çĕршывăн ватă университечĕ ĕçлет (1460).

Базель
хула
Skyline of Базель

Logo

Халăхĕ

тӳрлет

Хулара 166'000 çын ытла пурăнать.

Хуçăлăхĕ

тӳрлет

Рейн çинчи порчĕ — Швейцарин япала турттарас енĕпе пĕртен-пĕр вырăнĕ, Рейн витĕр япаласене Роттердам тинĕс портне çитереççĕ. Тĕнчери аэропорчĕпе виçĕ çĕршыв — Франци, Германи тата Швейцари хуçаланаççĕ. Хăй вара Франци çĕрĕнче ларать. Базель — пысăк сутă-илӳллĕ, финанс тата культура тĕпĕ. Базельте Тĕнчери укçа куçарас/шутлас пĕрлешӳллĕ Банкĕн тĕп-хваттерĕ ĕçлет. Базель — Швейцарин хими тата фармацевтика промыçлĕ тĕпĕ. Кунта Novartis, Hoffmann–La Roche, Clariant компанисен тĕп-хваттерĕсем вырнаçнă.

Паллă вырăнсем

тӳрлет

Спорт

тӳрлет

Хулан Базель ятлă футбол клубĕ пур.

Каçăсем

тӳрлет