Нью-Йорк

(Çĕнĕ Йорк ҫинчен куҫарнӑ)
Нью Йорк
Хула гербĕ
Патшалăх: АПШ
Регион: Çĕнĕ Йорк
Никĕсленĕ: 1624
Хула, çултан: 1653
Халăх йышĕ, пин çын: 8 405 837 çын (2013)
Хула лаптăкĕ: 1213,369839 тăваткал километр км2
Геогр. анлăхĕ: 40° 43' с.ш.
Геогр. вăрăмлăхĕ: 74° 00'з.д


Нью Йорк (акăл. New York City), — АПШ-н чи пысăк хули, [1][2] тĕнчери чи пысăк агломерацисен шутне кĕрет.[3][4][5] Хула йышĕ 8 405 837 çын, агломерацийĕ — 23,9 млн (2013 çулхи шут). Нью Йорк Атлантика океанĕн çыранĕнче, Çĕнĕ Йорк штачĕн кăнтăр-тухăç пайĕнче вырнаçнă. Хулана XVII ĕмĕрте Холланд колонисчĕсем никĕсленĕ. 1664 çулччен хулана Çĕн Амстердам тесе чĕннĕ. 1785 - 1790 çулсенче Пĕрлешӳллĕ Штатсен тĕпхули пулнă.

Нью Йоркра пурĕ 5 район (боро): Манхэттен, Бронкс, Бруклин, Квинс, Статен-Айленд. Тĕп паллă вырăнсем Манхэттен бороĕнче вырнаçнă. Вĕсенчен: историкла тӳпехырсем (Эмпайр-стейт-билдинг, Крайслер-билдинг), Рокфеллер центрĕ, Вулворт-билдинг, Нью-Йоркри паянкун ӳнер музейĕ. ӳнер Метрополитен-музейĕ, Метрополитен-опера, Соломон Гуггенхайм музейĕ (сăрлавӳнер), Американ çут çанталăк историйĕн музейĕ (динозаврсен скелечĕсем тата планетари), легендарлă хотель «Челси», ПНО штаб-квартирĕ, Харлем.

Нью Йорк — тĕнчери чи пĕлтерĕшлĕ финанс, политика, экономика тата культура центрĕ.[6]


Истори

тӳрлет
 
Лонг-Айлендшăн çапăçни, Американ революциĕн чи пысăк çапăçăвĕ.

Халь Нью-Йорк вырнаçнă территорире европеецсем киличченех Манахаттоу и Канарси индеецсен йăхĕсем пурăннă. Çакна хулан çуртсемпе купаламан районесенче, тĕслĕхрен Инвуд-Хилл-парк тата Риверсайд-паркра тупнă çĕмренсем тата ытти артефактсем çирĕплетеççĕ. Европеецсен поселенийĕсем кунта 1624 çулта курăннă. 1625 çулта Манхэттенăн кăнтăр вĕçĕнче холландсем Çĕн Амстердам (гол. Nieuw Amsterdam) поселени никĕсленĕ. 1664 çулта, Стёйвесант губернатортан хирĕç тăнине тĕл пулмасăрах, хулана акăлчансем ярса илнĕ, çавăн хыççăн хулан ятне Йорк герцог ярса илес инициаторăн ячĕпе Нью-Йорк (акăл. Çĕн Йорк) тесе улăштарнă. Иккĕмĕш англо-холланд вăрçин пĕтĕмлетĕвĕсемпе 1667 çулта холландцем Нью-Йорка Суринам колони çине улăштарса акăлчансене официаллă панă.

Тавралăхĕпе çанталăкĕ

тӳрлет

Культура

тӳрлет

Нью Йорк храмĕсем

тӳрлет

Панорама

тӳрлет
 
Манхэттен

Тăванлă хуласем

тӳрлет

Çавăн пекех

тӳрлет

Вуламалли

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Annual Estimates of the Resident Population for Incorporated Places Over 50,000, Ranked by July 1, 2011 Population: April 1, 2010 to July 1, 2011. U.S. Census Bureau. çăлкуçран архивланă 26 Ҫу уйӑхӗн 2013. Тĕрĕсленĕ 17 Нарӑс уйӑхӗн 2013.
  2. ^ Blake Ellis America's 5 biggest cities. CNN (2011-03-25). çăлкуçран архивланă 26 Ҫу уйӑхӗн 2013. Тĕрĕсленĕ 17 Нарӑс уйӑхӗн 2013.
  3. ^ World's Largest Urban Areas [Ranked by Urban Area Population]. Rhett Butler (2003–2006). çăлкуçран архивланă 26 Ҫу уйӑхӗн 2013. Тĕрĕсленĕ 26 Ака уйӑхӗн 2011.
  4. ^ Largest Cities of the World – (by metro population). Woolwine-Moen Group d/b/a Graphic Maps. çăлкуçран архивланă 26 Ҫу уйӑхӗн 2013. Тĕрĕсленĕ 26 Ака уйӑхӗн 2011.
  5. ^ Largest Urban Areas in the World: 2008 All Urban Areas 2,000,000 & Over. Wendell Cox Consultancy. çăлкуçран архивланă 26 Ҫу уйӑхӗн 2013. Тĕрĕсленĕ 26 Ака уйӑхӗн 2011.
  6. ^ Davies, Catriona. Revealed: Cities that rule the world – and those on the rise, CNN (10 April 2010). Тĕрĕсленĕ 11 Ака уйӑхӗн 2010.

Каçăсем

тӳрлет


 
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.