Шаблон:Çӳллĕ çурт-йĕр

Э́йфел турулĕ

Э́йфел турулĕ (фр. la tour Eiffel) (1889 çулхи юпа, 25 туса пĕтернĕ) — Парисăн чи паллă архитектура вырăнĕ, тĕнчере ăна Франци символĕ теççĕ, Густав Эйфель конструктор ятне тивĕçтернĕ. Хăй Эйфель ăна 300-метр çӳллĕш турул тенĕ (tour de 300 mètres).

2006 çулта турул çинче 6 719 200 çын, хăйĕн пĕтĕм историнче, 2007 çулхи раштавăн 31-мĕшĕ тĕлне — 236 445 812 çын пулса курнă[1]. Çапла ĕнтĕ, турул тĕнчери чи тăтăш пырса курнă вырăн шутланать[2]. Парисăн çак символне вăхăтлăха кăна туса лартнă пулнă — турул 1889 çулхи Пĕтĕм тĕнчери курава кĕмелли аркă шутланнă. Пăсса хурасран (курав иртсен 20 çултан) турула радиоантеннăсем çăлса хăварнă, вĕсене чи тăррине лартнă пулнă (çак вăхăтра радио техникине пурнăçа кĕртнĕ).

Вырнаçăвĕ

тӳрлет
 
Париc картти çинче турул вырăнĕ

Турула Марс уйĕнче, Йен кĕперне хирĕçле Сенăн, Бранли çыранĕнче туса лартнă. Парис метрополитенĕн схеминчи чарăну: Bir-Hakeim.

Тума пуçличчен

тӳрлет
 
Турулăн малтанхи эскизĕ. Морис Кёхлен, 1884 çул

Турула туни

тӳрлет
 
Турула туни
 
Турула туни, утă, 1888

Конструкци уйрăмлăхĕсем

тӳрлет
 
Эйфел турулĕн калапăшĕ

Металл конструкцин йывăрăшĕ — 7 300 тоннă (пĕтĕмпех — 10 100 тоннă). Паян çак чухлĕ металран виçĕ турул хăпартса лартма пулать[3]. Фундамента бетонран тунă. Çил-тăвăл чухнехи турул 15 см çити çеç сулланать.

Форма

тӳрлет
 
Хурçă конструкцин пайĕ

Çӳллĕшĕ

тӳрлет

Çĕнĕ антеннипе пĕрле унăн çӳллĕшĕ 324 метр (2010 çул). 40 çул тăршшипе Эйфель турулĕ тĕнчере чи çӳллĕ çурт-йĕр, хăй вăхăтĕнчи çӳллĕ çуртсенчен— Хеопс пирамидинчен (146,6 м), Кёльн (156 м) тата Ульма соборĕнчен (161 м) 2 хутчен çӳллĕрех, — 1930 çулта ăна Çĕнĕ Йоркри Крайслер Билдинга хăпартиччен шутланнă.

Хăйĕн кун-çулĕнче турул пĕрре çеç мар тĕсне улăштарнă – сарăхран хĕрлĕ-хăмăра çити. Юлашки вунçуллăхсенче Эйфел турулне пĕр улăштармасăр "хăмăр-эйфел" - официаллă патентленĕ сăрăпа, бронза тĕслĕрех - сăрлаççĕ.

Курав иртсен

тӳрлет

Эйфелпе тунă малтанхи килĕшӳпе турула 20 иртсен пăссса хумалла пулнă.

Радио тата телекурав

тӳрлет
Программа Частота Хăват
France Inter
Regional 90,35 МГц 3 кВт
France Culture 93,35 МГц 3 кВт
France Musique 97,6 МГц 3 кВт

Evropa plus Frence ||102.2МГц || 10 КВТ

Программа Канал Частота Хăват
Canal+ 6 182,25 МГц 100 кВт
France 2 22 479,25 МГц 500 кВт
TF1 25 503,25 МГц 500 кВт
France 3 28 527,25 МГц 500 кВт
France 5 30 543,25 МГц 100 кВт
M6 33 567,25 МГц 100 кВт

Çырнисем

тӳрлет
 
Çырнисем

Нимĕç оккупаци тапхăрĕнче

тӳрлет
 
Китлĕр Эйфел турулĕ умĕнче. Альберт Шпеер сулахайра.

Çутатни

тӳрлет
 
Citroen автомобиль концернĕн янравĕ (1925)
Ӳкерчĕк:Paris by me.jpg
Эйфел турулĕ ылтăн çутăра

Пулăмсемпе фактсем

тӳрлет

Галерея

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Пыра куракансен шучĕ 1889 çултантан 2007 çулхи раштавăн 31-мĕшне çитиччен
  2. ^ LeMonde.fr : Tour Eiffel et souvenirs de Paris(ĕçлемен каçă)
  3. ^ Знание—сила : «ЗС» — оnline

Каçăсем

тӳрлет


Шаблон:Çав тери çӳллĕ çурт-йĕр