Википеди:Кун пулăмĕсем:Çĕртме уйăхĕ
Çу — Çĕртме — Утă | ||||||
Тн | Ыт | Юн | Кç | Эр | Шм | Вр |
1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 |
8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 |
15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 |
22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 |
29 | 30 | |||||
Эрнен кун ячĕсене 2009 çул валли кăтартнă |
Ку Википеди уйрăма кунпа çыхăннă пулăмсене çутатса кăтармашкăн йĕрекеленĕ.
Çĕртме, 1
тӳрлетТĕнчери ача-пăчана хӳтĕлев кунĕ, Раççей Çурçĕр флочĕн кунĕ
- 1676 — Эланд çапăçăвĕнче пысăкран пысăк парӑслӑ йĕрлĕ карапĕ «Stora Kronan» сирпĕннĕ (капăрл.).
- 1793 — Парисра мадам Ролана хурала тытнă.
- 1869 — американ ăслайĕ Томас Алва Эдисон хăйĕн пĕрремĕш патентне туянать.
- 1922 — Алтай Енĕн (халĕ Алтай Республики) шутĕнче Ойрат автоноим облаçне йĕркеленĕ.
- 1967 — The Beatles Sgt. Pepper’s Lonely Hearts Club Band концепциллĕ альбома кăлараççĕ.
- 1980 — CNN, талăкĕпе ĕçлекен пĕрремĕш хыпар телеканалĕ, калаçма тытăнать.
Çĕртме, 2
тӳрлет- 1474 — Кремльте туса пĕтермен Успени соборĕ арканнă
- 1625 — испансем Спинола ертсе пынипе протестантсен Бреда хулине туртса илеççĕ (капăрл.)
- 1848 — Прагăра Пан-Славян конгресĕ уçăлать
- 1946 — Италире референдум пĕтĕмлетĕвĕпе республика
- 1966 — Фрэнк Синатра юлашки хут АПШ хит-парадĕнче (Strangers in the Night юрăпа) пĕрремĕш вырăна тухать
- 2003 — Байконур космодромран «Марс-экспресс» стартланă
Çĕртме, 3
тӳрлет- 1326 — Новгородпа Норвеги хушшинчи чикĕ килĕшĕвĕ.
- 1780 — «Кĕпĕрленӳ патша» Ньюгейт тĕрмине штурмăлать, хупнăскерсем тарса саланаççĕ.
- 1927 — Мускавра Херлĕ хапхана (капăрл.) аркатнă.
- 1937 — британ астулĕнчен хăтăлса Эдуард VIII уйрăлнă миссис Симпсона качча илнĕ.
- 1968 — феминистка Валери Соланас виç хутчен Энди Уорхол сăнарçăна пăшалпа пенĕ.
- 1979 — «Иксток-1» нефть платформи çинче (Мексика кӳлмекĕ) тинĕсе питĕ чылай 600 пин тоннă нефть юхса тухнă.
- 1998 — хăвăрт пыракан ICE пуйăс Эшеде патĕнче çапăннă.
- 2006 — Черногори Серби тата Черногори пĕрлешĕвĕнчен тухса хăйĕн ирĕклĕхĕ пирки пĕлтерет.
Çĕртме, 4
тӳрлетАгрессире инкеке лекнĕ айăпсăр ачасен тĕнчери кунĕ
- 1878 — Осман империйĕ Аслă Британие Кипр утравне тытса тăма панă.
- 1916 — Пĕрремĕш Тĕнче вăрçи: раççей çарĕн Брусилов ыткăнăвĕ операцийĕ
- 1923 — Ятарлă Соловки лагерĕ хупнăскерсене пĕрремĕш йышăннă.
- 1939 — АПШ влаçĕсем наци Германинчен 963 таракан еврейсене лартнă пăрахута (капăрл.) .
- 1940 — Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи: Дюнкеркран британ çарĕсене эвакуациленĕ.
- 1942 — Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи: Мидуэй атолл патĕнчи çапăçусем.
- 1989 — Пекинра Тяньаньмэнь лапамĕнче студентсен демонстрацине пусарнă.
- 1989 — Ӗпхӳ патĕнче СССРпа Раççей шайĕнчи чи пысăк чукун çул катастрофи пулса иртнĕ. Икĕ пуйăс хире хирĕç иртсе кайнă вăхатра айлăмра пухăннă газ сирпĕнсе кайнă. 575 çын (теприсем 645 теççĕ) вилнĕ, 600 ытла аманнă.
Çĕртме, 5
тӳрлетТавра хутлăх хӳтĕлевĕн тĕнчери кунĕ
- 1465 — кастили магначĕсем Вăйсăр Генрих патшан катемпине машкăлланă
- 1744 — Петербургра Порцелин мануфактурине никĕсленĕ
- 1783 — Жозеф-Мишель тата Жак-Этьенн Монгольфье пĕртăвансем пĕрремĕш сывлăш чăмăрне тӳпене хăпартнă
- 1862 — Сайгон килĕшĕвĕпе Франци Кохинхинăна ярса илнĕ
- 1909 — Санкт-Петербургри Ялав лапамĕнче Александр III палăкне (капăрл.) уçнă
- 1933 — АПШ конгресĕ ылтăн укçа стандартĕнчен уйрăлнă
- 1947 — АПШ патшалăх секретарĕ Джордж Маршалл вăрçă хыççăн Европăна пулăшас программине хыпарланă
- 1967 — Çывăх Тухăçра Улттă кун арап-израиль вăрçи тапраннă
- 1995 — Боулдерти Колорадо университечĕн ăсчахĕсем Бозе — Эйнштейн конденсатне тупăшланă
Çĕртме, 6
тӳрлет- 1523 — Густав I Васана Швеци патши пулма суйланă, çакă вара Кальмар унине пĕтерсех хунă
- 1683 — Оксфордри Ашмол музейĕ, университет çумĕнчи пĕрремĕш музей, уçăлнă
- 1925 — Канаша хула шайне хăпартнă.
- 1944 — «Д кунĕ» — тăмăрсем Нормандие аннă. Европăра Иккĕмĕш фронта хута янă
- 1957 — Мускаври Дзержинскин лапамĕнче «Ача тĕнчи» лавкки уçăлнă
- 1979 — советсем вĕçевçĕсĕр «Союз-34» вĕçевçĕсĕр космос карапне «Салют-6» орбитăри станци патне хăпартса янă
- 1984 — Амритсарти Ылтăн храма (капăрл.) ĕнчĕ çарĕ тапăннă; 570 яхăн çын пĕтнĕ
- 1984 — Алексей Пажитнов этем пĕрлĕхне «Тетрис» вăййине кăтартнă
- 2002 — Вăтаçĕр тинĕсĕ çийĕнче астероид сирпĕннĕ
Çĕртме, 7
тӳрлет- 1099 — Пĕрремĕш хĕрес харçи: хĕрес майлисем Иерусалима хупăрлама тăнă.
- 1494 — Испанипе Португали Çĕн тĕнчене Тордесильяс килĕшĕвĕпе (капăрл.) пайланă.
- 1883 — Мускавра Христос Çăлавçă храмне тасалăва кĕртнĕ.
- 1905 — швед-норвег унине пăрахăçланă.
- 1948 — Чехословакин президентне Бенеша ĕçрен хăтарнă.
- 1981 — «Опера» операцийĕ: израиль истребителĕсем иракăн «Осирак» йĕтре реакторне бомбăланă.
- 1982 — Элвиса Преслин «Грейсленд» вырăн çĕрне музей вырăнне усă курма уçнă.
- 1990 — II Алексийе Мускав тата Пĕтĕм Руçĕн патриархĕн астулне йышăнма суйланă.
Çĕртме, 8
тӳрлет- 1783 — Исландире Лаки вулкан пĕрхĕтме пуçлать, çакна пула кашни пиллĕккĕмĕш исланд (выçлăхран, е газсемпе пăнтăхса) пĕтнĕ.
- 1832 — Петербургра, Ӳнер академин çуртне хирĕçле Фивран илсе килнĕ (капăрл.) гранит сфинксĕсене лартнă.
- 1843 — Микулай чукун çулне (Петербург—Мускав йĕрĕ, халĕ Октябрь чукун çулĕ) тума тытăннă.
- 1861 — Теннесси штатĕнче иртнĕ референдумра сасăлакансен иккĕ виççĕмĕш пайĕ АПШ йышĕнчен тухас пирки майлă пулнă.
- 1930 — Румынире кермен пăтăрмахĕ пулса иртнипе çула çитмен Михай I патшана хăтарнă, астулне Кароль II ятпа унăн ашшĕ йышăнать.
- 1949 — Джордж Оруэллăн «1984» антиутопийĕ пичетрен тухать.
- 1958 — СССР футбол команди тĕнче чемпионатĕнчи пĕрремĕш вăййине, Англипе тупăшса 2:2 шутпа вĕçлет.
- 1960 — Лев Троцкине вĕлерекен Рамон Меркадера Кремльте Совет Союзĕн Паттăрĕн çăлтăрĕпе тивĕçтернĕ.
Çĕртме, 9
тӳрлет- 68 — рим императорĕ Нерон хăй çине хăй алă хунă.
- 1311 — Дуччо (капăрл.) «Маэста» ӳнер ĕçне Сиена соборне кĕртнĕ.
- 1534 — Жак Картье Таса Лаврентий юханшывне уçнă.
- 1719 — Аслă Петĕр раççей кĕпернисене провинцисене тата уессене пайланă.
- 1896 — Чулхулара Пĕтĕм Раççейри курава мăнаçлăн уçнă
- 1918 — Хусанта чăваш хула тата ял ĕçтĕшĕсен пĕрремĕш съезчĕ ĕçне пуçланнă.
- 1923 — Тăнай Пăлхарĕнчи çар пăтăрмахĕ.
- 1934 — Дональд Дак хутшăннă пĕрремĕш мультфильм.
- 1945 — Германири совет вăрçă администрацине туса хунă.
Çĕртме, 10
тӳрлет- 1712 — Петербургра чулран Петĕрпе Павăл соборне тума пуçланă
- 1829 — пĕрремĕш кимĕ «Оксфорд — Кембридж» регати
- 1886 — тухтăрсен консилиумĕ Бавари Людвигне (капарл.) йӳтенĕ тесе палăртнă.
- 1936 — Совет Союзĕнче «Союзмультфильм» киностудие йĕркеленĕ
- 1943 — Ласло Биро венгр пĕчĕк чăмăрлă ручкăна патентленĕ
- 1967 — Çывăх Тухăçра Ултă кун вăрçи вĕçленнĕ
- 1967 — улшăнакан геометриллĕ çунатлă пĕрремĕш совет МиГ-23 истребителĕн пĕрремĕш вĕçевĕ иртнĕ.
- 1973 — тĕнчери чи пуян çыннăн мăнукне вăрласа кайнă
- 2003 — «Spirit» марс çӳревçине космоса хăпартнă
Çĕртме, 11
тӳрлетГавайин наци уявĕ: Камеамеа I пĕрремĕш патшан çуралнă кунĕ
- 1770 — Джеймс Кук (капарл.) Австрали çумĕнчи Мăн Барьер рифĕ патне çитнĕ
- 1798 — Наполеонăн флочĕ Мальта орденĕнчен Мальта утравне ткртса илнĕ
- 1788 — Герасим Измайлов Аляска çыранĕ хĕррине çитнĕ
- 1917 — Готланд утравĕ çумĕнче «Арăслан ами» шывай кимми путнă
- 1918 — «Алаш» казах наци юхăмĕ Казахстан Совет влаçĕн мĕнпур декречĕсене пăрахăçланă
- 1934 — чăваш çыравçисен пĕрремĕш съезчĕ уçăлнă.
- 1937 — СССР Аслă Сучĕн ятарлă суд ĕçлевĕ «Тухачевскин ĕçне» пăхса тухнă
- 1963 — будда мăнахĕ Тхить Куанг Дык Сайгонра хăйне хăйех çунтарса янă
- 1986 — Хусанта Габдулла Тукай литература музейĕ уçăлнă.
- 1992 — Раççей Аслă Канашĕ ваучер приватизаци программине йышăннă.
Çĕртме, 12
тӳрлет- 1560 — Окэхадзама патĕнчи çапăçу: япун политикинче ертӳç ĕç-пуçĕ Имагава ăратĕнчен Ода Нобунага çине куçать
- 1860 — Александр II Раççей империн патшалăх банкне йĕркеленĕ
- 1909 — Луи Блерио тӳпене вĕçевçĕпе тата иккĕ пассажирпа лартнă пĕрремĕш аэроплана хăпартнă («Блерио XII»)
- 1920 — официаллă Панама каналне уçнă (пĕрремĕш карап каналпа 1914 çулхи çурла уйăхĕнче куçнă)
- 1967 — урăх планетăн атмосфери пирки тĕнчере пĕрремĕш хыпарланă «Венера-4» космос аппаратне космоса хăпартнă.
- 1990 — РСФСР хăйĕн территоринче суверенитета йышăннă пирки пĕлтернĕ
- 1991 — Борис Ельцина РСФСР пĕрремĕш Президент пулма суйланă
- 1997 — Елизавета II Саутваркра «Глобус» театăра çĕнĕрен тунă.
Çĕртме, 13
тӳрлет- 1525 — Мартин Лютер католицин целибат йĕркисене пăсса Катарина фон Бора качча илнĕ
- 1857 — Лондонра Герцен «Колокол» хаçатăн пĕрремĕш номерне кăларнă
- 1912 — Мускавра Александр III ячĕпе хисепленекен сăнарлă ӳнер музейне уçнă
- 1920 — Америкăри Пĕрлешĕннĕ Штатсен почтă хĕсмечĕ ачасене посылкăпа ярса пама юраман йĕркене ĕçе кĕртнĕ
- 1944 — германсен Фау-1 çунатлă ракетисене çапăçăва пĕрремĕш ăстрăм кĕртнĕ (Аслă Британие хирĕçле)
- 1955 — Совет Союзĕнче пĕрремĕш кимберлит пăрăхне (капăрл.) уçнă
- 2000 — пĕрремĕш ăстрăм Çурçĕр тата Кăнтăр Корей ертӳçисем тĕл пулса калаçнă
- 2009 — Иранра 10-мĕш президент суйлавĕнче Ахмадинежад çĕнтернĕ хыççăн Тегеранра массăллă пăтрашусем сиксе тухнă
Çĕртме, 14
тӳрлетПĕтĕм тĕнчери юн донорĕсен кунĕ.
- 1325 — 21 çулхи Ибн Баттута (капăрл.) тăван Танжертан тухса паломничество тума каять, 24 çул хушши çӳресе Китая çитет.
- 1777 — Иккĕмĕш Континент конгресĕ АПШ паташлăх ялавне çирĕплетет.
- 1807 — Наполеон Фридланд патĕнче вырăс çарне çапса çĕмĕрнĕ.
- 1846 — Калифорни Мексикăна хирĕç тăрать; Калифорни республики туса хунă пирки хыпарланă.
- 1900 — Гавайи утравĕсене Пĕрлешĕннĕ Штатсем аннексиленĕ.
- 1973 — К-56 675 проекчĕн АШК «Академик Берг» тĕпчев-ăслăлăх карапĕпе çапăннă.
- 1985 — Шенген килĕшĕвне (малтан çиччĕ патшалăх) алă пуснă.
- 1995 — Шамиль Басаев ертсе пынă боевиксен эшкерĕ Будённовск çине тапăнать.
Çĕртме, 15
тӳрлет- 1215 — Иоанн Çĕрсĕрскер хăйĕн пичечĕпе Ирĕксен аслă хартине çирĕплетнĕ.
- 1667 — Людовик XIV кермен килĕнчи Жан-Батист Дени тухтăр 15 çулхи арçын ачана тĕнчере пĕрремĕш юн ярса панă.
- 1752 — Бенджамин Франклин сывлăш çĕленĕ эксперименчĕпе çиçĕмĕн электрикăлăх çутçанталăкне кăтарнă.
- 1869 — Олбанире (Çĕнĕ Йорк штачĕ) Джон Хайат целлулоида патентленĕ.
- 1911 — АПШ-ра, халĕ IBM ятлă, компание йĕркеленĕ.
- 1952 — Европа футбол ассоциацисен пĕрлешĕвне йĕркеленĕ.
- 1978 — совет вĕçевçĕ тытса пыракан «Союз-29» космос карапне хăпартса янă.
- 1985 — Эрмитажра Рембрандтăн «Даная» ӳкерчĕкне (капăрл.) кӳкĕрт йӳçĕкĕпе сапнă.
Çĕртме, 16
тӳрлет- 1865 — генерал Черняев Ташкента илни
- 1903 — Руаль Амундсенăн арктикăри пĕрремĕш экспедицийĕ
- 1925 — Гурзуфра (Крым) «Артек» пионер лагерĕ уçăлать
- 1930 — СССР ХКК декрет вăхăтне кĕртнĕ
- 1960 — АПШ киноэкранĕсене А. Хичкокăн «Психо» триллерĕ тухать
- 1961 — Рудольф Нуреев «Ле Бурже» аэропортĕнче Францире хăварма йăлăнать
- 1963 — пĕрремĕш хĕрарăм-космонавтăн космослăха вĕçевĕ(капăрл.)
- 1967 — Калифорнири Монтерейăри рок-фестиваль
Çĕртме, 17
тӳрлетПĕтĕм тĕнчери пушхирсене тата шăрăха хирĕçле кĕрешӳ кунĕ
- 1081 — Роберт Гвискар Балканри висанти Диррахийе хупăрласа илет.
- 1775 — АПШ ирĕклĕх вăрçи вăхăтĕнчи Банкер-Хилле патĕнчи çапăçу.
- 1866 — Австри Прусси çине вăрçăпа тухать; вăрçă пĕр уйăх ытларах тăсăлать.
- 1885 — Çĕнĕ Йорка францисен «Изер»пăрахучĕ Ирӗклӗх статуйине илсе çитерет.
- 1902 — Тяньцзиньре ватă китайăн хаçачĕ, «Дагунбао», тухать.
- 1940 — люфтваффе 4000 пассажир турттаракан «Ланкастрия» лайнера шыва путаонă (капăрл.)
- 1953 — ГДРти правительствăна хирĕçле кĕрешӳсем.
- 1972 — АПШра Уотергейт харкашăвĕ сиксе тухать.
Çĕртме, 18
тӳрлет- 1812 — АПШ Конгресĕ Аслă Британие хирĕçле вăрçăпа тухать.
- 1815 — Наполеон Бонапарта Ватерлоо патĕнчи çапăçура çĕнтерне.
- 1859 — Берн Альпин чи çӳлле тăррисенчен пĕрне — Алечхорна — хăпарни капăрл.).
- 1900 — китай хĕрарăм-император Цыси ютçĕр çыннисене йышшăн вĕлерме тапăч панă.
- 1906 — Мускавçумĕнчи Марк республики пăчланнă.
- 1940 — Шарль де Голль Лондонран франци çыннисене фашист оккупанчĕсене хирĕç тăма йыхравлать.
- 1979 — СССР тата АПШ стратеги хĕçпăшалне чараклас ОСВ-2 килешӳ çине алă пуснă.
Çĕртме, 19
тӳрлет- 1623 — Блез Паскаль, Франци математикĕ, физикĕ, литераторĕ тата философĕ çуралнă.
- 1767 — британ капитанĕ Сэмюэл Уоллис халăх тачă пурăнакан утрав çине аннă, ăна Георг III ятне
- 1787 — Екатерина II хăйĕн еркĕнне Потёмкина Тавр кнеçĕ титула парать
- 1807 — Дмитрий Сенявинăн вырăс эскадри Афон çыранĕ çумĕнче турккă флотне çапса аркатни
- 1846 — Нью-Джерси штатĕнче историре пĕрремĕш бейсбол матчĕ иртнĕ
- 1917 — британ патша ăрăвне, малтан Саксен-Кобург-Гот ятлăскерне, Виндзорсем ята куçарнă
- 1953 — Синг-Синг тĕрмере, электрика пуканĕ çинче совет шпионĕсене Юлиуспа Этель Розенбергсене айăпласа вĕлернĕ (капăрл.)
- 1991 — совет çарĕсене Венгрирен кăларса пĕтернĕ
- 2006 — Шпицбергенра «тĕнче пĕтсен» тесе Мĕнпур тĕнчери вăрăлăх управлăхне туса хунă
Çĕртме, 20
тӳрлет- 451 — Каталаун уйăсенчи çапăçу: Атăл ертсе пынă хунсем Европăн анăçнелле кайма чарăннă
- 1685 — Монмут херцăк (капăрл.) Англие анать те хăйне патша тесе пĕлтерет
- 1704 — Нарва килĕшĕвĕпе Речь Посполитая Çурçĕр вăрçине Раççей майлă пулса кĕрет
- 1791 — Людовик XVI тата Мария-Антуанетта Парисран Вареннăна ăнăçсăр тарни
- 1880 — Фёдор Достоевский Пушкин пирки 45-минутлă чаплă калаçать
- 1917 — Чĕмпĕрте тĕнчери мĕнпур чăвашăн пĕрремĕш съезчĕ пуçланать (çĕртмен 28-мĕшĕччен пырать).
- 1933 — Сталин ячĕллĕ Беломор-Балти каналне хута янă
- 1949 — роман паппи Чехословакин коммонист ертӳçĕсем çине анафема ярать
- 1990 — ФРГ парламенчĕ тĕп хулана Боннран Берлина куçарма йышăнать.
Çĕртме, 21
тӳрлет- Çуллахи хĕвел тăни (çурçĕр çур чăмăрĕнче, хĕллехи хĕвел тăни (кăнтăр çур чăмăрĕнче)
- 1208 — Бамбергре çемьери харкашура пфальцграф Баварин VIII Оттонĕ Шваб Хĕлипĕ патшана вĕлерет
- 1582 — Хоннодзи çине тапăнни: Акэти Мицухидэ Ода Нобунагăна сэппуку тутарать
- 1813 — Витори патĕнчи çапăçу — Пиреней çурутравĕнчи вăрçăн юлашки çăпăçăвĕсенчен пĕри
- 1901 — Петербургра мăнаçлă Суворов музейне уçнă
- 1909 — Ригăра пĕрремĕш сериллĕ вырăс автомобильне — «Руссо-Балт» (капăрл.) пуçтарнă
- 1948 — фон Нейман архитектурипе ĕçлекен компьютер историнче пĕрремĕш Манчестерти пĕчĕк экспериментлă машинăпа пĕрремĕш компьютер программине хута янă
- 2004 — космослăха тĕнчере пĕрремĕш харпăр суборбиталлă космос карапĕ «SpaceShipOne» хăпарать.
Çĕртме, 22
тӳрлетВăрçă инкекне лнкнисен кунĕ (Раççей, Беларуç, Украина)
- 1799 — Конвентăн икĕ пайташĕ халăха çĕнĕ виçен эталонне — метра — кăтартнă.
- 1940 — Франци Иккĕмĕш Тĕнче вăрçинче капитуляцилет.
- 1941 — Германи СССР çине тапăннă — Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă.
- 1963 — VI Павăла роман паппи пулма конклав суйланă.
- 1978 — АПШ тинĕс-çар обсерваторинче ĕçлекен Джеймс В. Кристи Плутонăн Харон питĕ пысăк спутникне уçнă.
- 1986 — Диего Марадона Мексикăри тĕнчери футбол чемпионатĕнче Англи командин хапхине «турă аллин» голне, çаплах «çĕрçуллăх голне» кĕртнĕ.
- 2006 — Австрали зоопаркĕнче 175 çулхи Гариетта тимĕр шапа (капăрл.) çут тĕнчерен уйрăлать, унпа Чарльз Дарвин ĕçленĕ.
Çĕртме, 23
тӳрлет- 1611 — пăлхавçă моряксем Гудзон капитана тата унăн ывăлне авăсла киммĕне лартса кӳлмекре хăварнă
- 1757 — Плесси патĕнчи çапăçупа британсем Индие ярса илме пуçлаççĕ
- 1846 — Адольф Сакс саксофона патентланă
- 1894 — Парисра Пьер де Кубертен хистенипе Тĕнчери олимп комитетне (МОК) йĕркеленĕ
- 1924 — Ганноверта çынна вĕлерекен Фриц Харман маньяка ярса тытнă
- 1941 — СССР Хĕçпăшаллă Вайĕсен Тĕп Çарпуçлăхĕн Ставкине туса хунă
- 1957 — Петропавловск карманĕнче кăнтăрла тупăран перес йăлана малалла тăснă
- 1993 — Хуан Антонио Самаранч Лозаннăра Олимп музейне уçать
Çĕртме, 24
тӳрлетЧăваш Республикин кунĕ, Йонинес — Литван официаллă уявĕ, Çу варрин кунĕ (Ирланди, Уэльс)
- 1314 — Баннокберн патĕнчи çапăçура Роберт Брюс анкăл патшин II Эдуардăн çарне аркатать, Шотландин ирĕклĕхне тавăрать
- 1497 — Джон Кабот Ньюфаундленд утравне уçать
- 1793 — франци Конвенчĕ пĕрремĕш демократиллĕ конституцине йышăнать
- 1812 — Тăван Çĕршывăн вăрçи: Аслă çар, Неман шывне каçса Раççее кĕрсе каять
- 1920 — Чăваш автономи облаçне (ЧАО) туса хунă.
- 1945 — Хĕрлĕ лапамри Çĕнтерӳ парачĕ (капăрл.)
- 1948 — совет влаçĕсем Берлинри хăйсем тĕрĕслесе тăракан секторне анăç тамăрĕсене кĕме чарнă
- 1963 — Лондонри Би-би-си студинче пĕрремĕш хутчен килти видеомагнитофона кăтартнă
- 1995 — Чăваш патшалăх кунне йышăннă, ăна пĕрремĕш хут уявланă.
Çĕртме, 25
тӳрлет- Славянсен туслăхпа пĕрлĕлĕх кунĕ
- Пăхăнманлăх кунĕ (Мозамбик)
- Патшалăхлăх кунĕ (Словени)
- 1530 — Лютер майлисем V Карăла Аугсбург калаçăвне кăтартнă
- 1794 — революци ĕçĕсене пула Кĕтерне II Раççейре франци япалисене сутма чарнă
- 1910 — Парисре «Кăвайт-кайăк» балетăн премьери иртет (капăрл.)
- 1926 — Ленинградри Петропавловск соборĕ куранчĕсем кăнтăрла пĕрремĕш хут «Интернационал» вылянă
- 1950 — Çурçĕр Корей Кăнтăррине тапăнать: Корей вăрçи тапранать
- 1967 — тĕнчери 400 миллион çын телевизорпа The Beatles ушкăнĕн «All You Need Is Love» юррине итленĕ
- 1991 — Словенипе Хорвати хайсен Югославирен ирĕклĕхне пĕлтереççĕ
- 1993 — Литвара наци валюта лита хута кĕртет
- 2009 — Лос-Анжелесра Майкл Джексон вилет
Çĕртме, 26
тӳрлет- Пĕрлешĕннĕ Нацисен Йĕркелĕвĕн кунĕ.
- Тĕнчери наркоманипе кĕрешӳ кунĕ.
- 1492 — альпинизм çурални: Эгий тăвĕн Веркор платтине хăпарни (капăрл.).
- 1522 — Чаплă Сулейман 400 караплă флотпа Родоса, «хĕрес майлăскерскене» хăваласа ярас тесе пынă.
- 1698 — Пётр I Аслă элчĕлĕхпе Венăна çитет.
- 1723 — вырăс çарĕсем Баку хулине ярса илеççĕ.
- 1941 — ССКП ТК Политбюровĕн вăрттăн йышăнăвĕпе Ленинăн кĕлеткине Тĕмене куçарнă.
- 1945 — Сан-Франциско хулинчи конференцире 50 патшалăх элчи ПНЙ Уставне йышăннă.
- 1963 — Шёнеберг ратуши умĕнче калаçса, Джон Кеннеди берлинсен хăюллăхĕпе, вĕсем ирĕклĕх идеалĕсене кăмăлланипе килленнине пĕлтернĕ.
- 1973 — Плесецк космодромĕнче ракета сирпĕннипе 9 çын сарăмсăр вилнĕ.
Çĕртме, 27
тӳрлетПĕтĕм тĕнчери пулă тытаслăхĕн кунĕ, Раççей çамрăкĕсен кунĕ
- 1358 — Дубровница республикине никĕслени;
- 1898 — Джошуа Слокам канад историре пĕрремĕш пĕччен тĕнче тавра шывпа çӳревне тунă (капăрл.);
- 1905 — «Тавр кнеçĕ Потёмкин» броненосец çинче пăлхав тапраннă;
- 1931 — Игорь Сикорский АПШра пĕрремĕш вертолёт тума патент илнĕ;
- 1945 — Иосиф Сталина Совет Союзĕн Генералиссимусĕ ята тивĕçтернĕ;
- 1954 — Обнинскра пĕрремĕш АЭС ĕçлеме тытăннă;
- 1969 — çĕнĕ йорк гейĕсемпе лесбиянсем пĕрремĕш хут полицей рейчĕсене хирĕç тăнă;
- 1991 — Югослави халăх çарĕ Словение кĕрсе кайнă.
Çĕртме, 28
тӳрлет- 1389 — Косово уйĕнчи çапăçу (капăрл.);
- 1569 — Люблина унийĕ çине алă пуснă
- 1651 — Берестечка патĕнчи çапăçу пуçланнă
- 1841 — Парисре «Жизель» балетăн премьери иртнĕ;
- 1914 — Сараевăри вĕлерӳ, Пĕрремĕш Тĕнче вăрçин сăлтавĕ пулса тăнăскер;
- 1919 — Пĕрремĕш Тĕнче вăрçине вĕçлекен Версаль лăпкăлăх килĕшĕвĕ
- 1967 — Израиль Хевел тухăç Иерусалима аннексиленĕ
- 1996 — Аслă Рада Украина Конституцине йышăннă
Çĕртме, 29
тӳрлет- 1561 — Хĕрлĕ лапамра Пукрав соборне туса пĕтернĕ.
- 1881 — судан ӳкĕтлевçи Мухаммед Ахмед (капăрл.) хăйне махди тенĕ те Африкăри пĕрремĕш ăнăçлă европа колонизаторĕсене хирĕçле хĕçпăшаллă пăлхава çĕкленĕ.
- 1911 — шыва пĕрремĕш вырăс дредноутне — «Севастополь» линкора — антарнă.
- 1922 — Фёдор Шаляпин гастроле чикĕ леш енне каять те каялла таврăнмасть.
- 1956 — Мэрилин Монро Артур Миллер американ çыравçине качча тухать.
- 1958 — Бразили пĕрремĕш хут тĕнчер футбол чемпионĕ пулса тăрать.
Çĕртме, 30
тӳрлетДемократи Республики Конго ирĕклĕх кунĕ (1960)
- 1859 — франци акробачĕ Шарль Блонден (капăрл.) канат çийĕн Ниагара шыв сикки урлă каçнă
- 1908 — Тунгус метеоричĕ ӳкнĕ
- 1923 — Чăваш çыравçисен пĕрлешĕвне туса хунă.
- 1934 — Виççĕмĕш райхри Вăрăм çĕçĕсен каçĕ
- 1964 — Уйăхăн пĕрремĕш фотографисене çывăхран туса илнĕ
- 1971 — Союз-11 космос карапĕн катастрофинче Георгий Добровольский, Владислав Волков тата Виктор Пацаев совет космонавчĕсем сарăмсăр вилнĕ
- 1972, 23:59:60 UTC — пĕрремĕш хут тĕкел çул çеккунтине кĕртнĕ
- 2005 — Испанире пĕр арлă мăшăрсене тума ирĕк панă