{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице

Уэльс
Wales (акăлч.)
Cymru (валл.)
Уэльс ялавĕ Уэльс гербĕ
Уэльс ялавĕ Уэльс гербĕ
Наци йыхравĕ: «Cymru am byth»
валлирен куçарсан: «Уэльс ĕмĕрлĕхе»

символ — Сухан-порей

Гимн: «Mae Hen Wlad Fy Nhadau»
Официаллă чĕлхесем акăлчан, валли
Тĕп хула Кардифф
Пысăк хула Кардифф
Правлени хорми Конституци монархийĕ
Арăм патша Charles III
Премьер-министр Гордон Браун
Пĕрремĕш министр Родри Морган
Территори
  • Пурĕпе
Аслă Британире 3-мĕш
20 799 км²
Халăх
  • Пурĕпе (2001)
  • Йышлăхĕ
Аслă Британире 3-мĕш
2 903 085
140 çын/км²
Валюта стерлинк фунчĕ
Вăхăт тăрăхĕ UTC 0
Википедире портал пур
«Уэльс»

Уэ́льс (валл. Cymru [ˈkəmrɨ], акăл. Wales, фр. Pays de Galles) — Аслă Британин тăватă административлă-политика пайĕсенчен пĕри, унчен никама пăханман кельт патшалăхĕсен конгломерачĕ. Уэльс Аслă Британин кăнтăр-анăçĕнче вырнаçнă, тухăçра Чешир, Шропшир, Херефордшир тата Глостершир англи графлăхĕсемпе чикĕ тытать, виçĕ енĕпе тинĕсе тухать: кăнтăрта — Бристоль каналне (Северн вăрри), кăнтăр-анăçра — Таса Георг кӳлмекĕ, çурçĕрпе анăçра — Ирланди тинĕсĕ, çурçĕр-тухăçра — Ди (Afon Dyfrdwy) юханшывĕн вăрри.

Уэльс нихçан та хальхи чикĕсенче суверен патшалăх пулман. 1057 - 1063 çулсенче Грифид ап Лливелин хальхи Уэльс чиккинчи çĕрсене тытса тăнă, Грифид вилсен вара çак малалла тăсăлмасть. 1216 - 1516 çулсенче «Уэльс кнеçлĕхĕ» (Principality of Wales, Tywysogaeth Cymru) пулнă, анчах та 1282 Анăç Уэльса нормансем çĕнтерсе илсен çĕршыва темиçе патшалăх пайласа хăйсем çумне хушаççĕ, Уэльс Тикки титулĕ акăлчан патша кăшăлне куçать. 1400 ç. Уэльсăн авалхи икĕ патша ăрачĕн несĕлĕ, Оуэн Глиндур, акăлчансене хирĕç пăлхав çĕклет, ăна Уэльс патши астулне лартаççĕ, анчах та вăл 1410 ç. тĕлне хăйĕн сĕмне çухатнипе тарса пытанать. Валли саккунĕсене акăлчансем пĕтĕмпех 1542 çул тĕлне пĕтереççĕ. 1955 çулта кăна арăм патша официаллă Кардиффа Уэльс тĕп хули тесе çирĕплетет (унчен çĕршывăн тĕп хули пулман та). Апла пулин те, Уэльс Тиккин инвеститури яланхилле Карнарвонра иртет.

1997 çулта Уэльс наци ассамблейине туса хунă, вăл Аслă Британи парламенчĕ йышăнакан саккунсене тӳрлетӳ кĕртме пултарнă. 2006 çулта Ассамблейăн правине анлăлатакан Уэльса тытса тăмалли иккĕмĕш Саккуна йышăннă.

Этимологи

тӳрлет

«Уэльс» ячĕ акăл. Wales сăмахран пулса тухать, ку вара, ав.-акăлч. Wealas сăмахран пулать,

Кун-çулĕ

тӳрлет
Тĕп статья: Уэльс кун-çулĕ


Малтанхи тапхăр

тӳрлет

Хальхи Уэльс çĕрне этем йăхĕ пăрлăх тапхăрĕн вĕçĕнче йышăнать. Çакна хут çинче палăртнисем Британин рим оккупаци вăхăчĕпе çыхăннă. Çакăн чухне уэльс çĕрĕсене темиçе бритт йăхĕ пайланă пулнă, вĕсенчен чи мăнаçли-йышлисем кăнтăр-тухăçри силурсемпе çурçĕр-анăçри ордовиксем шутланнă. Римсем хальхи Кăнтăр Уэльсре темиçе форт туса лартнă, чи анăçри Кармартен (Caerfyrddin, лат. Maridunum) пулнă, вĕсем Долейкотире (халĕ Кармартеншир) ылтăн тупăçланă. Унсăр пуçне, вĕсем Кайрлеонере (Isca Silurum) карман туса лартнă, унти мăнаç амфитеатр упранса юлнă. Римсем Çурçĕр Уэльса кĕрсе пынă. Вăтам валли чĕлхипе «Максен тĕлĕкĕ» (Breuddwyd Macsen) повеçре рим императорĕ Магн Максим (испан, Британире хĕсметре тăнă генерал), Сегонтири (халĕ Кайрнарвон, Гвинед графлăхĕ) вырăнти çулпуçĕн хĕрне качча илнĕ пирки халап хайланă[1]. Рим оккупации тапхăрĕнче, IV ĕмĕрте Уэльсре христос тĕнĕ сĕм ярать.

Рим çарĕсем Британирен тухса кайсан (410 тĕлне), римланнă бриттсем темиçе вак патшалăх туса хураççĕ. Утравăн кăнтăрпа тухăç тӳремĕсенчи патшалăхсене тапăнса кĕнĕ англосаксем хăвăрт хăйсен аллине ярса илеççĕ, Çурçĕр Англин ту районĕсенчи тата хальхи Уэльсри патшалăхсем вара çирĕпрех тăнă. Юлашкинчен, çурçĕр бритт патшалăхĕсене англосакссемпе шотландсем пĕтереççĕ, çапах анăç бриттсем Уэльсре çирĕпленсе лараççĕ. Утравăн кăнтăр-тухăçри илпек çĕрсемпе пуян хуласем алран тухса ӳксен хăйсен территорине каялла тавăрас ĕç-пуç пăчланса пырать.

Нормансем çĕнтерсе илсен

тӳрлет

Çĕнĕ Самана

тӳрлет

XX ĕмĕр

тӳрлет

Тавралăхĕ

тӳрлет
Ӳкерчĕк:Map of Wales.png
Уэльс картти
Тĕп статья: Уэльс тавралăхĕ


Административлă пайланăвĕ

тӳрлет
Тĕп статья: Уэльс облаçĕсем


Облаçсем графлăхсем шутланаççĕ, эхер те * паллăпа (хула пулсан) е † (хула-графлăх пулсан) кăтартнă. Скобкăсенче валли чĕлхилле ятсене панă
  1. Мертир-Тидвил (Merthyr Tudful) †
  2. Кайрфилли (Caerffili) †
  3. Блайнай-Гвент (Blaenau Gwent)†
  4. Торвайн (Tor-faen) †
  5. Монмутшир (Sir Fynwy)
  6. Ньюпорт (Casnewydd) *
  7. Кардифф (Caerdydd) *
  8. Долина Гламорган (Bro Morgannwg) †
  9. Бридженд (Pen-y-bont ar Ogwr) †
  10. Ронта-Кинон-Тав (Rhondda Cynon Tâf) †
  11. Нит-Порт-Толбот (Castell-nedd Port Talbot) †
  12. Суонси (Abertawe) *
  13. Кармартеншир (Sir Gaerfyrddin)
  14. Кередигион (Ceredigion)
  15. Поуис (Powys)
  16. Рексем (Wrecsam) †
  17. Флинтшир (Sir y Fflint)
  18. Денбишир (Sir Ddinbych)
  19. Конуи (Conwy) †
  20. Гвинед (Gwynedd)
  21. Остров Англси (Ynys Môn)
  22. Пембрукшир (Sir Benfro)
 

Политика

тӳрлет


Халăхĕ

тӳрлет
 
Уэльсăн тĕрлĕ графлăхĕсенчи валли чĕлхипе калаçакансен йышĕ (%)

1905 (ЭСБЕ хып.) — 1,8 млн çын

1973 (ПСЭ хып.) — 2,7 млн çын

2001 (çырав) — 2,9 млн çын

Тĕп халăхĕсем — валлисем тата акăлчансем. Валлисен пайĕ (Уэльс пĕтĕм халăхăн 29 %, 2001 халăх çыравĕпе) апла та капла тăван чĕлхине упраса пырать. Валли чĕлхипе Уэльсре МИХ (пресса, инçекурав, радио) тухать, сахал мар Тетел-сайче пур. Акăлчан чĕлхин уэльс диалекчĕсен уйрăмлăхĕсем пур.

Усăллă минералсем

тӳрлет

Уэльс сланецпа, чул кăмрăкĕпе, тимĕрпе (Гламорган), графитпа, тăхланпа пуян. Кăнтăрта Кăнтăр-Уэльс чул кăмрăк бассейнĕ выранаçнă.

Хуçăлăхпа экономика

тӳрлет

Тĕп ĕçлĕх: ту ĕçĕпе промăçлăх, çĕр ĕçĕ тата выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси (19 % под сухаланă, 10 % улăх, 3 % выльăх çӳремелли, 31 % вăрман).

Хуçăлăхпа экономика

тӳрлет
 
Уэльс тĕп хули Кардиффăн карманĕ.

Литература

тӳрлет
Тĕп статья: Валли литератури


== Вуламалли ==
  • Lloyd J. Е., A history of Wales from the earliest times to the Edwardian Conquest, 3 ed., v. 1—2, L. — N. Y., 1939;
  • Williams D., A history of modern Wales, L., 1965;
  • A bibliography of the history of Wales, 2 ed., L., 1962.

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Повеçĕн текстне Ивор Уильямс пичетленĕ: Ifor Williams (ed.), Breuddwyd Maxen (Bangor, 1920). Хорошее изложение контекста, в котором создавался и воспринимался «Сон Максена», см. в книге M.P. Charlesworth (1948) The Lost Province

Каçăсем

тӳрлет

Шаблон:Пĕрлешĕннĕ Патшалăх