Бейсбол
Бейсбо́л (акăл. baseball, base — база, тĕпĕ тата ball — пӳске) — пӳскепе битăпа вылямалли ушкăнлă спорт вăййи.
Ăмăртура икĕ команда (кашнинче тăххăр, хăш чухне вуннă вылявçă) тупăшаççĕ.
Кун-çулĕ
тӳрлетБейсбол вăййи АПШра XIX ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче çуралнă. Вăл акăлчансен «раундерс» вăййинчен пулса тухнă темелле. Пĕрремĕш официаллă матч 1820 çулта Çĕнĕ Йоркра иртнĕ. 1845 ç. пĕрремĕш профессиллĕ клуба туса хунă. Вăйă АПШра, Канадăра, Мексикăра, Латин Америкинче, Карибсенче, Австралире, Японире, Корейре тата урăх патшалăхсенче анлă сарăлнă. Хальхи саманта бейсбол вăййине тĕнчери 120 патшалăхра кăмăллаççĕ. Тĕнчери бейсбол чемпионатне 1938 çултанпа (арçынсем хушшинче) тата 2004 çултанпа хĕрарăмсем хушшинче. Бейсбол ытларах АПШра, Кубăра, Японире, Китайра тата Корей Республикинче кăмăллаççĕ.
АПШра, Японире, Чехире тата урăх патшалăхсенче çаплах софтбол — бейсболăн çăмăл варианчĕ — сарăлнă, ăна пӳлĕмре тата пысăках мар уйра ирттерме пулать.
Бейсбола тăван спорт тĕсĕсем шутне крикет, песаполо (Финлянди), ойна (Румыни) тата лапта (Раççей) вăййисем кĕреççĕ.
ТОКăн Сингапурта 2005 çулхи утăн 8-мĕшĕнче иртнĕ 117-мĕш сессинче бейсбола, софтбола пекех, олимп спорт тĕсĕсен шутĕнчен кăларса пăрахнă.
Çавăн пекех пăхăр
тӳрлетКаçăсем
тӳрлет- Бейсбол тренĕрĕ 2008 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче архивланӑ.
- Раççей Бейсбол Федерацийĕ
- Санкт-Петербурга бейсбол федерацийĕ 2008 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче архивланӑ.
- Мускав бейсбол федерацийĕ 2008 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче архивланӑ.
- Бейсбол клубĕ «Çурçĕр Çăлтăрĕсем» (Санкт-Петербург)
- Бейсбол каçăвĕсем 2008 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 18-мӗшӗнче архивланӑ.
- Бейсбол Молдовăра. Бейсбол клубĕ Абатор (Кишинёв). 2008 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнче архивланӑ. - Бейсбол техникипе методики. Видео методика, бейсбол литератури.
- Бейсбол. 2008 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 7-мӗшӗнче архивланӑ. Глоссари.
Ку спорт пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |
*