Спорт (акăл. sport, малтанхирен кĕскен disport — «вăйă», «канмалла выляни») — пĕрре çирĕплетсе йышăннă йĕркесем тăрăх пуç çивĕчĕпе тата ал-çурăм хăвачĕпе çынсем хушшинче иртерекен ăмăрту. Вĕсем шутне ăмăртусене хатĕрленни те, çав вăхăтри çынсен хутшăнăвĕсем те кĕреççĕ.

Спорт

Спорт ал-çурăм тата пуç çивĕч ĕçĕ пулать. Ăна ăмăртас, сывлăха çирĕплетес, чуна лăплантарас, пурлăх пухас, чапа тухас тесе тăваççĕ. Ăмăртăва хутшăнакансене спортсменсем теççĕ. Вăйăсене спортсменсене тренер хатĕрлет, ертсе пырать.

Кашни хăйĕшĕн вылякан вăйăсем

тӳрлет

Ку вăйăсенче икĕ спортсмен пĕр-пĕринпе ăмăртаççĕ. Вăл шута çавăн пекех иккĕн иккĕне хирĕç выляни те кĕрет. Тĕслăхрен, теннис, бадминтон.

Ушкăнпа вылямалли вăйăсем

тӳрлет

Ку вăйăсенче спортсменсен икĕ ушкăнĕ ăмăртать. Кашни ушкăнăн ăмăртура пĕр тĕллевĕ пур. Вăйă вăхăтĕнче вылякансене улăштарма юрать.