Теннис, — икĕ вылявçăн пĕр-пĕринпе ăмăртмалли спорт тĕсĕ.

Ӳкерчĕк:BillieJeanKingNationalTennisCenterArthurAsheStadium-2006-cropped.jpg
Теннис вăййи (матчĕ)

Вăйăн йĕркисем

тӳрлет

Кашни енчен икĕ спортсмен та выляма пултараççĕ. Вăйăн тĕллевĕ — пӳскене ракеткăсемпе хирĕç вылякан енне икĕ хут ӳкермесĕр çапса каялла каçарасси. Теннис олимп вăйăсен шутне кĕрет. Вăййă корт çинче ирттереççĕ. Ăна матч е тĕлпулу теççĕ. Матч сетсене пайланать. Сетсен шучĕ пилĕке çити пулма пултарать. Выляс умĕн миçе сет ăмăртмалли пирки калаçса татăлаççĕ. Виçĕ сетлă тĕлпулура çĕнтерес тесен икĕ сета çĕнтерсе илмелле. Çаплах та, пилĕк сетлă матчра мала тухас тесен виçĕ сетра çĕнтермелле.

Кашни сет геймсенчен тăрать. Сетра çĕнтерме ултă гейм çĕнтерсе илмелле, татах та çавăн чухне выляса янă геймсем икĕ шутран каярах кирлĕ. 6:6 шут пулсан кĕскетнĕ вăйăпа ăмăртаççĕ, ăна тай-брейк теççĕ. Хăшпĕр йĕркесемпе тай-брейксăрах геймсене малалла тăсаççĕ, выляса илнĕ геймсем выляса янисен шучĕнчен иккĕпе мала пуличчен. Гейма пӳскене çапса кĕртекенĕ пуçлать. Ăна вăйă пуçлама икĕ пӳске параççĕ. Пĕрремĕш пӳскине яланах тенĕ пекех хытă çапаççĕ.

Выляса илнĕ пӳскесене çапла шутлаççĕ: 0; 15; 30; 40. Хĕрĕх хыççăн тепĕр пӳске выляса илсен, выляса янисен шучĕ икĕ пӳске сахалтарах пулсан, гейма çĕнтерсе илнĕ пулать. 40:40 шут пулсан, гейма малалла тăсаççĕ, выляса илнĕ пӳскесем икĕ шут ытла çитиччен.

Тай-брейк

тӳрлет

Истори

тӳрлет

Хатĕр-хĕтĕрĕ (Инвентарь)

тӳрлет
 
150px Теннис корчĕн схеми

Теннис вăййине йĕрсемпе палăртса çырнă тăваткаллă тӳрем лаптăкра — корт çинче — выляççĕ. Теннис корчĕсем курăклă, тăпраллă, хытăллă, синтетикă витĕмлĕ пулаççĕ. Витĕм тĕсĕнчен пӳске сиксе илес çӳллĕшĕ тата вылявçăсен чупса куçасси килет, çавăнпа та вăйă стратегийĕ терлĕ тĕслĕ витĕмлĕ кортсенче кашни хăй майлă пулать.

Пӳске

тӳрлет

Вăйă валли пуш ăшĕллĕ резинăллă пӳскепе выляççĕ. Пӳскине çиелтен кĕççепе витнĕ, хăй йăлкăм. Ытларах вăйлă пусăмлă пӳскесемпе выляççĕ, çапах та пирчев резинăран тунă ăшĕнчи пусăмсăррисемпе те ус кураççĕ.

Ракеткă

тӳрлет

Вылявçă пӳскене ракеткăпа çапать. Ракеткă шутне алтытăмĕ, çаврашкаллă хĕлĕх хашаки, хĕлĕхсем кĕреççĕ. Хĕлĕхсен лаптăкĕпе пӳскене çапаççĕ. Ракеткă хашакисене чи малтанах йывăçран, халĕ — кăткăс композитсенчен, керамика, кăмрăк сӳссенчен тата металлран хатĕрлеççĕ.

Теннис ракеткисен хĕлĕхĕсене (нейлонран, полиэстертан, кевлартан) тата выльăхсен пыршисенчен тăваççĕ. Хĕлхемсене ятарлă станок çинче туртăнтараççĕ, хăш чухне ал тăрăх та. Горизонтлă тата вертикаллă хĕлĕхĕсен туртăну вăйĕ пĕр тан мар, горизонтлă хĕлĕхсем 2 кг сахалрах туртăнаççĕ. Çĕнĕ ракеткăсен стандартлă туртăнлăхĕ 26 кг 24 .

Ăмăртусем (Турнирсем)

тӳрлет

Теннис вăййин турнирĕсене арçынсем тата хĕрарăмсем хушшинче ирттереççĕ. Кашни ăмăртуратура малтанах палăртса хунă вылявçăсем çеç кĕрешме пултараççĕ. Ытларах арçынсен пĕчченлĕ тата хĕрарăмсен пĕчченлĕ, икĕ арçынпа икĕ арçын тата икĕ хĕрарăмпа икĕ хĕрарăм хушшинчи, хутăш пушмак ушкăнĕсен (арçынпа хĕрарăм пĕр енче пулса) ăмăртăвĕсем пулаççĕ. Ачасен, çамрăксен, ветерансен турнирĕсем те пулаççĕ. Инвалидсем хушшинче те турнирсене ирттереççĕ.

Чи пысăк тата ятлă-сумлă ăмăртусене арçынсем ATP-тур, хĕрарăмсем WTA-тур ушкăнĕ (ассоциаци) хӳтлĕхĕвепе ирттереççĕ. Çĕнтерекенсем, хутшăнакансем вăйăсем хыççăн укçасене выляса туянаççĕ, çаплах вĕсен тĕнчери рейтингĕ улшăнса (ӳссе е чакса) пырать: арçынсен — ATP рейтингĕ, хĕрарăмсен — WTA рейтингĕ.

Чи чаплă ăмăртусене Пысăк çĕлем турнирĕсем теççĕ, вĕсен шутне Австрали теннис Уçă чемпионачĕ, Франци теннис Уçă чемпионачĕ, АПШ теннис Уçă чемпионачĕ тата Уимблдон турнирĕ кĕреççĕ. Çавăн пекех ăмăртусене нацисен ушкăнĕсем: Дэвис Черккишĕн — арçынсем, Федераци Черккишĕн — хĕрарăмсем, хутăш ушкăнсем — Хопман черккишĕн кĕрешеççĕ. Çак ăмăртусене Тĕнчери теннис федерацийĕ (ITF) ертсе пырать.

Раççейре ирттерекен ăмăртусенчен чи хăватли — Кремль Черкки.

Курав турнирĕсем

тӳрлет

Хальхи курав турнирĕсем (чӳк — кăрлач).хушшинче çаксене палăртмалла:

Çавăн пекех

тӳрлет
 
«Викисăмахсар» логотипĕ
«Викисăмахсарта» статья пур «теннис»

Вуламалли

тӳрлет
  • Патрик Макинрой, Питер Бобо Теннис для "чайников" = Tennis For Dummies. — М.: «Вильямс», 2007. — С. 288. — ISBN 0-7645-5087-X

Метцлер П. Теннис / Пер. с англ. В. Вашедченко, Ю. Яснева. — М.: Агентство «ФАИР» , 1997. — 336 с, ил.

Каçăсем

тӳрлет


 
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.