Латинла Америка

(Латин Америки ҫинчен куҫарнӑ)

Латин Америки ушкăнне АПШран кăнтăралла вырнаçнă Америкăри патшалăхсем кĕреççĕ, вĕсенче патшалăх чĕлхи шутĕнче латин чĕлхинчен çуралнă роман чĕлхисене усă кураççĕ. Лингвистика енĕпе Америкăри ытти патшалăхĕсем патшалăх чĕлхисем пирки темиçе пая уйрăлаççĕ. Пĕри Европăра ӳссе аталаннă акăлчан чĕлхиллĕ пайĕ — ăна Англипе Америка (е Акăлчанла калаçакан Америка) теççĕ. Тепĕр пайĕ — голланд чĕлхиллĕ, унăн шутне Суринам, Нидерландăн Антил утравĕсем тата Аруба кĕреççĕ. Дани патшалăхне кĕрекен Гренланди çĕрĕнче те дан чĕлхипе усă кураççĕ. Çак утрава хăшпĕр чухне вăл географи енĕпе Çурçĕр Америка шутне кĕнине пăхмасăрах Европа йышне кĕртеççĕ.

Латин Америки

Латин Америкине хăш патшалăхсем кĕни пирки тĕп йĕрке çук.

Политикăпа истори енĕпе Латин Америки шутне Испанипе Португали аллинче пулнă Америкăри ĕлĕххи çĕрĕсене кĕртеççĕ: Мексика, Тĕп Америкăн чылай пайĕ, Кăнтăр Америкăри тата Анăç Индири (е Кариб районĕ) çĕрсем. Вĕсенче пурăнакан халăхсен ытларах пайĕ испанла/португалла калаçать. Çавăн пекех вăл çĕрсене Ибери Америки те теççĕ.

Роман чĕлхисен çĕрĕсен шутне Канадăн Квебек франссен провинцине хăш чухне Латин Америкипе çыхăнтармаççĕ, роман ушкăнне кĕрекен франс чĕлхипе пуплеççĕ пулин те.

Хăш чухне, уйрăмах Пĕрлешĕннĕ Штатсенче, «Латин Америки» тесе АПШран кăнтăр еннелле вырнаçнă çĕрсене палăртаççĕ. Вĕсен йышне роман чĕлхин ушкăнне кĕмен Белиз, Гайана, Ямайка, Барбадос тата Суринам çĕршывĕсене те кĕртеççĕ.

Бразилинче вара çак терминпа Америкăри испан чĕлхиллĕ çĕршывсене çеç асăнаççĕ.

Геополитика енĕпе пăхсан, Латин Америкинче хăйсене çеç пăхăнакан 20 ирĕклĕ çĕршыв, тата темиçе пăхăнуллă çĕрсем. Бразили, паллах, вĕсенчен чи пысăкки шутланать.

Этимологи тӳрлет

«Латин Америки» ятне Франци императорĕ Наполеон III пĕрремĕш палăртнă, вăл Латин Америкипе Индокитай çĕрĕсене çине Франци империн сĕмне сарасшăн пулнă — çак вырăнсене XV—XVI ĕмĕрсенче Ибери çурутравĕпе Францирен нумай çын куçса килнĕ пулнă.

Пĕрлешĕннĕ Штатсенче çак терминпа 1890-мĕш çулсем таран усă курман, XX ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче çеç хута кĕртнĕ. Унчен ăна «Испан Америки» тенĕ.

Каçăсем тӳрлет

Шаблон:Латин Америкăн патшалăхĕсем