Аруба
Аруба (Aruba) — Кариб тинĕсĕнчи, Венесуэла çыранĕсем çумĕнчи пысăках мар утрав. Нидерланды патшалăхĕн федераци субъекчĕ.
Географи
тӳрлетАруба утравĕ вулкан вырăнĕнче ӳссе ларнă. Утрав Кариб тинĕсĕнчи Венесуэла пырне кĕнĕ çĕртре вырнаçнă. Венесуэла çыранĕсене çитмешкĕн 40 çухрăм кăна. Кĕçĕн Антил утравĕсене кĕрекен Çил айĕнчи утравсен ушкăнне кĕрет. Утравăн вăрăммăшĕ 32 çухрăма яхăн, сарлакăшĕ 10 çухрăма яхăн. Лаптăкĕ 193 çм². Аруба çинчи ландшафт ытла уйрăлса тăрать: типĕ тӳремсем питĕ нумай, вĕсен хушшинче сайра тухра çеç йывăç тĕммисем тупăнаççĕ. Юханшывсем, сăртсем çук, чи çӳллĕ вырăн — Хаманота сăрчĕ, унăн чи çӳллĕ шайĕ тинĕс шайĕнчен 188 метр çӳллĕшĕнче вырнаçнĕ. Анăçра — хăйăрлă пляжсем, тухăç енче — (çилсем вĕрнĕ çĕртре) пушхирлĕ чуллă çырансем.
Халăхĕ
тӳрлетХалăх йышĕ 94 пин çын (1998). Халăх тĕрлĕ тĕслĕ: Испанирен тарса килнисем, вырăнти индейсем тата куçса килнĕ голландсем.
Тĕн енĕпе çынсем тĕрлĕ йăласемпе пурăнаççĕ:
- 80% халăхĕ — Рим католици чиркĕвĕн тĕнĕпе,
- 8% ытла — протестантсем.
Ыттисем индуизм, Конфуцианство тата иудаизм тĕнĕпе пурăнаççĕ.
Официаллă чĕлхе — нидерланд чĕлхи, çапла тата папьяменто чĕлхи (испан чĕлхипе португал чĕлхин креоллă хутăшĕ), акăлчан тата испан чĕлхисем сарăлнă.
Климачĕ
тӳрлетКунта субэкваториаллă, тинĕс енчи климат. Чи нумай нӳрĕк чӳк—раштав уйăхĕсенче ӳкет, çумăрсем çăваççĕ, çулта юр-çумăр шучĕ 500 мм яхăн. Аруба утравĕ Кариб тинĕсĕнчи çил-тăвăлсен çулĕнчен кăнтăрарах вырнаçнă, çавăнпа кунта лăпкă вырăн шутланать. Çул тапхăрĕсем улшăнни сисĕнмест те. Çулла кăнтăрла сывлăш +32 °С таран ăшăнать, çĕрле - +26...+28 °С таран чакать. Раштавра — 28 °С, çĕрле - +24...+26 °С. Утраври шăрăха çурçĕр-тухăçран вĕрекен пассатсем çемçетеççĕ, вĕсем Аруба çийĕн пĕлĕтсене хăвăрт хăвалаççĕ, хăватлă çумăрсене çума ирĕк памаççĕ, çавăнпа ĕнтĕ Аруба çинче çумăр вăхăчĕ çук.
Утравра вăрмансем сахал, анăç енче ытларах. Вăрмансенче молочай, кактус, урăх йĕплĕ йывăçсем тата "ватапана" е "диви-диви" йывăçĕсем ӳсеççĕ. Çĕршывăн тухăçĕнче пушçĕрсенче уйрăммăн ларакан кактуссем çеç тĕл пулаççĕ.
Чĕрчунсен çутçанталăкĕ кунта питĕ начар, Европăран илсе килнĕ выльăхсене çеç курма май пур.
Истори
тӳрлетАруба çинче малтан аравак ăрăвĕнчи индеецсем пурăннă. Утравăн чылай вырăнĕсенче, уйрăмах акшар чул хăвăлĕсенче, пин çулхи инди çырăвĕсене тупнă. Тата кунта авалхи тăмран тунă савăтсене тупнă, халĕ вĕсем Археологи Музейĕнче упраççĕ.
Пĕррисем каланă тăрăх утрав ячтне испани чĕлхипе ăнлантарма пулать: «Oro hubo» тени «ылтăн пулнă» пек куçать (е "малтан пулнă"). 1499 çулта, Колумб Америкăна уçнă хыççăн, Аруба çине Алонсо де Охеда карапсен эскадри пырса çитнĕ. Испансем чылай хушă утрава хăйсен аллине илмешкĕн тăрăшнă. Анчах та хаклă металл тупайманнине пула вĕсем утрава Isla inutila ("юрăхсăр утрав") тесе пăрахса кайнă. Утрав çинче пиратсем канмалли вырăна йĕркеленĕ. Кунта вырăнти халăхсене ытти çĕрсене сутас ĕç самай вăйлă аталаннă пулнă. 1863 çулта вара, чуралăха пĕтернĕ хыççăн, ку суту-илӳпе ĕçлеме пăрахнă.
1636 çулта утрава голландсем каялла хăйсен аллине туртса илнĕ. 1805 çулта, Наполеонпа вăрçнă чух, утрав акăлчансен аллине куçнă, анчах та 1816 çулта голландсем ăна каялла тавăрнă. Вăл вăхăтра кунта ылтăн тупнă, анчах XX ĕмĕр пуçламăшĕ тĕлне пур ылтăна кăларса пĕтернĕ. XX ĕмĕрте нефть тапхăрĕ пуçланнă, çакна пула утрав экономики чылай хăватланнă. 1924 çулта Esso транснаци компанийĕ утрав çинче тĕнчери чи пысăк нефтетирпелекен комбината хута кĕртнĕ. Вăл Латин Америкинче кăларнă нефте тирпеленĕ, утрав вăл укçапа пурăнма пуçланă. 1985 çулта савута хупнă, 1991 çулта тепĕр хут ĕçе янă. Савута ĕçсĕр тăнă вăхăтра çулçӳревлĕх аталанса пынă, нумай отельсем тата казиносем уçăлнă. Халĕ çулçӳрев индустрийĕ хуçалăхра паллă вырăн йышăнать.
1986 çулта Нидерландсен Антил утравĕсенчен уйрăлса уйрăм администраци шутне кĕнĕ. 1995 çултанпа автономи статусне тивĕçнĕ.
Паллӑ вырӑн
тӳрлетУтравӑн паллӑ вырӑнӗсене ҫутҫанталӑк тата культура ҫине пайлама пулать. Ҫутҫанталӑкри паллӑ вырӑнсем шутне Арикок ятлӑ наци паркӗ кӗрет, унӑн территорийӗнче чи ҫӳллӗ вырăн — Ямананота, тинӗсрен чулсемпе уйӑрнӑ хӑй тӗллӗн тунӑ бассейн, темиҫе ҫӗр хӑвӑлӗ вырнаҫнӑ. Ойберг сӑрчӗ — утрав ҫинчи символсенчен пӗри. Туристсен ырӑ ячӗ ҫутҫанталӑк кӗперӗпе те усӑ курнӑ, анчах та вӑл 2005 çулхи авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче арканнӑ.
Аруба ҫуртне (куккукне) упраса хӑварнӑ чи ватӑ ҫын Саванетра вырнаҫнӑ. Унпа юнашар Корал-Риф-Бич ятлӑ пысӑках мар пляж пур.
Норд хули тахçанхи чиркӳсемпе чапа тухнӑ — Нордра вырнаҫнӑ Сăваплă Анна тата Альто-Вӑрманлӑ хуларан ҫурҫӗрелле темиҫе ҫухрӑмра вырнаҫнӑ. Хуларан инҫех мар Палм-Чӑпӑркка тата Йӗп-Чӑпӑркка пляжсем пур. Туристсем те утравӑн ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ пайӗнче вырнаҫнӑ Калифорни маякӗ патне ҫӳреҫҫӗ.[1]
Хулара Экуре Бой халăх паттăрне палăк лартнă. Вăл Нидерландра нимӗҫ хапсăнчăкĕсемпе ҫапӑҫнӑ, ăна Гаагӑран инҫех мар персе вӗлернӗ. Ӳтне Аруба утравӗ ҫинче пытарнӑ чухне ӑна ҫар йăлипе чысланă, 1987 ҫулта вара ӑна "het Verretsherdenkingskruis" медале тивĕçтернĕ.