Çу — Çĕртме — Утă
Тн Ыт Юн Кç Эр Шм Вр
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30  
Эрнен кун ячĕсене 2009 çул валли кăтартнă

Уявсем

тӳрлет

Пулса иртнĕ

тӳрлет
  • 1178 — Пилĕк кентербери монахĕсем уйăх çинче хăватлă сирпенӳ курнă. Çакă уйăх метеорпа çапăнни пулнă теççĕ, ун хыççăн уйăх çинче Джордано Бруно кратерĕ пулса юлнă.
  • 1439 — Базель соборĕ Евгений IV (Eugenius PP. IV) рим папине еретик тесе айăпланă та ăна папа шутĕнчен кăларнă.
  • 1498 — Китайра шăл тасатмалли щетка шутласа кăларнă.
  • 1503Христофор Колумб (Christoforo Colombo) карапĕ Ямайка утравĕ патĕнче шыва путнă.
  • 1580 — лютерансен «Килĕшӳ кĕнекине» çут тĕнчене тухнă.
  • 1630ДжонУинтроп (John Winthrop) апатланнă чухне АПШ-ра пĕрремĕш хут вилкăпа усă курнă.
  • 1762 — Раççей императорĕ Пётр III православипе лютеран чиркĕвĕсене танлашиарнă.
  • 1783 — Франци химикĕ Антуан Лоран Лавуазье (Antoine Laurent de Lavoisier) Париж тĕпчев академин пухăвĕнче шыв — водородпа кислород çыхăнăвĕ тесе пĕлтернĕ, тепĕр икĕ çултан çар инженерĕпе Жан Меньепе (Jean Baptiste Marie Charles Meusnier de la Place) çак икĕ элементсенчен синтез урлă шыв туса илнĕ.
  • 1788АПШ-н Вирджин штачĕ АПШн вуннăмĕш штачĕ пулса тăрать.
  • 1794Францире революци пирки Екатерина II Раççĕйре франци япалисене сутма чартарнă.
  • 1804Жорж Кадудале (Georges Cadoudal), шуансен çулпуçне суд туса вĕлернĕ.
  • 1844Байкал-лешъенче ылтăн тупма тытăннă.
  • 1857 — франци сăвăçĕн Шарль Бодлерăн (Charles-Pierre Baudelaire) «Цветы зла» сăвă пуххи пичетленсе тухнă.
  • 1858Британи Колумбин (Канада) пĕрремĕш хаçачĕ — «Виктория газетт» пичетленсе тухнă.
  • 1863 — Сегун Токугава Японирен пĕтĕм ют çĕр çыннисене хăваласа яма хушнă.
  • 1872 — Германире иезуитсен Орденăн ĕçне чарса лартнă.
  • 1878 — Берлин конгресĕ пуçланнă; Черногорин, Сербин тата Румынин никамапăхăнманлăхне çирĕплетнĕ.
  • 1883 — Раççейре чиркӳ прихочĕсен реформи пуçланнă.
  • 1907 —Тифлисра Иосиф Джугашвили ертсе пынипе вăрă-хурахсем инкассаторсен каретине çаратнă.
  • 1919 — Германире пĕтĕмпех металран пуçтарнă пассажир самолечĕ «Юнкерс» J13 пĕрремĕш вĕçеве тухнă.
  • 1923 — Мускав тата Пĕтĕм Раççей Патриархĕ Тихон тĕрмерен тухать — уншăн вăл совет влаçне пăхăнать, контрреволюци ĕçесене сивлет, влаçсемпе килешӳ тума сĕнет.
  • 1926Ленинградри Петропавловск собор куранчĕсем кун çурринче пĕремĕш хут «Интернационал» гимне вылянă.
  • 1932 — СССР-та пĕрремĕш хут (тĕрĕслев шучĕпе) китсене тытакан «Алеут» карапĕ тинĕсе тухнă.
  • 1935 — СССР-та политссыльнăсен тата политкатăржансен Ушуăнне салатса янă.
  • 1935Парижра Тĕнчери çыравçăсен культурăна хӳтĕлес конгресĕ Тĕнчери çыравçăсен ассоциацине йĕркелесе хунă.
  • 1946 — СССР Тĕнчери футбол федерацине кĕрет.
  • 1950Корей вăрçи пуçланнă.
  • 1953Берия политбюро ТК ларăвĕнче аресленĕ.
  • 1966 — пĕрремĕш совет метеоспутникне «Космос-122» космоса хăпартнă.
  • 1969«Машина времени» йĕркеленнĕ.
  • 1971 — Аслă Британин çутĕç министрĕ Маргарет Тэтчер (Margaret Hilda Thatcher, Baroness Thatcher of Kesteven) хушнипе пуçламăш класс шкул ачисене тӳлевсĕр сĕт пама чарнă.
  • 1975Мозамбик ирĕклĕхе çĕнтерсе илнĕ. Самора Машел (Samora Moises Machel) президент пулса тăрать.
  • 1975Ричи Блэкмор (Ritchie Blackmore) официаллă «Deep Purple» ушкăнĕнчен тухса кайнине пĕлтернĕ.
  • 1987 — ТК Пленумĕнче СССР-та экономика реформисене пуçламалла тенĕ.
  • 1989 — СССР Çурçĕр флотĕнчи «Комсомолец» К-131 атомоход-шывайкиммин атом реакторне сивĕтсе тăракан системи шăтăкланать.
  • 1991Словенипе Хорвати Югославирен пăхăнманлăхне пĕлтернĕ.
  • 1992 — Украина автокефаллă чиркĕвĕ Киев патриархачĕн

православи чиркĕвĕпе пĕрлешĕннĕ.

Çуралнă

тӳрлет

Вилнĕ

тӳрлет


 
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.