Родос (утрав)

Ро́дос (грек Ρόδος, лат. Rhodus) — 1398 км² лаптăклă утрав, Грецин кăнтăр-тухăçĕнче, Эгей тинĕсĕнче, Греци тĕп хулинчен 270 тинĕс милĕ аякрах вырнаçнă. Калăпăшĕпе тăваттăмĕш грек утравĕ, халăх йышĕ 125 пин çын. Родос климачĕ — вăтаçĕр тинĕсĕн, çемçе хĕллĕ. Çулта 300 ытла хĕвеллĕ кун. Утрав тăсăлăвĕ 78 км, анлăшĕ 38 км, чи анлă çĕрте. Анăçра Эгей тинĕсĕ, Тухăçран — Вăтаçĕр тинĕсĕ. Эгей тинĕсĕн хĕрри ӳсен-тăранпа пуян. Родос — Грецин çулçӳрев центрĕсен палăраххи шутланать. Родоса ЮНЕСКО тĕнче еткерлĕхĕн этеплĕх палăкĕ шутне кĕртнĕ.
Территорин административла тĕпĕ — Родос хули, утравăн çӳрçĕр-тухăçĕнче вырнаçнă.