Байконур
Байконур (Патшалăх тĕпчев-тĕрĕслев космодромĕ №5) — тĕнчери пĕрремĕш космодром, Казахстан, юнашар Тюратам посёлокĕ.
Тĕнчипе паллă космодром. Пур тĕслĕ ракетăна та хăпартма пултарать. Планетăн космонавчĕсене çӳл тӳпене космос аппарачĕпе çĕклекен виçĕ космодромĕсенчен (Канаверал, АПШ тата Цзюцюань, Китай) пĕри. ТКС орбитине широтине Байконур широтине шута хурса йышăннă — çакăнтан чылай япала хăпартаççĕ.
ИсториПравить
Байконура 1955 çулхи уăрлач, 12 тума пуçланă, Совет Союзĕн чи пысăк космодромĕ пулса тăнă. СССР аркансан, 1990-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче космодром Казахстан аллине куçать. Раççей унпа 2050 çулчен усă курма пултарать.
Шалти тытăмĕ (инфраструктури)Править
Усă курниПравить
1957, çу — ĕçе кĕртни; «Р-7» Континентсем хушшинче вĕçекен баллистика ракетине тӳпене хăпартни.
1957 4 октября Байконуртан орбитăна Çĕр тавра вĕçме пултаракан «Спутник-1» спутникне çĕкленĕ. Йывăрăшĕ 83,6 килограмм тайнă.
3 ноября — «Спутник-2» çинче Лайка йытта космоса çĕкленĕ.
1960 çулхи çурла, 19— «Спутник-5» Белкăпа Стрелка йытăсене космоса вĕçтернĕ. Çĕр тавра 17 хут çаврăнса аппарат палăртнă тĕле анса ларнă. Йытăсем сывă-чĕрĕ таврăннă.
1960 çулхи 24 октября космодромра «Р-16» баллистика ракетине вĕçевре тĕрĕслес ĕçре пысăк катастрофа пулса иртет: çулăма лексе, çунăкăн наркăмăш компоненчĕсемпе аптраса 78 çын сарăмсăр вилнĕ, вĕсен хушшинче СПРÇ тĕп çар пуçĕ Митрофан Неделин.
1961 ака, 12 космодромран «Восток-1» космос аппарачĕпе, тĕнчере пĕрремĕш хут çынна (Ю. А. Гагарина) çĕр çумĕнчи орбитăна хăпартнă. Çĕр тавра 1 сехет те 48 минутра çаврăнса, аппарат Сарă ту облаçĕнче анса ларать.
1963 çулхи 24 октября космодромăн Р-9 çар ракета шахтине çулăм хыпать, çичĕ çыннăн пурнăсне касать.[1].
ÇутçанталăкĕПравить
Космодром территорийĕ сăртлă тӳрем, кăнтăр енче тухăçран анăçалла Сырдарья юхать. Çӳллĕшĕпе айлăмĕ хушши: 80 — 150 м. Сăртсен çӳллĕшĕ 10-20 м. Айăккисем вашмăк, вырăнĕпе шыв юхтарнă хушăклă; тăррисем тӳпе евĕр.
Çавăн пекех пăхăрПравить
АсăрхавсемПравить
- ^ Черток Б.Е. Ракеты и люди (в 4-х тт.). — 2-мĕĕш кăл. — М.: Машиностроение, 1999.
КаçăсемПравить
- Байконур: çырса кăтартни, план, ӳкерчĕксем
- Байконур историйĕ Архивленĕ 12 Кӑрлач уйӑхӗн 2009 çулта.
- Байконур – космодром, хула. Историллĕ фотоальбом. Архивленĕ 21 Юпа уйӑхӗн 2020 çулта.
- Космодром Байконур Google Maps çиинче
- Байконур çутçанталăкĕ
- Космодром Байконур – официаллă мар сайчĕ
- Космодром Байконур юлашки хыпарĕсем Архивленĕ 26 Авӑн уйӑхӗн 2008 çулта. Казахстан хыпарĕсен парталĕнче
- Космодром Байконур ятарлă хуçалăх тăрăхĕ пулать. Архивленĕ 16 Кӑрлач уйӑхӗн 2009 çулта.
- Форум "Байконур в Калуге". 90% жителей - приехали из г.Ленинск(Байконур) Архивленĕ 27 Авӑн уйӑхӗн 2007 çулта.
- Интернет-брифинг директора ФКЦ «Байконур» Архивленĕ 27 Авӑн уйӑхӗн 2007 çулта.