Википеди:Кун пулăмĕсем:Раштав уйăхĕ
Чӳк — Раштав — Кăрлач | ||||||
Тн | Ыт | Юн | Кç | Эр | Шм | Вр |
1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | |
7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 |
14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 |
21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 |
28 | 29 | 30 | 31 | |||
Эрнери кун ячĕсене 2009 çул валли кăтартнă |
Ку Википеди уйрăма кунпа çыхăннă пулăмсене çутатса кăтармашкăн йĕрекеленĕ.
Раштав, 1
тӳрлет- СПИДпа кĕрĕшмелли пĕтĕм тĕнчери кун.
- 2005 — Пермь облаçĕпе Коми-Пермяк автономлă округĕ пĕрлештернĕ май Пермь Енне йĕркеленĕ.
- 1640 — Лиссабонра патша керменне туртса илнĕ те Ибери унине чĕрсе пăрахнă
- 1879 — халăх кăмăлĕ ушкăнĕ Мускав çумĕнче свита пуйăсне сирпĕтнĕ
- 1887 — Шерлок Холмс (капăрл.) пирки пĕрремĕш кĕнеке пичетрен тухать
- 1887 — Тимухха Хĕветĕрĕ, чăваш чĕлхине тĕпчекенĕ çуралнă
- 1924 — Эстонире Раштавăн пĕрремĕшĕнчи пăлхавĕ пуçланнă
- 1937 — Егоров Валерий Петрович, литературовед, публицист çуралнă
- 1959 — Антарктика пирки килĕшӳ хучĕ çине алă пуснă
- 1960 — Гамбургра вут-кăвар тунăшăн Пол Маккартнипе Пит Беста аресленĕ
- 1989 — рим паппин совет тĕпсекĕпе пĕрремĕш хут тĕл пулни
- 1991 — Украинăри пĕрремĕш президент суйлавĕсем тата Пĕтĕм Украинăри ирĕклĕх референдумĕ иртнĕ
Раштав, 2
тӳрлет- 1804 — Парисри Турă амăшĕн соборĕнче Наполеона кăшăллани(капăрл.)
- 1805 — вырăс тата австри çарĕсем Аустерлиц çапăçăвне выляса янă
- 1823 — Джеймс Монро президент АПШ конгресне чĕнсе каланă
- 1920 — Турципе Эрмени хушшинчи Александрополь килĕшĕвне алă пуснă
- 1938 — Александров Анатолий Александрович, чăваш политикĕ çуралнă.
- 1942 — пĕрремĕш тĕрĕслевлĕ вĕçĕ-вĕç йĕтре реакцийĕ (Манхэттен проекчĕ) иртнĕ
- 1943 — Бари портĕнче люфтваффе советсен тăмарĕсен карапĕсене бомбăсемпе аркатнă
- 1956 — «Гранма» яхта Куба çыранне Че Геварăпа Фидель Кастрăна çитернĕ
- 1971 — ултă арап эмирачĕ федераци патшалăхне пĕрлешĕннĕ
Раштав, 3
тӳрлет- 1564 — Хаяр Йăван патша кил вырăнне (резиденци) Мускавран Александр слободине куçарать
- 1775 — Джон Пол Джонс «Альфред» карапĕ çинче Континент ялавне çĕклет
- 1829 — Золотницкий Николай Иванович, чăваш чĕлхи пĕлĕвĕн никĕсне хываканĕ, тĕпчевçи, этнографĕ çуралнă
- 1904 — Лик обсерваторинче Юпитерăн паллă пулман Гималиа спутникне тупаççĕ
- 1906 — Пиктемир Николай Никитич, чăваш сăвăçи, тăлмачи çуралнă.
- 1912 — Пĕрремĕш Балкан вăрçи: турккă тата грек флочĕсем Дарданеллă çумĕнчи çапăçăвĕнче вăрçнă
- 1947 — Бродвейре Теннесси Уильямсăн «„Ĕмĕт“ трамвай» пьесине лартнă
- 1966 — Паллă мар салтакĕн вил тăприне чаплăн Кремль хӳмине пытарнă (капăрл.)
- 1967 — Кристиан Барнард пĕрремĕш чĕрене куçарса латнă операцине тунă
- 1984 — Бхопалри пестицид заводĕнче метилизоцианат юхса тухнипе 3800 çын ытла сарăмсăр вилнĕ
Раштав, 4
тӳрлет- 1639 — Джереми Хоррокс пĕрремĕш Венера Хĕвел дискĕпе иртнине (капăрл.) сăнанă
- 1674 — Жак Маркетт Европăран куçса килнĕскерсен пĕрремĕш пурăнан вырăнне хальхи Чикаго тĕлĕнче йăва çавăрнă
- 1676 — Скон вăрçи: Лунд патĕнче шведсем дансене çапса аркатнă
- 1829 — Уильям Бентинк Индире тăлăх арăмсене çунтарса яма чарнă
- 1872 — Атлантика океанĕнче экипаж пăрахса хăварнă «Мария Целеста» карапа тĕл пулнă
- 1948 — СССРта ЭШМăн патентне панă
- 1976 — ВАР президенчĕ Бокасса патша кăшăлне тăхăннă
- 1980 — анкăлсен Led Zeppelin рок-ушкăнĕ саланнă
Раштав, 5
тӳрлет- 1484 — папа Иннокентий VIII Германире «тухатмăшсене тытма» йыхравланă.
- 1894 — Рейхстагăн (капăрл.) никĕсне пĕрремĕш чула хунă.
- 1926 — Эйзенштейнăн «Броненосец Потёмкин» фильмĕн премьери.
- 1931 — Мускавра Çăлавçă Христос храмне сирпĕнтернĕ.
- 1936 — СССР сталин конституцине йышăннă.
- 1941 — совет çарĕсен Мускав патĕнчи хирĕçле тапăнăвĕ пуçланнă.
- 1952 — Лондона «асла тăман» хупăрланă.
- 1957 — «Ленин» атомлă пăрçĕмрене шыва антарнă.
- 2009 — Пермь хулинчи «Уксак лаша» клубĕнче вут-кăвар хыпса тухнă.
Раштав, 6
тӳрлет- 1492 — Колумб карапĕсем Гаити утравĕн çыранне тăнă.
- 1534 — Себастьян де Белалькасар Кито хулана никĕс хывать.
- 1741 — кермен пăтăрмахĕпе раççей астулне Петĕрĕн Елисаветти йышăнать.
- 1865 — АПШ-ра чуралăха пăрахăçланă.
- 1884 — Вашингтон монументне (капăрл.), туса лартнă хыççăнах тĕнчери чи çӳллĕ çурт-йĕр.
- 1895 — Ефремов Николай Сидорович, чăваш драматургĕ çуралнă.
- 1908 — Краснов-Кĕçĕнни Григорий Иванович, чăваш сăвăçĕ, прозăçи çуралнă.
- 1917 — хăват сирпĕнӳ Галифаксăн портне çĕмĕрнĕ.
- 1921 — Ирландин ирĕклĕхне шанăç паракан Анкăл-ирланд килĕшĕвне алă пуснă.
- 1997 — Раççей СÇВ вăрçă-транспорт самолёчĕ Ан-124 Иркутскра пурăнан çурт çине ӳкнĕ.
Раштав, 7
тӳрлет- 1732 — Конгрив пьесин спектклĕпе Ковент-Гарден патшалăх театрĕ уçăлнă
- 1926 — Франц Кафкăн вилнĕ хыççăн «Кермен» романне пичетленĕ
- 1941 — Пёрл-Харбора япунсем атакăланă
- 1949 — Китай Республикин правительстви Нанкинран Тайбэйа куçать
- 1965 — Павел VI папăпа çут тĕнче патриархĕ Афинагор пĕр-пĕринпе пĕрле 1054 çулхи анафемăна пĕтернĕ
- 1972 — «Аполлон-17» космос карапĕн экипажĕ «Пĕчĕк кăвак чăмăрне» (капăрл.) çапса илнĕ
- 1975 — Индонези Хĕвел тухăç Тимора тапăнса кĕрет
- 1988 — Эрменири çĕр чĕтренĕвĕ пĕтĕмпех Спитак хулине аркатнă
Раштав, 8
тӳрлет- 1603 — Италири ватăран та ватă пурин валли те вулавăш уçăлнă
- 1854 — Католицизм чиркĕвĕнче çылăха кĕмесĕр йывăр çын пулас догмата официаллă йышăннă
- 1861 — А. И. Куза Румыние йĕркелени пирки хыпарланă
- 1864 — Бристоль çумĕнчи Клифтон кĕперне (капăрл.) эксплуатацине кĕртнĕ
- 1941 — холокост: Кульмхоф концлагерĕнче поляк еврейĕсене пĕтерме тытăннă
- 1953 — Д.Эйзенхауэр ПНЙ ТА «Атом тĕнчешĕн» калаçупа тухнă
- 1991 — Беловежа килĕшĕвĕпе ИПТ йĕркеленĕ
- 2003 — Кускора Кăнтăр Америка нацисен пĕрлешĕвĕ йĕркеленнĕ
Раштав, 9
тӳрлет- 1425 — Мартин V папа Бельгири ватă Католици Лёван университетне йĕркелет (капăрл.)
- 1824 — Аякучо патĕнче Перу ирĕклĕхĕшĕн кĕрешекен пăлхавçăсем çĕнтернĕ
- 1903 — Франци парламенчĕ пĕр сасăллă пулса хĕрарăмсене суйлавсенче сасăлама права парас саккун проектне хирĕçленĕ
- 1905 — А. Бриан инициативипе Францире чиркĕве патшалăхран уйăрас саккуна йышăннă
- 1968 — Дуглас Энгелбарт хăйĕн лабораторинче шутласа кăларнă компьютер шăшипе гипертекста ĕçлеттерсе кăтартнă
- 1990 — Лех Валенса Польшăн пĕрремĕш пĕтĕм халăх суйланă президенчĕ пулса тăрать
- 2005 — Лондонра эксплуатацирен юлашки «Рутмастерсене» кăларнă
- 2006 — мускав наркологи пульницинчи вут-кăвар тухни, 45 çын сарăмсăр вилнĕ
Раштав, 10
тӳрлет- 1508 — Венеципе кĕрешме Камбри лигине туса хунă
- 1520 — Мартин Лютер (капăрл.) халăх умĕнче папăн Exsurge Domine буллине çунтарса янă
- 1901 — пĕрремĕш Нобель парнисене панă
- 1930 — франци влаçĕсем çур ĕмĕрлĕхе Л. Бунюэлĕн «Ылтăн ĕмĕр» фильмне кăтартма чарнă
- 1936 — анкăл монархĕсенчен пĕрремĕш Эдуард VIII хай ирĕкĕпе астулран хăтăлнă
- 1941 — Кăнтăр Китай тинĕсĕнче британсен «Уэльс тикки» линкорĕпе «Рипалс» йĕрлев крейсерне шыва путарнă
- 1948 — ПНЙ Теп АссамблейиÇыннăн пĕтĕмĕшле правин декларацине йышăннă
- 1997 — Казахстанăн тĕп хулине Акмола хулана куçарнă (капăрл.)
Раштав, 11
тӳрлет- 1618 — Мускав патшалăхĕпе Речь Посполитая хушшинчи Деули тăнăçлăхĕ.
- 1659 — Курлянди Тобаго утравне голландсене панă.
- 1868 — çуракан пульăсемпе усă курма чараслăх Петербург декларацийĕ.
- 1927 — китай коммунисчĕсем Гуанчжоу хулана çĕнсе илнĕ.
- 1931 — Аслă Британи хăйĕн доминионĕсен суверенитетне çирĕплетсе пĕлтерет.
- 1946 — ПНЙ çумĕнче ЮНИСЕФа туса хунă.
- 1964 — Че Гевара ПНЙ Тĕп ассамблейи умне тухса калаçать.
- 1994 — Пĕрремĕш чечен вăрçи (капăрл.) пуçланнă.
Раштав, 12
тӳрлетРаççей Федераци Конституцин кунĕ
- 627 — Иракли Ниневи патĕнче Сасансене çĕнтерет
- 1408 — Люксембург Сигизмунчĕ Вĕрçĕлен орденĕ пуçарса янă
- 1531 — Гваделупăри Мари хĕр пĕрремĕш хут халăх умне тухнă
- 1911 — Британи Индин тĕп хулине Калькуттаран Делине куçарнă
- 1913 — Флоренцире вăрланă «Мона Лиза» (капăрл.) ĕçе тепĕр икĕ çултан тупнă
- 1915 — китай президенчĕ Юань Шикай хăйне император тесе пĕлтернĕ
- 1936 — Сиань инциденчĕ: Чан Кайшине хăйĕн генералĕсем аресленĕ
- 1939 — Хĕллехи вăрçă: совет çарĕсем Толваярви патĕнче çапăçăва выляса янă
Раштав, 13
тӳрлет- 1545 — Реформацие хирĕççисем Тридент соборне пуçтарăннă
- 1922 — Кавказ Лешьен СФСРне йĕркеленĕ
- 1937 — Нанкинри япон вăрçа çыннисен йĕксĕк ĕçĕсем
- 1959 — Макарий III архиепископа Кипр Республикин пĕрремĕш президентне суйланă
- 1967 — грексен патши Кустантин II влаçрен хура полковниксене хăтарма хăтланнă
- 1981 — Войцех Ярузельский ПХРта вăрçă тăрăмне кĕртнĕ
- 1989 — ЛДСС туса хунă
- 2006 — юлашки кӳлĕ дельфинĕсем вилнĕ пирки пĕлтернĕ
Раштав, 14
тӳрлет- 1896 — Глазгора тĕнчере виççĕмĕш метрополитенăн çĕр айĕнчи системи ĕçлеме тытăннă
- 1900 — квант теорийĕ çурални: Макс Планк хăй ячĕпе чысланă формулăна халăха пĕлтернĕ
- 1911 — Руаль Амундсен Çĕр кун-çулĕнче пĕрремĕш Кăнтăр полюсне çитнĕ
- 1918 — Гессен-Кассель Фридрих Карлĕ финн патша кăшăлĕнчен (капăрл.) хăтарма ыйтнă
- 1939 — СССРа Нацисен Лигинчен Хĕллĕхи вăрçăна пирки кăларнă
- 1943 — СССР патшалăх гимне йышăннă
- 1995 — Дейтон килĕшĕвĕсем хыççăн Босни вăрçи вĕçе тухать
- 2004 — тĕнчери чи çӳллĕ транспорт кĕперĕ Мийо виадукĕ уçăлнă
Раштав, 15
тӳрлет- 1467 — Баи патĕнчи çапăçу: Аслă Стефан Матвей Корвин тапăнса кĕнине каялла тавăрнă
- 1791 — АПШра Конституцине вуннă тӳрлетӳ кĕртнĕ
- 1868 — Хоккайдора Азире Çĕнĕ саманари пĕрремĕш — Эдзо республикине йĕркеленĕ
- 1877 — Томас Эдисон фонографа ăслав патентне туяннă
- 1905 — Петербургра Пушкин çуртне (капăрл.) уçнă
- 1939 — Атлантăра «Унесённые ветром» фильмăн пĕрремĕш куравĕ иртнĕ
- 1941 — холокост: пин-пин еврее Дробица Çырĕнче, Харьков патĕнче, персе пăрахнă
- 1967 — Хĕвел анăç Виргинипе Огайона çыхăнтаракан Кĕмĕл кĕпер ишĕлнĕ, 46 çын пĕтнĕ
Раштав, 16
тӳрлетКазахстанăн ирĕклĕх кунĕ (1991)
- 755 — Ань Лушань хăйĕн çарне Чанъань çине ярать
- 1598 — Имджи вăрçи: Ли Сунсин (капарл.) япон флотне Норянчжин патĕнче çĕмĕрнĕ (en)
- 1761 — Çичĕ çул вăрçи: П. А. Румянцевăн çарĕсем Кольберг карманне ярса илнĕ
- 1773 — «Бостонра чей ĕçнипе» Американ революцийĕ пуçланать
- 1899 — «Милан» итал футбол клубне йĕркеленĕ
- 1907 — Аслă шурă флот тĕнче тавра шывпа çӳренĕ
- 1966 — Пекинра «Мао Цзэдун цитатникне» пичетленĕ
- 1986 — казах çамрăкĕсем Алма-Атара
пăлханнă
Раштав, 17
тӳрлет- 1600 — Аслă Генрих Медичи Мариипе пĕрлешнĕ
- 1637 — Амакуса Сиро япон христианĕсене пăлхава кĕртнĕ
- 1777 — Франци АПШ суверенитетне йышăннă
- 1837 — Петербургра Хӗллехи кермен çунса кайнă (капăрл.)
- 1903 — самолётпа историре пĕрремĕш вĕçев
- 1926 — пĕрремĕш мĕнпур раççей халăх çыравĕ
- 1996 — террористсем Лимăри япон элчелĕх çуртне ярса илнĕ
- 1999 — Венесуэлăри шыв иллипе лăкăр юхнипе 30000 çын пĕтнĕ.
Раштав, 18
тӳрлет- 1892 — Мариус Петипа Чайковскин «Щелкунчик» балетне лартнă
- 1940 — Виççĕмĕш райхра «Барбаросса» планне çирĕплетсе йышăннă
- 1966 — Сатурнăн Эпиметей спутникне тĕпчесе тупнă
- 2006 — Norsk Hydro тата Statoil нефть тупашлав компанисене пĕрлештерме йышăннă
- 2009 — Раççейре эксплуатацие пĕрремĕш хăвăрт çӳрекен электропуйăссене (капăрл.) ĕçĕ кĕртнĕ
Раштав, 19
тӳрлет- 1652 — Фронда: Рец кардинала тытса Венсен карманне (капăрл.) хупнă
- 1783 — Уильям Питт 24 çулта британ кун-çулĕнчечи çамрăк премьер-министрĕ пулса тăнă
- 1843 — Чарльз Диккенсăн «Раштав юрри» çутта тухать
- 1961 — Инди Даман и Диу португал колонине аннексиленĕ
- 1967 — австрали премьер-министрне Гарольд Холта хыпарсăр çухалнăскер тесе пĕлтернĕ
- 1984 — Аслă Британипе Китай Гонконга иккĕмĕшне пама килĕшнĕ
- 1986 — М. С. Горбачёв, Чулхулана А. Д. Сахаров патне шăнкăравласа унăн ссылки вĕçленнĕ пирки хыпарланă
- 1997 — курава Джеймс Кэмеронăн «Титаник» XX ĕмĕрти чи кассăллă фильмĕ тухнă
Раштав, 20
тӳрлетХăрушсăрлăх органĕсен ĕçтĕшĕн кунĕ (Раççей)
- 1699 — I Петĕр Çĕнĕ çула авăнăн 1-мĕшĕнчен кăрлачăн 1-мĕшне куçарас хутай кăларнă
- 1917 — контрреволюципе саботажа хирĕçле кĕрешекен Пĕтĕм Раççейри ятарлă комиссие йĕркеленĕ
- 1938 — СССР-та ĕçлев кĕнекине кĕртнĕ
- 1987 — «Донья Пас» филиппин паромĕ шыва путнă, 4375 яхăн çын пĕтнĕ
- 1996 — NeXT компани Apple Computer пĕрлешнĕ, Mac OS X тума тытăннă
- 1999 — Португали Китай Халăх Республикине Макаона панă
- 2000 — Аслă Британи парламенчĕ медицина тĕллевĕпе кăна клонлассине ырланă
Раштав, 21
тӳрлет- 1192 — Таса çĕртен таврăннă чухне Ричард Арăслан Чĕри Австри Леопольчĕ патне тыткăна лекет
- 1602 — женевсем Карл Эммануил I савой тăрăмĕн каçхи тапăнăвне каялла тавăрнă
- 1899 — çутта «Огонёк» журналăн пĕрремĕш номерĕ тухать
- 1913 — Артур Уинн пĕрремĕш классика кроссвордне хатĕрлет
- 1937 — Уолт Дисней (капăрл.) халăха историре пĕрремĕш тулли метрлă мультфильма кăтартнă
- 1958 — Шарль де Голль Франци президенчĕ пулса тăрать
- 1988 — ливи çыннисем Шотланди вĕçекен Boeing-747 самолёта сирпĕнтерсе янă
Раштав, 22
тӳрлет- 1807 — Томас Джефферсон ыйтнипе АПШ Конгресĕ урăх патшалăхсемпе суту-илӳ тума чарнă
- 1808 — Венăри Ан дер Вин театрĕнче (капăрл.) Бетховенăн Пиллĕккĕмĕш симфонин премьери иртнĕ
- 1847 — Абд аль-Кадир Жюшо де Ламорисьер ертсе пынă францисене парăннă
- 1894 — Альфред Дрейфуса юриех айăпласа Шуйттан утравĕ çине янă
- 1944 — Вьетнама япон окупацинчен хăтарма Вьетнам халăх çарне йĕркеленĕ
- 1989 — Германи пĕрлешĕнĕвĕ: 28 çул хушшинче пĕрремĕш ăстрăм Бранденбург хапхи витĕр ирĕккĕн тухма юранă
Раштав, 23
тӳрлетЯпонире Император çуралнă кунĕ
- 962 — ромейсем Никифор Фока ертсе пынипе Алеппона туртса илнĕ
- 1888 — Винсент ван Гог (капăрл.) хăйĕн хăлхине касса илнĕ те проституткăна парнеленĕ
- 1947 — Bell Laboratories-ре биполярлă транзистора кăтартнă
- 1958 — япон тĕп хулин чаплă палли пулса тăнă Токио телетурулне эксплуатацие кĕртнĕ
- 1966 — итал экранне «Лайăхскер, япăхскер, усалскер» спагетти-вестерн тухать
- 1972 — Никарагуа тĕп хулине çĕр чĕтренĕвĕ аркатнă, темиçе пин çын пĕтнĕ
- 1986 — «Вояджер» пĕрремĕш пĕр чарăнмасăр çĕр чăмăрĕ тавра вĕçнĕ
Раштав, 24
тӳрлетРаштав сочельникĕ, григорий календарĕпе
- 1777 — капитан Кук тĕнчери чи пысăк атолла уçнă
- 1790 — вырăс çарĕсем, Александр Суворов ертсе пынипе Измаила çĕнсе илнĕ
- 1818 — Мариапфар чиркӳ прихутĕнче пĕрремĕш ăстрăм «Лапкă каç» раштав гимне юрланă
- 1871 — Каирта Вердин «Аида» оперин тĕнче премьери иртнĕ
- 1914 — Пĕрремĕш Тĕнче вăрçинчи Раштаври лăпкăлану
- 1925 — Алан Милнăн Винни-Пух пирки пĕрремĕш калавне пичетленĕ
- 1968 — Уильям Андерс астронавт Уйӑх орбитинчен Ҫӗрӗн фотоӳкерчӗкне туса илнӗ (капăрл.).
Раштав, 25
тӳрлетХристос Раштавĕ, Григорий календарĕпе.
- 800 — Таса Петĕр базиликинче Лев III Аслă Карла рим императорĕ пулма кăшăлланă
- 1100 — Вифлеем Христос Раштавĕн базиликинче Булон Болдуинне пĕрремĕш Иерусалим патши пулма кăшăлланă
- 1223 — Ассизи Францискӗ, чăнлава тăнласан, Греччора историре пĕрремĕш вертеп кăтартăвне (капăрл.) панă
- 1902 — Солодовников опера театрĕнче «Кащей Бессмертный» оперăн тĕнче премьерине кăтартнă
- 1950 — Вестминстер аббатлăхĕнчен шотланд патшисен кăшăлу чулне вăрласа кайнă
- 1979 — совет çарĕсен контингентне Афганистана кĕртнĕ
- 1991 — Миxаил Горбачёва, пĕрремĕш, çаплах юлашки СССР президентне, ĕç вырăнĕнчен хăтарнă
- 2003 — Европа космос агентстви «Бигль-2» анса лармалли модулĕпе çыхăну çухатнă
Раштав, 26
тӳрлет- 1606 — «Лир патша» трагедие пĕрремĕш лартнă
- 1790 — Людовик XVI «Чун-чĕм гражданĕсен тытăмлăхне» ырланă
- 1806 — Тăваттăмĕш коалицин вăрçи: вырăссемпе французсем Голыминпа Пултуск патĕнче çапăçнă
- 1825 — декабрист-офицерсем Сенат лапамне (капăрл.) хăйсен салтакĕсене ертсе тухнă
- 1941 — Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи: Керчь-Феодоси десант операцийĕ тапраннă
- 1991 — СССР Аслă Канашĕ СССР арканнă пирки пĕлтерет
- 2003 — Авалхи Бам çĕр чĕтренӳре арканнă
- 2004 — историри халиччен пулман çав тери чылай вилĕм кӳнĕ çĕр чĕтренĕвĕ
Раштав, 27
тӳрлет- 1513 — Бургос саккунĕсем испансемпе индейсем хушшинчи хутшăнусене йĕркелесе янă
- 1703 — Испан кăнарлăхĕшĕн кĕрешни: Англипе Португали эрехпе тĕртнĕ пусмана пошлинăсăр сутса-илес килĕшӳ тунă
- 1831 — Чарльз Дарвин тĕнче тавра çӳрес тĕллевпе «Бигль» карапĕн борчĕ çине хăпарнă, ун хыççăн эволюци теорийĕ çуралать
- 1903 — Август Грегорипе Уильям Йейтсăн пьесин премьерипе Дублинра Аббатлăх театрĕ (капăрл.) уçăлнă
- 1918 — Ян Падеревский пианист хăйĕн хӳрӳ калаçăвĕпе Аслă Поляк пăлхавне чĕртсе янă
- 1923 — Намба Дайсукэ çамрăк коммунист Хирохито япун тиккĕ-регентне вĕлерме тăнă
- 1960 — The Beatles Англире пĕрремĕш ăстрăм пултарулăхне кăтартнă
- 1979 — Афган вăрçи: совет спецназĕн ушкăнĕ Амин керменне штурмланă.
Раштав, 28
тӳрлет- 1612 — Галилей тĕнчере пĕрремĕш Нептун планетăна, пĕр вырăнта тăракан çăлтăр тесе асăрханă
- 1832 — Джон Кэлхун первым из АПШ вице-президенчĕсенчен пĕрремĕшĕ хăйĕн ирĕкĕпех ĕç вырăнĕнчен тухать
- 1835 — Флоридăри американсене атакăласа Оцеола вăрçă çулĕ çине тăрать
- 1895 — Люмьер тăвансем Капуцинсен бульварĕнче (капӑрл.) кафере синематографăн пĕрремĕш сеансне иртернĕ
- 1908 — Мессинăри çĕр чĕтренĕвĕнче темиçе вуннă пин сицилиан пĕтнĕ
- 1935 — Павел Постышев парти ĕçченĕ «Правда» хаçатăн страницисенче совет ачисене ёлкăна тавăрма сĕннĕ
- 1973 — Парисре «Архипелаг ГУЛАГ» роман-тĕпчеве пичетлеме тытăннă.
- 1999 — Сапармурат Ниязова пурнăç тăршшипех Туркмени президенчĕ пулма çирĕплетнĕ
Раштав, 29
тӳрлет- 1610 — «Юнлă графиня» ĕçĕпе тăрмашакан детективсем ăна Чахтице керменӗнче çынсене асаплантарнă чухне тытаççĕ
- 1845 — АПШ Техас Республикине аннексиленĕ
- 1857 — Иккĕмĕш опиум вăрçи: анкăл тата франци çар çыннисем Кантона йышăннă
- 1860 — Блэквелре HMS Warrior — тĕнчере пĕрремĕш пĕтĕмпех металран тунă броненосеца (капăрл.) — шыва антарнă
- 1923 — Владимир Зворыкин турăшскопа патентлас тесе шутланă
- 1930 — Мухаммад Икбал Британ Ĕнчин çурçĕр-анăçĕнче мăсăльман патшалăхне никĕслес тесе сăмах пуçлать
- 1981 — Рональд Рейган СССР хирĕçле экономика санкцисене кĕртет
- 1996 — 36 çул хĕрнĕ Гватемалăри граждан вăрçи кĕрешекенсем çураçнипе вĕçленет
Раштав, 30
тӳрлет- 533 — Дигестсемпе Юстинианăн институцисем (капăрл.) ĕçе кĕнĕ
- 1066 — мăсăльман Гранадăра еврейсене тустарнă
- 1806 — Осман империйĕ Раççей империне хирĕçле вăрçăпа тухнă
- 1812 — Раççейпе Прусси пĕр-пĕринлĕ нейтралитет пирки килĕшнĕ
- 1921 — Чикагора Прокофьевăн «Любовь к трём апельсинам» оперин тĕнчери премьери иртнĕ
- 1922 — РСФСР, БССР, УССР тата КСФСР СССРа пĕрлешĕннĕ
- 1947 — Михай I румын астулĕнчен хăтăлнă
- 2004 — «Республика Кроманьон» çĕрлехи клубри вут-кăвар (Буэнос-Айрес), 194 çын пĕтнĕ
Раштав, 31
тӳрлет- 1621 — Бетлен Габорпа Фердинанд II императорĕ хушшинчи Никольсбург килĕшĕвĕ
- 1741 — Раççейре ятарлă ĕлкеллĕ тата ялавлă Лейб-кампание йĕркеленĕ
- 1898 — Мускав — Петербург телефон йĕрне уçнă
- 1917 — ХКК канашĕ Финляндин патшалăх ирĕклĕхне йышăннă
- 1930 — папа энциклики Casti Connubii контрацептивпа усă курнине сивленĕ
- 1963 — Вăта Африкан Федерацийĕ саланнă
- 1968 — Ту-144, тĕнчере пĕрремĕш сасăран хăвăртрах пассажир самолечĕ, хăйĕн пĕрремĕш вĕçевне хăпарнă
- 1989 — Нахичевань АССР территоринче çынсем совет-иран чиккине пăснă.
- 1994 — 131-мĕш мотострелок бригадин вăйĕсем «Грозный хулине çĕнĕ çулти штурмлама» тытăнаççĕ
- 1999 — Б. Н. Ельцин Раççей президенчĕн ĕç вырăнĕнчен тухнă