Егоров Валерий Петрович

Егоров Валерий Петрович, (1937, раштав, 1, Çĕньял ялĕ, Шупашкар районĕ, Чăваш АССР2003, авăн, 13 Йĕкер сала, Клевлĕ районĕ, Самар облаçĕ) — литература тишкерӳçи, публицист[1].

Валерий Егоров
Çуралнă чухнехи ят: Егоров Валерий Петрович
Çуралнă вăхăт: 1937, раштав, 1
Çуралнă вырăн: Çĕньял ялĕ, Шупашкар районĕ, Чăваш АССР
Вилнĕ вăхăт: 2003, авăн, 13
Вилнĕ вырăн: Йĕкер сала, Клевлĕ районĕ, Самар облаçĕ, РФ
Пăхăнулăх:
Ĕçлев тĕсĕ: çыравçă тата публицист
Жанр: повеç, калав, публицистика
Ĕçсен чĕлхи: чăваш, вырăс
Егоров хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Пурнăçĕ

тӳрлет

1937 çулхи раштавăн 1-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Шупашкар районĕнчи Çĕньял ялĕнче çуралнă.

Чăваш педагогика институтне вĕренсе тухнă. Чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕ пулса ĕçленĕ.

Г.Ф.Юмарт аса илнĕ тăрăх, çамрăк чухне виççĕн (вăл хăй, Виталий Юмарт тата Валрий Егоров) малашне "Юмарт" псевдонимпа çырма калаçса татăлнă пулнă. Чăн та, малтанхи иккĕшĕ çапла тунă, — Валерий Егоров пирки вара çакă паллă мар.

2003 çулхи авăн уйăхĕн 13-мĕшĕнче Самар облаçĕн Клевлĕ районĕнчи Йĕкер салинче вилнĕ.

Пултарулăх ĕçĕсем

тӳрлет
  • «Мăкли» (Комолый, 1975)
  • «Вăхăт ыйтнипе» (1989)
  • «Литература и фольклор» (1991)

Вуламалли

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет