Перĕм

(Пермь ҫинчен куҫарнӑ)
Пермь
Хула гербĕ
Патшалăх: Раççей
Регион: Пермь Енĕ
Никĕсленĕ: 1723
Хула, çултан: 1781
Халăх йышĕ, пин çын: 989,5 (2005)
Хула лаптăкĕ: 799,68 км2
Геогр. анлăхĕ: 58°00′ ç. ш.
Геогр. вăрăмлăхĕ: 56°19′ х.т. д.

Пермь, — Раççейри хула, Пермь Енĕн тĕп хули, Чулман Атăл юханшыв çинчи порчĕ. Хулари халăх йышĕ 2005 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕн тĕлне 989 пин çын шутланă.

Истори

тӳрлет

Паян кунхи Пермь вырăнĕнче çынсем тахçанах пурăннă. Хулара 130 ытла тĕрлĕ археологи палăкĕсем (чуллă ĕмĕрсенчен пуçласа вăтам ĕмĕрсене çитиччен) пур.

XVIII ĕмĕр пуçламăшĕнче Уралта çĕр айĕнчи пурлăхсене кăларас ĕçсем аталанса пынă. 1720 çулхи пуш уйăхĕн 9-мĕшĕнче Пётр I хушнипе артиллерин капитан-поручикĕ Василий Никитич Татищев, Урал тăрăхри патшалăх завочĕсене тытса тăраканĕ, Çĕпĕр кĕпернине пăхăр тата кĕмĕл шăратса кăларакан заводсене туса лартма кайнă. Татищев пăхăр шăратса кăларакан завочĕн вырăнне Егошиха ялĕ çывăхĕнче суйласа илнĕ (ял ячĕллĕ юханшыв Чулман Атăла юхса кĕнĕ çĕртре). Кунта пăхăр тăпри нумай пулнă, çавăнпа та шăратнă пăхăра илсе тухма ансат меллĕ пулнă.

1721 çулта çак ĕçе Татищев вырăнне артиллерин генерал-майорне Георг Вильгельм (Вилим Иванович) де Геннина хушнă. Де Геннин Татищевăн ĕçĕсене ырланă, унăн ĕçĕсене малалла тăсас енĕпе 1722 çулта завод тума пуçланă.

Пермь хулин çуралнă кунĕ вырăнĕнче Егошихăра (Ягошихино) пăхăр шăратакан завода тума пуçланине шутлаççĕ, вăл 1723 çулхи çу уйăхĕн 4-мĕшне килет. Завода никĕсленĕ чухне Н. В. Татищев те пулнă.

Çавăн пекех

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет