Ленин (атомлă пăрçĕмрен)

«Ле́нин»йĕтре хăвачĕн хатĕрĕпе çӳрекен тĕнчере пĕрремĕш шывçи атомлă пăрçĕмрен карапĕ. Пăрçĕмрене СССР-та Çурçĕр тинĕс çулне хума тунă.

«Ленин»
Капăрлату
Капăрлату
Тĕп хыпар
Тип Пăрçĕмрен
Патшалăх ССРП ялавĕ
Тăван порт Мурманск
Пăрлă класс {{{Пăрлă класс}}}
Чĕнӳ {{{Чĕнӳ}}}
Шыва антарнă 1957 çулхи раштав, 5
Флот йышĕнчен кăларнă 1989
Хальхи статус Машинсемпе механизмсене чарса лартнă, музей туса хунă
Параметрсем
Тоннаж 16 пин тоннă (балластсăр)
Вăрăммашĕ 134,0 м
Анлăшĕ 27,6 м
Çӳллĕшĕ 16,1 м
Вăтам анса ларни 10,5 м
Техника хыпарĕсем
Хăват хатĕрĕ атомлă 2 реактор, 4 турбинă
Хăват 32,4 МВт (44 пин л. в.)
Хăвăртлăх 18 узлов (33,3 çм/сех)
Автономлă çӳрев {{{Автономлă çӳрев}}}
Экипаж 243
Япала тиенлĕхĕ {{{Япала тиенлĕхĕ}}}
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Ленин (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

Конструкци

тӳрлет

Атомлă «Ленин» пăрçĕмрен —вăрăмлатнă вăтам надстройкăллă тата икĕ мачтăллă тӳрем палубăллă карап, вĕçĕнче пăрлăх йĕрлев вертолёт анса-лармалли вырăн пур. Карапăн вăта пайĕнче вырнаçнă шыв-шыв тĕслĕ пăс кăларакан йĕтре установки 4 тĕп турбогенератор валли пăс кăларса парать, вăл вара пĕр вĕçĕмсĕр токпа 3 авăслав электродвигателе ĕçлеттерсе 3 авăслав питĕ çирĕп конструкциллĕ винтне (2 бортри тата 1 вăтамми) çавăртараççĕ. Автономлă пулăшавлă 2 электростанци пур. Механизмсене, хатĕрлевсене тата системăсене дистанциллĕ тытса пыраççĕ. Экипаж валли арктика çӳревĕнче куллен пурăнма аван вырăнсене хатĕрленĕ.

Кун-çулĕ

тӳрлет

Туса хатĕрлени

тӳрлет

Атомăхут проектне ЦКБ-15 (халĕ «Айсберг») 1953—1955 çулсенче СССР министрĕсен канашĕн 1953 çулхи чӳкĕн 20-мĕшĕнче атомлă пăрçĕмрене тума йышăннă хыççăн хатĕрленĕ (92-мĕш №-лĕ проекчĕ). Тĕп конструктор ĕçне В. И. Неганов туса пынă. Атомлă установкăна Игорь Иванович Африкантов ертсе пынипе проектланă. АК-27 тата АК-28 марккăллă корпус хурçине («нержавейка» пекех) ятарласа «Прометей» институтĕнче пăрçĕмренсем валли шутласа кăларнă.

Карапа 1956 çулта Ленинградри Карап тăвакан Марти ячĕллĕ савутĕнче тума хывнă. Тĕп тăваканĕ — В. И. Червяков.

Карап турбинисене Киров савутĕнче ăсталанă. Тĕп турбогенераторсене Харьковри электромеханика савучĕ хатĕрленĕ. Авăслав электродвигателĕсене Ленинградри «Электросила» савутĕнче пуçтарнă.

Карапа 1957 çулхи раштавăн 5-мĕшĕнче шыва антарнă. 1959 çулхи авăнăн 12-мĕшĕнче П. А. Пономарев ертсе пынипе Адмиралтейлĕх савучĕн верфĕнчен çӳрелĕх тĕрĕслев хăтланăвĕсене тухнă[1].

Карапа тунă тата çӳрелĕхне тĕрĕсленĕ чухне атомăхут çине тĕрлĕ çĕр-шывсенчен нумай делегаципе элчĕ, çав шутра Аслă Британин премьер-министрĕ Гарольд Макмиллан, АПШ вице-президенчĕ Ричард Никсон, КХР министрĕсем килсе курнă.

1959 çулхи раштавăн 3-мĕшĕнче Тинĕс флочĕн министерствин балансне кĕртнĕ. 1960 çултанпа Мурманск тинĕс пăрахутлăхĕнче.

Эксплуатацире

тӳрлет

Пăрлă çĕрте лайăх çӳреме пултарнă. Пĕрремĕш 6 çул хушшинчи эксплуатацире пăрçĕмрен 82 ытла тинĕс милĕ иртнĕ, хăй тĕллĕнех 400 ытла карапа ăсатса янă.

Ӳкерчĕк:Ледокол Ленин мурманск.jpg
"Ленин" пăрçĕмренĕн палăкĕ Мурманскри "Арктикăна пăхăнтаракансем" мемориалĕнче.
 
«Ленин» пăрçĕмрен почтă конверчĕпе маркки çинче.

«Ленин» пăрçĕмрен 30 çул ĕçлесе 1989 çулта эксплуатацирен тухать — ăна ĕмĕрлĕхех Мурманскра лартнă. Халĕ пăрçĕмрен çинче музей ĕçлет, экспозицийĕ нумайлансах пырать.

Хăватлă энергетика хатĕр-хĕтĕрне пула, пысăк автономлăхпа, пăрçĕмрен пĕрремĕш навигацирех хăйĕн пахалăхне кăтартнă. Çак атомлă пăрçĕмрен ĕçлевне пула навигаци вăхăчĕ чылаях тăсăлнă.

1966 çулта эксплуатаци тĕрĕслевне ирттернĕ хыççăн виçĕ реакторлă атомлă пăс кăларакан кивĕ установкине çĕнĕрех икĕ реакторли çине улăштарма шутланă.

Аварисем

тӳрлет

Атомлă «Ленин» пăрçĕмрен çинче икĕ авари пулса иртнĕ. Пĕрремĕшĕ 1965 çулхи нарăс уйăхĕнче хыпса тухнă. Реакторăн хастар зони кăштах арканнă. Топливăн пайне «Лепсе» çине куçарнă, унта вăл халиччен упранать. Плавтехбаза «Лепсе» Раççейĕн çурçĕр-хĕвел анăçĕнчи чи хăрушлă та кăткăс йĕтре-хăрушлă объекчĕсенчен пĕри шутланать. Ытти топливине кăларнă та контейнера вырнаçтарнă. 1967 çулта контейнера понтон çине лартнă та Çĕнĕ Çĕр архипелагăн хĕвел тухăç çыранĕ çумĕнчи Цивольки кӳлмекĕнче шыва путарнă.

Иккĕмĕш синкекĕ 1967 çулта тухать. Реакторăн III контурĕн пăрăхĕсенчен шыв юхма тытăнать. Юхава юсана чухне реактор установкине самаях çĕмĕрнĕ. Вара реактор уйрăмне пĕтĕмпех улăштарма йышăннă. Топливăн пайне «Лепсе» плавтехбаза çине куçарнă. Реактор установкине буксир Çĕнĕ Çĕр çумĕнчи Цивольки кӳлмекне туртса кайнă та путарнă.

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ C 1962 года Б. М. Соколов.

Çавăн пекех пăхăр

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет