Амбрози вулавăшĕ
Амбрози вулавăшĕ, (итал. Biblioteca Ambrosiana) — Миланри Федерико Борромео кардинал тата епископ йĕркеленĕ вулавăш. Таса Медиолан Амвроси чиркĕвĕн ашшĕн, Милан епископĕн тата хӳтĕлевçин ятне панă.
Кун-çулĕ
тӳрлетÇурт-йĕре тума 1603 çулта пуçланă, вулавăша халăх валли 1609 çулхи раштав, 8 (Оксфордра 1602 çулта уçăлнă Бодли вулавăшĕ хыççăн, ку Европăри иккĕмĕш халăх вулавăшĕ) уçнă. Вулавăш шутне типографи кĕрет, кунтах классика чĕлхисен шкулĕ ĕçлет. Унсăр пуçне, вулавăша Федерико Борромео йĕркеленĕ Академи тата Пинакотека кĕнĕ.
Хальхи тăрăм
тӳрлетИккĕмĕш Тĕнче вăрçинче вулавăш çуртне çĕмĕрнĕ, 1952 çулта юсаса çĕнетнĕ, тепĕр реставраци ĕçĕсене 1990—1997 çç. ирттернĕ
Пуянлăх
тӳрлетВулавăшра Леонардо да Винчин 12 ал çырăвĕ, XIV—XIX ĕмĕрсенчи европа сăрăçисен 12 пин ĕçĕ, «Илиадăн» (Ilia Picta, V ĕм.) иллюминиллĕ кăларăмĕ, Вергилий Симоне Мартини капăрлатăвĕсемпе тата Петраркă маргиналĕсем, тата культурăн нумай хаклă япали упранать.
Çавăн пекех пăхăр
тӳрлетКаçăсем
тӳрлетАмбрози вулавăшĕ Викиампарта? |
- Амвроси вулавăшĕ // Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона: В 86 томах (82 т. и 4 доп.). — СПб.: 1890—1907.
- Вулавăш сайчĕ 2008 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче архивланӑ.
- Католици энциклопединчи статья(акăлч.)
- Catalogus codicum graecorum Bibliothecae Ambrosianae (Mediolani 1906) Tomus I
- Catalogus codicum graecorum Bibliothecae Ambrosianae (Mediolani 1906) Tomus II