Апат-çимĕç
Апат-çимĕç (çавăн пекех, апат, çимĕç е çиме) - питĕ кирлĕ япала. Тĕрĕс апата организм лайăх ирĕлтерсе йышăнать. Çавăнпа пĕрлех илемлĕ хатĕрлесе хунă тата тутлă шăршăллă апат çиес кăмăла çĕклет те, çын организмĕнче хырăмлăх сĕткенĕ ытларах тухма пуçлать.
Чĕрĕ организмсен апачĕ
тӳрлетЧĕрĕ организмсене апатланăвне кура икĕ ушкăна пайлама пулать: автотрофсем тата гетеротрофсем. Органикăлла мар япаласем - CO2, H2O тата ытти – автотрофлă организмсен (ӳсентăрансен) тĕп апачĕ шутланать. Фотоситез тата химоситез пулăшнипе органикăллă мар япаласене органикăллисене куçараççĕ: белок, çу, углевод. Çак виçĕ органикăллă япала вара гетеротрофлă организмсен ( хăш-пĕр ӳсентăрансен, чĕрчунсен, çынăн) тĕп апачĕ пулса тăраççĕ. Унсăр пуçне чĕрĕ чунсене витаминсем, тĕрлĕ кислотасемпе микроэлементсем кирлĕ.
Чĕрчунсене курăк çиекеннисем (ĕне, качака), ытларах аш-какайпа ӳсекеннисем (кашкăр, тигр) тата икĕ йышши апачĕпе те усă кураканнисем (упа) çине пайлаççĕ. Килти выльăх-чĕрлĕхе тăрантарнă чухне час-часах ятарласа хатĕрленĕ апатсемпе усă кураççĕ: комбикорм, йытă е кушак апачĕ.
Апат хаклӑхӗ
тӳрлетАпат хакӗ-апат-ҫимӗҫ продукчӗн усӑллӑ енӗсене туллин кӑтартса паракан ӑнлану, ҫын апат-ҫимӗҫпе энерги тӗлӗшӗнчен физиологи тӗлӗшӗнчен мӗн кирлине тивӗҫтермелли степеньне кӗртет. Апат-ҫимӗҫ продукчӗн химически составне обществӑлла йышра мӗн кирлине шута илсе йӗркелеҫҫӗ. Апат-ҫимӗҫ продукчӗсен апат хакне чи малтан унӑн компоненчӗсен энергетикӑпа биологи хаклӑхӗпе, ҫавӑн пекех уйрӑм компонентсен пропорцийӗсемпе палӑртаҫҫӗ. Апат-ҫимӗҫ продукцийӗн апат хакӗ, ӑна маркировкӑра кӑтартаканскер, ҫак кӑтартусене кӗртет:
- Энергетикӑлла хаклӑх (калорилӗх).
- Пакшасен, ҫусен, углеводсен шучӗ.
- Витаминсемпе минераллӑ япаласен шучӗ.
- Апат-ҫимӗҫ тӗрлӗ компонентсен хутӑшӗнче, анчах мӗнле те пулин компонент е углевод апат-ҫимӗҫӗн тӗсӗсем тӗл пулаҫҫӗ.
Апат — ҫимӗҫ продукчӗсен энергетикӑлла хакӗ (калорионизм) - ҫисе янӑ продуктсене (калорисенче е джоулясенче виҫекен ӑшӑ энерги шутне (калорире) шута илни, ӑна ҫын е выльӑх-чӗрлӗх организмӗ (катаболизм) илнӗ чухне туса кӑларать. Хими составӗнчен (белоксен, ҫусен, углеводсен тата ытти япаласен шучӗ) килет. Энергетика хаклӑхне промышленноҫ хатӗрлекен кирек мӗнле продуктсене те чӗркесе хума палӑртнӑ.[1]
Çын пурнăçĕнчи апат-çимĕç
тӳрлетАпат=çимĕç çынна вăй парса тăракан, сывлăхне упракан тĕп хатĕр пулса тăрать. Куллен çын 1-5 хут апатланать. Чăвашсем хушшинче ытларах чухне тăватă хут апат çиеççĕ: ирхи апат, кăнтăрлахи апат, кахал апачĕ (çăмăл апат, тукас апачĕ тата ытти те), каçхи апат. Хăш вăхăтра мĕн çиесси, апат вăхăчĕн ячĕсем тĕрлĕ вырăнта тĕрлĕ пулаççĕ.
Апат-çимĕç тĕсĕсем
тӳрлетТĕпрен илсен, апат-çимĕçе темиçе тĕсе уйăрма пулать.
- ӳсентăрантан пулнисем
- тырпул:
- тулă, ыраш, урпа, хура тул, кукуруза, амарант тата ыт.
- пăрçă йышшисем: пăрçа, нимĕç пăрçи, сĕт пăрçи, арахис, ясмăк тата ыт.
- мăйăрсем: вăрман мăйăрĕ, фундук, грек мăйăрĕ, кокос, миндаль тата ыт.
- çу параканнисем: хĕвелçаврăнăш, кантăр, кунжут, йĕтĕн
- улма-çырла
- пахчаçимĕç:
- улмаллисем (баклажан), панчасем (кавăн, кабачок)
- тымар çимĕçсем (кăшман, кишĕр, çарăк) çĕр улмаллисем (çĕрулми)
- çулçăллисем (купăста, тутлă хупах, шпинат), чечеклисем (артишок, брокколи)
- тĕхĕмлĕ курăксем: укроп, метрӳшке, кинза, укроп.
- шăл-пуçлă çимĕçсем: сухан, ыхра
- туна çимĕçсем (спаржа, кăшкар ути)
- ырă тата тĕхĕмлĕх курăкĕсем
- йывăç сĕткенĕсем
- тырпул:
- Аш-пăш апачĕсем
- Аш-какай
- сĕтпе ӳсекенсен какайĕ: сысна ашĕ, ĕне выльăх ашĕ, сурăх ашĕ, кролик ашĕ тата ытти те; ӳпке-пĕвер
- чăх-чĕп какайĕ: чăх ашĕ, кăвакал ашĕ, хур ашĕ, кăркка ашĕ тата ытти те
- çĕлен-калта, тимĕр шапа, шыв шапи тата ытти те
- сĕт-турăх: сĕт, турăх, уйран, тăпăрчă, хăйма, чăкăт тата ытти те
- çăмарта тата вăлча
- пулă
- моллюсксем
- шăрчăксем: саранча, тарантул тата ытти те
- Аш-какай
- ытти органикăллă апатсем:
- ӳсентăрансемпе чĕрчунсенчен илнĕ хушма продуктсем: желатин, сахăр, пыл, уксус, эрех
- органикăллă мар апат-çимĕç: тăвар, шыв, апат тĕхĕмĕсем
Хатĕр апат
тӳрлетХатĕр апат – пĕçерсе е урăхла майпа çиме юрăхлă тунă апат-çимĕç. Вĕсем тĕрлĕрен пулаççĕ: ача-пăча апачĕ, диета апачĕ, кĕленчеленĕ шыв, эрех-сăра, тутлă шывсем, чăмлаксем, çавăн пекех хатĕр апатсем шутне çурма хатĕр апатсем, тĕхĕм хутăшĕсем, биологи тĕлĕшĕнчен активлă хушăмсем кĕреççĕ.
Апат-çимĕç хатĕрлевĕ
тӳрлетАпат пĕçересси
тӳрлетЯлан тенĕ пекех апата малтан çиме хатĕрлеççĕ. Хăш-пĕр апата пĕçермесĕрех çиме пулать. Апат хатĕрлемелли майсем: пĕçересси, ăшаласси, пăшăхласси, хăпартусем. Хатĕр апатсен тĕсĕсем: яшка, нимĕр, салат, соус, çăмарта хăпартни, ăшаланă какай, пудинг тата ытти те.
Апат-çимĕçĕн химии тытăмĕ
тӳрлетБелоксем
тӳрлетÇусем
тӳрлетУглеводсем
тӳрлетМакроэлементсем
тӳрлетБиологи тĕлĕшĕнчен пĕлтерĕшлĕ элементсем
тӳрлетЧăваш апат-çимĕçĕ
тӳрлетКаçăсем
тӳрлетАсăрхавсем
тӳрлет- ^ Калорисен талӑклӑх нормин расчечӗ 2023 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче архивланӑ.
Апат-çимĕç Викиампарта? |