Ĕне
Ĕне — мăйракаллă шултра выльăхăн, — вăл шутра килти вăкăрăн, — пăрлама ĕлкĕрнĕ çитĕннĕ ами.
Çак статьяна е уйрăма çĕнĕрен çырмалла, чăваш чĕлхин йĕркисене пăхăнмалла, ытти кăлтăксенчен те хăтăлмалла. Статьяна тата унăн уйрăмне статьясене çырмалли йĕркепе хатĕрлемелле, ăнланманлăха пĕтермелле.
|
Ĕне – курăк çиекен, сĕт, аш, тир паракан килти выльăх. Икĕ чĕрнеллĕ, кавлекен, çӳлти шăлсăр, тăватă чĕчĕлĕ, мăйракалă чĕрчун. Ăна сĕтпе ашшăн усраççĕ. Аçине вăкăр теççĕ. Ĕнесене пĕчĕке чухне пăру теççĕ, чупмалли (вăкăрпа ермештермелли) вăхăт çитнĕ выльăха пушмак пăру теççĕ. Пăру тĕвви выльăхра 9 уйăх аталанать. Ĕнене ашпа сĕт параканисене пайлаççĕ.
Хуçалăхри пĕлтерĕшĕ
тӳрлетЧăвашсем ĕне тытма вăй çитерсен пурăнатпăр тенĕ. Ĕнен сĕтĕнчен: хăйма, çу, тăпăрчă, турăх, ĕне ырри те тăваççĕ. Ĕне тислĕкĕ пахчасенчи çĕрсен тухăçне кирлĕ шайра тытса тăма май парать.
Ĕне сăнарĕ
тӳрлетТĕрлĕ çĕршывсенче ĕнене тĕрлĕ хаклаççĕ. Индинче ĕне сăваплă чĕрчун, Адити ятлă аслă Аман çĕр çинчи сăнарĕ. Вăл хулара та ирĕклĕнех çӳрет. Унта ăна темле ашкăнсан та хисеплеççĕ. Египетра ĕне – сенкер тӳпе. Чуптарнă ĕне нумай çĕрте – хĕрарăм. Чăвашсем ĕнене яланах иккĕмĕш выльăх вырăнĕнче тытнă. Тĕп вырăнта – лаша. Çавăнпа та мĕшĕлти хăй тавра никама та курман çынна ĕне теççĕ.
Ĕне симĕс курăк, çерем, утă, уткăшкар, улăм, сăсăл, тырă, тулă, сĕлĕ, урпа, ыраш, кăшман, кавăн, тăвар çиме юратать. Ĕнене çулла çерем, хĕлле утă çитереççĕ, ăшăтнă шыв ĕçтереççĕ. Çулне пĕрре пăрулать. Виçĕмĕш çулне ĕне пулать. Пĕчĕкке чухне пăру, пăруличчен тына, аçине вăкăр, пăруламаллине пĕтĕ теççĕ. Вăкăрпа ĕлĕк пахча сухаланă. Навăсне удобрени вырăнне усă кураççĕ, пахчана тăкаççĕ, хăяр айне хураççĕ. Кунне иккĕ сăваççĕ, ирхине те каççинне, икĕ витре сĕт парать. Вăйлă сивĕре чĕчи ан шăнтăр тесе витене хупса хураççĕ.
Вăкăр юнĕнчен гематоген тăваççĕ.
Çулла ĕнен пĕлтĕрхи кивĕ çăмне хырса, тураса тăмалла.
Çав. пекех
тӳрлетАсăрхавсем
тӳрлетЛитература
тӳрлет- Костомахин Н. М. «Породы крупного рогатого скота»: Учебное пособие для студентов высших учебных заведений, обучающихся по специальности «Зоотехния». — М.: Издательство «КолосС», 2011. — 119 с., [8] л. — 500 экз. — ISBN 978-5-9532-0749-2.
Каçăсем
тӳрлет- Классификация КРС 2018 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче архивланӑ.
- Ĕне // Энциклопедия «Кругосвет».
- [ Ĕне] — ПСЭ