Тăпăрчă, чăвашсем хатĕрлекен апат-çимĕç.

Тăпăрчă
Компонентсем
Кирлисем турăх
Шаблон:Карточка/Викикĕнеке
Логотип Викисклада Медиафайлы на Викиампар

Хатĕрлесси

тӳрлет

Хăймине пуçтарса илнĕ турăха пысăкрах чӳлмекпе çурри ытла сивĕннĕ кăмакана ăшăтма лартмалла, анчах ăна вĕри кăмакана лартма юрамасть, вĕри кăмакара тăпăрчă пиçсе каять, тутăсăр тата типĕ пулать. Вăхăтлă ăшăнса çитнĕ турăх çăралать те çиеле хăпарать, шывĕ аяла тăрăлса юлать.

Çакăн пек ăшăтнă турăха ик хут марлĕрен е шăлапиртен çĕленĕ хутаçа ярса юхтармалла. Шывĕ юхса пĕтсен, тăпăрча сивĕ çĕре хумалла, унпа апатсем хатĕрленĕ çĕрте усă курмалла.

Литература

тӳрлет
  • Тутлă апат-çимĕç. - Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 1982.

Каçăсем

тӳрлет