Баклажа́н, е тĕксĕм çимĕçле йытçырли (лат. Solánum melongéna) — Йыт çырли (Solanum) ретенчи тĕс. Пĕр çул ÿсет. Çимĕçне çиме юрать. Вăл ботаника енчен çырла, кулинари енчен пахчаçимĕç шутланать. Тăван çершывĕ — Азири субтропиксем.
Соланум (лат. Solánum, выр. Паслён) — Соланум йышшисем (Solanaceae) текен йышри ÿсентăрансемн речĕ, мĕнпурĕ 1200-е яхăн тĕс шутланать[1], вĕсем субэкваториаллă, тропикла, субтропикла тата вăтам климатсенче тĕл пулаççĕ.
Ретре, сăмахран, ялхуçалăх культури шутланакан çĕрулми, баклажан, томат) тата эмел ÿсентăранĕ пек усă куракан пылак-йӳçĕ соланум, хура соланум шутланса тăраççĕ.
Чăвашла, кулленхи калаçура, йыт хурлăханĕ теме пултараççĕ. Анчах та ăслав шайĕнче апла асăнма меллех мар пуль.