Витаминсем

(Витамин ҫинчен куҫарнӑ)

Витами́нсем ( лат. vita — пурнăç) — тĕрлĕ хими группине кĕрекен сахал молекулăллă органика çыхăнăвĕсен ушкăнĕ. Ку çыхăнусем гетеротроф организăмĕсен апатĕнче пулмалла. Автотроф организăмĕсене те витаминсем кирлĕ, вĕсем хăшпĕр пайне синнтезлеççĕ е тавралăхран тупаççĕ. Фитопланктон ӳстермелли ятарлă средасене яланах витаминсем кĕртеççĕ [1].

Витаминсен структурине, химине, организăмра мĕнле тытнине, медицинира мĕнле усă курмалине тишкерекен биохими, апат гигиени, фармакологи тата ытти ăслăх пайĕсене витаминологи.[2] тесе паллăртаççĕ.

Пĕрлехи хыпарсем

тӳрлет

Организăмра витаминсем синтезленмеççĕ. Çавăнпа вĕсем яланах çителĕклĕ шайра апатпа е медицина препарачĕсемпе çимелле. Çынăн пыршисенчи микроорганизăмĕсем К тата B3 синтезлеççĕ.

Витаминсем организма кĕрессин пăсăлнипе виçĕ патологи уйăраççĕ: авитаминоз - витамин çукки, гиповитаминоз - витамин çитменни тата гипервитаминоз - витамин ытлашши.

Витаминсем вуннă ытла паллă. Вĕсене çура ирĕлекен - A, D, E, K тата шывра ирĕлекен - ытттисем (В, с, т.ыт) çине пайлаççĕ Известно около полутора десятков витаминов. Çура ирĕлекенисем организăмра пухăнаççĕ (депо - пĕвер тата çу). Шывра ирĕлекенсем пухăнмаççĕ, нумайрах пулсан организăмран шывпа пĕрле тухса каяççĕ.

 
Витаминсем пахча çимĕçĕсенче нумай

Витаминсем нумай биологи реакцисене ферментсен активлă центрĕсенче хутшăнаççĕ. Унсăр пуçне вĕсем протогормонсен е гормонсен сигнал функцине пурнçлама пултараççĕ.

Антивитаминсем

тӳрлет

Антивитаминсем (грек ἀντί — хирĕç, лат. vita — пурнăç) — витаминсен хастарлăхне путаракан органикăлла çыхăнусен ушкăнĕ. Ку çыхăнусен хими структури витаминенни евĕр, анчах биологи енчен хирĕçле витĕмлĕ. Организăма лексен вĕсем витаминсем вырăнне реакцисене кĕрсе йĕркеллĕ юхăмне чараççĕ е пăсаççĕ. Антивитаминсем пĕтĕм витаминсен тенĕ пекех пур.

Вуламалли

тӳрлет
  • Кристофер Хоббс, Элсон Хаас. Витамины для «чайников». — М.: Диалектика, 2005. — ISBN 0-7645-5179-5
  • Л.П. НИКИТИНА, Н.В. СОЛОВЬЕВА. КЛИНИЧЕСКАЯ ВИТАМИНОЛОГИЯ. — Чита: 2002.
  • Т. С. Морозкина, А. Г. Мойсеёнок. Витамины: Краткое рук. для врачей и студентов мед., фармацевт. и биол. специальностей. — Мн.: ООО "Асар", 2002. — ISBN 985-6572-55-Х
  • А.А. Савченко, Е.Н. Анисимова, А.Г. Борисов, А.Е. Кондаков. Витамины как основа иммунометаболической терапии. — Красноярск.: КрасГМУ, 2011. — ISBN 978-5-94282-093-7
  • В. А. Девятнин. Витамины. — М.: Пищепромиздат, 1948.

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Гайсина Л. А., Фазлутдинова А. И., Кабиров Р. Р. Современные методы выделения и культивирования водорослей. — БГПУ. — 100 экз. — ISBN 978-5-87978-509-8
  2. ^ витаминология. Большой медицинский словарь. 2000.. çăлкуçран архивланă 30 Ҫу уйӑхӗн 2012. Тĕрĕсленĕ 23 Нарӑс уйӑхӗн 2012.