Тутарстан Республики (тут. Татарстан Республикасы, Tatarstan Respublikası; Тутарстан[1]) — Раççейӗн субъекчĕ, республика (патшалăх)[2][3] унӑн тытӑмӗнче. Атăлçи федераци тăрăхĕ йышне кӗрет, Атăлçи экономика районĕн пайĕ пулать. ВЦИК тата СНК 1920 çулхи çăвăн 27-мĕшĕнчи декречĕпе Тутар Автономи Социализм Совет Республики ячĕпе туса хунă[4].

Тутарстан Республики
Республика Татарстан Tatarstan Respublikası

Тутарстан ялавĕ Тутарстан гербĕ
Тĕп хули Хусан
Лаптăкĕ

- Пĕтĕмпе
- шыв пайĕн %.

44

67 847 км²
6,4%

Халăх йышĕ

- Пĕтĕмпе
- Йышлăх

8

4 001 625 çын патнелле (2023)
58,98 çын/км² патнелле

Федераци тăрăхĕ Атăлçи федераци тăрăхĕ
Экономика регионĕ Атăл-Вятка районĕ
Регион номерĕ 16
Патшалăх чĕлхисем вырăс, тутар
Президент Рустам Минниханов
Премьер-министр Алексей Валерьевич Песошин
Патшалăх Канашĕн председателĕ Фарид Мухаметшин
Гимн Тутарстан гимнĕ
Вăхăт тăрăхĕ ГВ +0300
«50 лет Татарской АССР» марккă. СССР почти, 1970 ç.
Почтă маркки. СССР, 1980 ç.
РФ ТБ асăнмалăх вак укçан реверсĕ

1992 ҫулта йышӑннӑ Тутарстан Республикин Конституцийĕн 1-мӗш статьин 2-мӗш пункчӗпе килӗшшӳллӗ, «Тутарстан Республики» тата «Тутарстан» тан пӗлтерӗшлӗ шутланаҫҫӗ[5].

Чи пысăк та тӗп хули — Хусан.

Кирӑв, Чĕмпĕр, Самар тата Ăренпур облаçĕсемпе, Пушкăртстан Республикипе, Мари Эл Республикипе, Удмурт Республикипе тата Чăваш Республикипе чикӗ тытать.

Патшалăх чĕлхисем - тутар чĕлхипе вырăс чĕлхи. Ҫаплах чăваш чĕлхипе нумай ҫынсем те калаҫаҫҫӗ.

Халăх йышĕ

тӳрлет

2010 çулта Респуликăра 3 779,8 пин çын пурăннă. Вĕсенчен 73,8% хулара пурăнаканнисем. Ытларах пайĕпе кунта тутарсемпе (53,2%) вырăссем (39,7%) пурăнаççĕ.

Чăвашсем пур халăхсенчен 3,8% шутланаççĕ. Пуринпе 135 пин çынна çитеть, вĕсенчен 12,5 пин çын Хусанта пурăнать.

Чăвашсем тахçантанпах Нурлат (15,8 пин), Аксу (14,6 пин), Çĕпрел (12,3 пин), Пăва (10,3 пин), Теччĕ (6,1 пин), Çарăмсан (4,8 пин), Элкел (4,9 пин) районĕсенче пурăнаççĕ. Чăваш ялĕ 170 яхăн, çавăнпа пĕрлех вĕсем нумай халахлă 130 ял-хулара тĕл пулаççĕ.

Нумайах мар Хусан, Пăва, Теччĕ хуллинче те пурăнаççĕ, иртнĕ ĕмĕрĕн иккĕмĕш çӳрринче вара Чаллă, Анат Кама, Нурлат, Лениногорск хулисене тата Аксу посёлокĕнче йышланнине палăртмалла.

Истори

тӳрлет

Çак территорире çынсем пирĕн эрăччен VIII ĕмĕрте тĕпленсе пурăнма тытăннине палăртнă. Каярах кунти çĕрсене вăтам ĕмĕрсенче атăлçи пăлхарĕсен патшалăхĕ тытăмланнă. XIII ĕмĕрте Пăлхара монголсем аркатнă, Чингисхан империйĕ пĕтсе ларсан, Джучи улусне (Ылтăн Уртана) кĕнĕ.

XV ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче Ылтăн Урта вырăнне Улу-Мухаммед хан Хусан ханлăхне туса хуни пирки пĕлтерет. Çĕнĕ патшалăх хăй тĕллĕнех ют çĕрсемпе, çав шутра Мускав патшалăхĕпе те, хутшăнма тытăнать. XVI ĕмĕрĕн варринче, IV Йăван Хаярскер астула йышăннă тапхăрта, 1552 çулта Мусав Хусана çĕнтерсе илнĕ те Мускав патшалăхне кĕртнĕ.

Раççей йышĕнче Хусан ханлăхĕ малтан Хусан патшалăхĕ, Аслă Петĕр реформи хыççăн — Хусан кĕперни (Аçтăрхан тата Хусан ханлăхĕн çĕрĕсене пĕрлештернипе, тепĕртакран унăн территоринчен хăшпĕр çĕрсене касса илнĕ хыççăн хальхи Тутарстан пысăкăшне çити) ятлă пулнă. Территори император лартнă кĕпернетĕр ертсе пынă. 1920 çулчен хальхи Тутарстан Республикин территорине официаллă та, официаллă мар та нихăçан та «Татари» те, «Тутарстан» та темен. Революци хыççăн, В. И. Ленин инициативипе[6], 1930 çулхи çăвăн 27-мĕшĕнче РСФСР шутĕнчи Тутар АССР (Хусан тата Ĕпхӳ кĕпернисен çĕрĕсенче) туса хумалли декрете кăларнă. 1990 çулхи çурлан 30-мĕшĕнче республикăн официаллă ячĕ — Тутар Совет Социализм Республики (Тутарстан Республики пекех), 1992 çулхи нарăсăн 7-мĕшĕнче — Тутарстан Республики (Тутарстан) пулса тăнă [7]. 1992 çулхи акан 21-мĕшĕнче раççей влаçĕсем çакна çирĕплетнĕ.

Администраци пайланăвĕ

тӳрлет

Тутарстан конституцийĕн 65-мĕш статьйăн 2-мĕш пайĕнче тата «Об административно-территориальном устройстве Республики Татарстан» саккунĕпе, РФ субъекчĕнче малалла администраци-территориаллă виçисем пур[8][9][10][11]:

  • 43 район
  • 14 республика пĕлтерĕшпе хула
    • Хусан хулин территоринче те 7 хулăри район пур.
    • Çыранçи Чаллă хулин территоринче те 3 хулӑри район пур.

Республика пĕлтерĕшпе хуласем

тӳрлет
  1. Азнакаево
  2. Анат Кама
  3. Алапӳ
  4. Ешĕл Васан
  5. Зей
  6. Лениногорск
  7. Нурлат
  8. Павлă
  9. Пăва
  10. Пĕкĕлме
  11. Çыранçи Чаллă
  12. Хусан — Тутарстан тĕп хули
  13. Чистай
  14. Элмет

Хусан хулин районĕсем

тӳрлет
  1. Авиа Тăвакан районĕ
  2. Атăлçум районĕ
  3. Вахитов районĕ
  4. Киров районĕ
  5. Мускав районĕ
  6. Совет районĕ
  7. Çĕнĕ Савин районĕ

Çыравçи Чаллă хулин районĕсем

тӳрлет
  1. Автозавод районĕ
  2. Вăтам районĕ
  3. Комсомол районĕ

Районсем

тӳрлет
Ӳкерчĕк:Районы-татарстана.gif
Тутарстан районĕсем
Район Центр
1 Агрыз районĕ Агрыз хули
2 Азнаккай районĕ Азнаккай хули
3 Аксу районĕ Аксу х.е.п.
4 Актанăш районĕ Актанăш ялĕ
5 Алексеев районĕ Алексеевское х.е.п.
6 Элкел районĕ Пасарлă Матак ялĕ
7 Элмет районĕ Элмет хули
8 Аппас районĕ Апас х.е.п.
9 Арча районĕ Арча хули
10 Этне районĕ Мăн Этне ялĕ
11 Павлă районĕ Павлă хули
12 Палтач районĕ Палтач х.е.п.
13 Пĕкĕлме районĕ Пĕкĕлме хули
14 Пăва районĕ Пăва хули
15 Тури Услон районĕ Тури Услон ялĕ
16 Çӳллĕ Сăрт районĕ Çӳллĕ Сăрт паççулки
17 Çĕпрел районĕ Кивĕ Çĕпрел ялĕ
18 Алапӳ районĕ Алапӳ хули
19 Зей районĕ Зей хули
20 Ешĕл Васан районĕ Ешĕл Васан хули
21 Хайпăç районĕ Мăн Хайпăç ялĕ
22 Чулман Атăл Вăрри районĕ Чулман Атăл Вăрри х.е.п.
23 Кукмара районĕ Кукмара хули
24 Лайăш районĕ Лайăш хули
25 Лениногорск районĕ Лениногорск хули
26 Маматăш районĕ Маматăш хули
27 Менделеевск районĕ Менделеевск хули
28 Мензеле районĕ Мензеле хули
29 Мĕслим районĕ Мĕслим ялĕ
30 Анат Кама районĕ Анат Кама хули
31 Çĕнĕ Шешмĕ районĕ Çĕнĕ Шешмĕ ялĕ
32 Нурлат районĕ Нурлат хули
33 Питреч районĕ Питреч ялĕ
34 Пулă Слободи районĕ Пулă Слободи х.е.п.
35 Саба районĕ Пуян Саба х.е.п.
36 Сарман районĕ Сарман ялĕ
37 Сăпас районĕ Пăлхар
38 Теччĕ районĕ Теччĕ хули
39 Тукай районĕ город Çыранçи Чаллă
40 Тĕлечĕ районĕ Тĕлечĕ ялĕ
41 Çарăмсан районĕ Çарăмсан ялĕ
42 Чистай районĕ Чистай хули
43 Ютазы районĕ Уруссу х.е.п.

Çыхăннипе Интернет

тӳрлет

Кабельсем: Летай (Таттелеком)

Пысăк хуласенче WAN, Дом.ru

Кабельсĕррисем: Летай - 4G*

Мегафон - 3G

Билайн - GPRS

МТС - GPRS

Çав. пекех

тӳрлет

Литература

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Раҫҫей географи ячӗсем. Топонимика сăмахлăхӗ / Поспелов Е.М.. — Мускав: АСТ, Астрель, 2008. — 1500 экз. — ISBN 978-5-17-054966-5, 978-5-271-20728-0 — «Тутарстан, Раҫҫей Федерацин тытӑмӗнче республика»
  2. ^ Раҫҫей Федераци конституцийӗ#5 статья|Раҫҫей Федераци конституцийӗ. Ст. 5, пп. 1, 2
  3. ^ Чӳк, 6 1992 ҫултан Тутарстан Республики конституцийӗ/ 1 Сыпӑк. Тутарстан Республики Патшалӑх Канашӗ. constitution.garant.ru. Тĕрĕсленĕ 21 Раштав уйӑхӗн 2017.
  4. ^ Тутарстан ялавӗсем. www.tatar-history.narod.ru. Тĕрĕсленĕ 21 Раштав уйӑхӗн 2017.
  5. ^ Тутарстан Республики конституцийӗ. çăлкуçран архивланă 22 Ҫурла уйӑхӗн 2011. Тĕрĕсленĕ 8 Авӑн уйӑхӗн 2010.
  6. ^ Ленин В. И. Полное собр. соч. Т. 40, стр. 98.
  7. ^ Закон Республики Татарстан от 7 февраля 1992 года № 1413-XII «Об изменении наименования Татарской Советской Социалистической Республики и внесении соответствующих изменений в Конституцию (Основной Закон) Татарской ССР». çăлкуçран архивланă 13 Кӑрлач уйӑхӗн 2016.
  8. ^ Конституция Республики Татарстан.
  9. ^ Закон Республики Татарстан от 7 декабря 2005 года N 116-ЗРТ «Об административно-территориальном устройстве Республики Татарстан».
  10. ^ Реестр административно-территориальных единиц и населенных пунктов в Республике Татарстан.
  11. ^ Приказ Министерства юстиции Республики Татарстан от 4 февраля 2014 года N 01-02/9 «ОБ УТВЕРЖДЕНИИ РЕЕСТРА АДМИНИСТРАТИВНО-ТЕРРИТОРИАЛЬНЫХ ЕДИНИЦ И НАСЕЛЕННЫХ ПУНКТОВ В РЕСПУБЛИКЕ ТАТАРСТАН» (утратил силу на основании приказа Министерства юстиции Республики Татарстан от 25.01.2019).

Каçăсем

тӳрлет



 
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.