Булгаризм (юхăм)

(Булгаризм ҫинчен куҫарнӑ)

Булгаризм е пăлхаризм — вăтам ĕмĕрсенчи тата авалхи пăлхарсен историне хальхи халăхсемпе (чăвашсемпе, тутарсемпе е тата ыттисемпе) çыхăнтарса çавна паянхи пурнăçра та усă курас туртăмлă идеологи. Ытларах, паллах чăвашсем тата тутарсем хушшинче сарăлнă, анчах идеологие аталантарас текенсем урăх тĕлсенче те пайтах. Çак идеологие тытса пыракансене "булгарист" е "пăлхарçă" теме пулать. Хăйсене хăйсем вĕсем ытларах чухне апла та, капла та каламаççĕ; юхăмне те ятарлă ятпа палăртсах каймаççĕ, — ку вăл пĕтĕмпех сăнаса тăракансен (сăнавçăсен) терминĕсем.

Атăлçи Пăлхарăн пĕр ертсе пыраканĕн (Пĕрремĕш Ибрагимăн) хальхи саманара лартнă палăкĕ (Тутарстан, Елабуга хули).
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Булгаризм (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

Чăваш булгаризмĕ тата тутар булгаризмĕ

тӳрлет

Фактсене пăхсан, ĕлĕк те, халĕ те чăваш булгаризмĕ тата тутар булгаризмĕ пулнине тата пуррине асăнас пулать. Анчах та çак икĕ пулăма ниепле те пĕр ретре тата пĕр шайра асăнма май çук.

Чăваш булгаризмĕн историлле тата ăславла никĕсĕсем пур. Тутар булгаризмĕн унашкал никĕссем çук, — унта экзистенциаллă никĕссем пирки çеç калаçма май пур.

Чăваш булгаризмĕ

тӳрлет

Чăваш булгаризмĕ тени чăваш халăхĕн историйĕ çирĕппĕн Атăлçи пăлхарсемпе çыхăннине палăртса çак чăнлава хальхи пурнăçра усă курнине пĕлтерет.

Чăваш булгаризмĕн теорилле тата историлле никĕсĕсем

тӳрлет
 
Н.И.Ашмарин (1870-1933)

Чăваш булгаризмĕн чăннипех та теорилле тата историлле никĕсĕсем пур. Булгаризм идеологине туса хурасси Атăлçи Пăлхар патшалăхне никĕслекенсем тата кайран унта пурнакансем хушшинче огур чĕлхиллĕ пăлхарсем тĕпре пулнипе тата вĕсем каярахпа чăваша çаврăннипе çыхăннă. Н.И.Ашмаринăн[1] тата ыттисен (А.Ф. Лихачёв[2], В.В. Радлов, И.Н. Смирнов, А.А. Шахма­тов, В.Г. Егоров[3], А.П. Смирнов, Н.А. Баскаков, Б.А. Серебренников[4], В.Ф. Каховский, М.Р. Федотов[5], П.В. Денисов, Б. Мункачи, Ю. Вихман, М. Рясянен, З. Гомбоц[6], Г.Й. Рамстед, Н.Н. Поппе[7], Н.И.Егоров, — малалла та тăсма пулать) ĕçĕсем хыççăн çакă ăслав тĕнчинче тавлашу пулма пăрахнă[8][9][10][11][12][13][14][15][16][17]. Акă мĕн тет Мускаври РАН тытăмĕнчи Чĕлхе пĕлевĕн институтĕнчи А.А.Чеченов[9]:

  Что же касается проблемы булгаро-чувашской этноязыковой преемственности, то в настоящее время её можно считать решённой однозначно и положительно. По крайней мере, все тюркологи-компаративисты, вплотную занимавшиеся этой проблемой, в настоящее время признают чувашский язык единственным живым языком булгарской (или огурской) группы тюркских языков [Рritsak, 1955 Веnzing, 1959, I, 685—694; 695—751; Róna-Таs, Fodor, 1973; Ligeti, 1986; Теkin, 1988; Сеуlаn, 1997; Róna-Таs, 1999; 2011 и др.] C этим положением вынуждены считаться и казанcкие коллеги [Хакимзянов, 1978; 1987; 1987, 32—48 и др.], но всегда с различными оговорками.  

<Куçару: Пăлхар-чăваш этнос тата чĕлхе вĕçевĕçлĕхĕн проблемине илес пулсан вара, вăл ыйту позитивлăн тата иккĕленÿсĕр татăлнă теме пулать. Кирек мĕнле пулсан та, асăннă ыйтупа таччăн ĕçленĕ тюрколог-компаративистсем чăваш чĕлхине пăлхар (огур) ушкăнĕнчи тĕрĕк чĕлхисен чĕрĕ юлнă пĕртен-пĕр пайташĕ тесе шутллаççĕ. [Рritsak, 1955 Веnzing, 1959, I, 685—694; 695—751; Róna-Таs, Fodor, 1973; Ligeti, 1986; Теkin, 1988; Сеуlаn, 1997; Róna-Таs, 1999; 2011 тата ыттисем.] Çакăнпа, ирĕксĕртен пулин те, Хусанти коллегăсем те килĕшеççĕ [Хакимзянов, 1978; 1987; 1987, 32—48 тата ыттисем.], анчах та яланах сăмах купи айне туса.>

Чăваш булгаризмĕ çуралса малалла аталанни

тӳрлет
 
Василий Никитич Татищев (1686-1750), чăваш булгаризмне никĕслекенсенчен пĕри

Чăваш булгаризмĕн пуçĕнче вырăс историкĕ тата патшалăх ĕçлевçи Василий Никитич Татищев (1686-1750) тăрать. Чăвашсем тымар тĕлĕшпе пăлхарсем пулни пирки XVIII ĕмĕрте В. Н. Татищев «История Российская» ĕçĕнче çапла каланă[18]:

<Куçару: Атăл шывĕпе, анатра, Хусан тата Чĕмпĕр уесĕсенче, чăвашсем, авалхи пăлхарсем туллиех.>

<Куçару: Чăвашсем, пăлхар йăхĕнчен, Хусан тĕлĕнче.>

<Куçару: Шур Атăл шывĕпе, анатра, пÿлерсем, е пăлхарсем, тата чолматсем... халĕ вĕсенчен юлнă чăвашсем, кусем Атăл шывĕпе анатра та пайтах.>

<Куçару: Пăлхар йăхĕнчен юлнă чăвашсем.>

Тата çавăн пекех[19]:

<Куçару: Вĕсен [пăлхарсен] саккунĕ брахманла, çÿлерех каланă пек, çак вĕсенчен юлнă юлашкисенче те курăнать, мĕншĕн тесен чунсем пĕр янавартан тепĕр янавара куçнине чăвашсем те ĕненеççĕ.>

Тĕрĕслĕхшĕн тата çакна каламалла. Василий Никитич хăйĕн шухăшĕсем патне мĕнле никĕссем çине таянса пырса тухни паллă мар. Анчах та чăвашла Википедири çак "Булгаризм (юхăм)" статья та историпе мар, чăн малтанах идеологипе çыхăннăскер. Çапла вара асăннă шухăшсем, вĕсен никĕслевĕсем пуррипе çуккине пăхмасăрах , чăваш булгаризмĕ патнелле туртнă.

XIX ĕмĕрте чăвашсене пăлхарсемпе П.И.Шафарик çыхăнтарнă. Çавăн пекех И.Н. Березин ятне асăнас пулать. С.М.Михайлов мухтавлă чăвашăн та чăваш историне Атăлçи пăлхарсемпе çыхăнтарас туртăмсем пулнă[20]. Тата уйрăмах Хусейн Фейсханов тутара асăнмалла: вăл 1863-мĕш çул тĕлне Ылттăн Урта тапхăрĕнчен юлнă чул юпасенче чăваш чĕлхин паллисене тупса палăртнă. А.Н.Попов 1866-мĕш çулта "Пăлхар ханĕсен ячĕсем" текен историлле çăлкуçа ăслава кĕртсен, А.А.Куник та, — 1879-мĕш çулта, — чăвашсене пăлхарсемпе çыхăнтармаллине тавçăрса илнĕ. Булгаризм никĕсне чи пысăк чул хываканĕ, паллах, Н.И.Ашмарин ("Болгары и чуваши", Хусан, 1902), — унăн ăславри ĕçне чăвашсен вĕреннĕ çыннисем (И.Я.Яковлев, И.Н.Юркин, Кури Вантер, Мĕтри Юман тата ыттисем) тÿрех асăрханă, ăша хывнă.

Совет тапхăрĕнчи булгаризм

тӳрлет

1925-мĕш çулта М.Тинехпин "Происхождение чувашского народа" кĕнеки кун çути курать. Маларах, 1921-мĕш çулта, Чăваш наци музейĕ çумĕнче, Чăваш Ене тĕпченекенсен пĕрлĕхне туса хунă. Вăл пĕрлĕх пайташĕсем, çавăн пекех ытти хăшпĕр çынсем те, чăвашсене — пăлхар, Чăваш республикине — Пăлхар республики ят парассине сÿтсе явнă[21]. Чăваш литературинче пăлхар теми анлăн палрма пуçлать. Чăваш театрĕ М.Ф.Юрьевăн "Пулхăр патшалăхĕн юлашки кунĕсем" трагедийĕ тăрăх спектакль лартать.

 
Петĕр Хусанкай

Литературăра, культурăра Пăлхар темине аталантарса халăхра сарас тĕлĕшпе уйрăмах Петĕр Хусанкай пысăк тата нумай ĕç тунă. Мĕн пурнăç тăршшĕпех! Унăн "Кăнтăр кĕввисем", "Хура пĕркенчĕк" ярăмсенчи сăввисем пĕтĕмпех Пăлхар темипе çыхăннă[22]. Ытти ярăмсенче те пур унашкал сăвăсем. "Юлашки пăлхар" поэма та пур Петĕр Хусанкайăн. Тата — вырăсла çырнă "Саркел" поэма[23].

Кун пек хайлавсене çуралма историксемпе публицистсен ĕçĕсем пайтах пулăшнă. М.Тинехпи кĕнекине асăнтăмăр ĕнтĕ. Кунсăр пуçне Турхан Энтрин "Чăваш историне", Кури Вантерĕн "Чăваш халăх историне" асăнмалла. Çеçпĕл Мишшин "Вăрман ачисем" калавĕнчи Атăл паттăр сăнарĕ шăпах Турхан Энтрирен килекен япала тесе шутлаççĕ тĕпчевçĕсем.

 
Митта Ваçлейĕ

Акă мĕн тет тата Митта Ваçлейĕн "Сĕрĕмре" поэминчи лирикăлла геройĕ:

Эп юрласшăнччĕ савнăçлă çемĕ,
Эп пуласшăнччĕ —
Паттăр СЕТНЕР...
Ĕмĕт сÿнчĕ, тăван,
Сисетне?..
Чăн пĕтет-шим пулхăр этемĕ?[24]

Калас пулать, совет саманинче Пăлхар теми "буржуалла национализмла" япала шутланнă. Кирек хаçан та влаç хыттăн айăплама пултарнă. Апла пулин те ун пирки çырас текенсем историксем, публицистсем, сăвăçсем, прозăçăсем, драматургсем хушшинче тупăнсах тăнă. Çавăн пеккисенчен пĕри — Михаил Сениэль. Е тата Геннадий Юмарт хайлавĕсене илсе пăхар (чылайăшне XXI ĕмĕре кĕрсен çырнă, эппин ку ĕнтĕ необулгаризм палли пулать).

1950-мĕш çултанпа уйрăмах йывăр килнĕ чăваш булгаризмне. Шăпах çав çул Мускавра чăваш этногенезĕ тĕлĕшпе ăслав сессийĕ пулса иртет, "автохтонла теори" текеннине кăларса тăратать. Унтан маларах, 1944-мĕш çулхи августăн 9-мĕшĕнче, КПСС Тĕпкомĕн Тутарстан тĕлĕшпе хурлăхпа паллă йышăнăвĕ тухнă, 1946-мĕш çулта Мускаври ăслав сессийĕ тутар историне Атăлçи пăлхарсемпе çыхăнтарассине хăват панă[25]. Чăваш булгаризмĕн кун пек лару-тăрура татăлса çеç анмалла пек ĕнтĕ. Телее, 1956-мĕш çулта Шупашкарта тепĕр ăслав сессийĕ пулса иртет çав ыйтупах, вăл вара Н.И.Ашмарин теорине тĕппипех ребилитацилет[26].

Хальхи вăхăтри чăваш булгаризмĕ (необулгаризм)

тӳрлет
Тĕп статья: Необулгаризм

Тутар булгаризмĕн тата ытти вăйсен калама çук пысăк пусăмне пăхмасăрах, чăваш булгаризмĕ XXI ĕмĕрте те пур, — вăл пурăнать, вилмен.

Кăштах тутар булгаризмĕ пирки

тӳрлет
Тĕп статья: Тутар булгаризмĕ

Историлле сăлтавсем çукрах пулин те, тутарсен те хăйсен историне, тĕпрен илсен, пăлхарсемпе çыхăнтарас туртăмсем пулнă. Вăл туртăм халĕ те сĕвĕрĕлмен-ха.

Кăштах вырăс булгаризмĕ пирки

тӳрлет
Тĕп статья: Вырăс булгаризмĕ

XIX ĕмĕрте хăшпĕр çынсем (Ю.И. Венелин, Д.И. Иловайский, В.М. Флоринский) Атăлçи пăлхарсене славянсенчен тухнă теме пăхнă.

Çавăн пекех пăхăр

тӳрлет

Вуламалли

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Ашмарин Н. И. Болгары и чуваши. Казань, 1902.
  2. ^ Руденко К.А. ВЕЛИКАЯ БУЛГАРИЯ А. Ф. ЛИХАЧЕВА: ПЕРВЫЙ ИСТОРИКО-АРХЕОЛОГИЧЕСКИЙ ДИСКУРС ПО КУЛЬТУРЕ ВОЛЖСКИХ БУЛГАР. — Ученые записки Казанского университета. Серия Гуманитарные науки.2015, Том 157, книга 3.
  3. ^ Егоров В.Г. Введение в изучение чувашского языка. М., 1930.
  4. ^ Серебренников Б.А. К вопросу о действительных взаимоотношениях между чувашским, булгарским и татарским языками // Ученые записки Чувашского НИИЯЛИЭ. Чебоксары, 1956. Вып. 14. С. 6З-75.
  5. ^ Федотов М. Р. Чувашский язык: Истоки. Отношение к алтайским и финно-угорским языкам. Историческая грамматика. Ч., 1996.
  6. ^ Gombocz Zoltan. Die bulgarisch-türkischen Lehnwörter in der ungarischen Sprache. Helsingfors, 1912.
  7. ^ Поппе Н.Н. О родственных отношениях чувашского и тюркско-татарских языков. Чебоксары, (1925);
  8. ^ Димитриев В.Д Об обосновании Н. И. Ашмариным теории болгаро-чувашской языковой и этнической преемственности // Известия Национальной академии наук и искусств Чувашской Республики. — 1996. — № 1. — С. 183—200.
  9. ^ 1 тата 2 Чеченов А.А. ОПЫТ ИСТОРИКО-ГЕНЕТИЧЕСКОЙ ИНТЕРПРЕТАЦИИ ФЕНОМЕНА ПАРАЛЛЕЛЬНОГО ФУНКЦИОНИРОВАНИЯ ДЖОКАЮЩИХ И ЙОКАЮЩИХ ИДИОМОВ В СРЕДНЕМ ПОВОЛЖЬЕ (по материалам языков эпиграфических памятников ХIII—ХIV веков с территории Булгарского улуса Золотой Орды) — Статья сотрудника Института языкознания РАН (г.Москва). // Чувашская письменность: история и современность : Материалы международной научно-практической конференции, 17 июня 2011 г., Чебоксары / Э. Е. Лебедев, Чувашский государственный институт гуманитарных наук .— Чебоксары : Чувашский государственный институт гуманитарных наук, 2012 .— 172 с. — На рус., чуваш. яз. — ISBN 978-5-87677-171-1 — С.12-37.
  10. ^ Егоров Н.И. ТЕОРИЯ БУЛГАРО-ЧУВАШ­СКОЙ ЭТНОЯЗЫКОВОЙ ОБЩНОСТИ. — Электронла чăваш энциклопедири статья.
  11. ^ Erdal M. Die Sprache der Wolgabulgarische Inschriften. Wiesbaden, 1993
  12. ^ Clanson G. Turkish and Mongolian studies. London, 1962.
  13. ^ Benzing J. Das Hunnische, Donaubolgarishe und Wolgabol­garishe // Philologiae Turcicae Fundamenta. Wiesbaden, 1959.
  14. ^ Pritsak O. Die bulgarische Fürstenliste und die Sprache der Pro­tobulgaren. Wiesbaden, 1955.
  15. ^ Rуna-Tas A. Hungarians and Europe in the Early Middle Ages: An Introduction to Early Hungarian His­tory. Budapest, 1999.
  16. ^ Tekin T. Volga Bul­gar Kitabeleri ve Volga Bulgarcasi. Ankara, 1988.
  17. ^ Бешевлиев В. Първобългарите: Бит и култура. София. 1981.
  18. ^ Татищев В. Н. История Российская. — М.; Л., 1962. — Цитаталанă вырăнсем:Т. I. — С. 252.;Т. I. — С. 426.; Т. I. — С. 428.; Т. IV. — С. 411.
  19. ^ Татищев В. Н. История Российская. Часть I. Глава 25.
  20. ^ Михайлов С.М.. Собрание сочинений. Чебоксары, 2004. — С. 15.
  21. ^ Денисов П. В. Этнокультурные параллели дунайских болгар и чувашей / авт. предисл. И. Д. Кузнецов. — Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 1969. — 176 с.: рис
  22. ^ Петĕр Хусанкай. Çырнисен пуххи. 1-мĕш том. Шупашкар. 1997.
  23. ^ Петĕр Хусанкай. Çырнисен пуххи. 3-мĕш том. Шупашкар. 2002.
  24. ^ Ялав, 1988, 10№ (юпа). — 14 С.
  25. ^ Происхождение казанских татар: Материалы научной сессии. — Казань, 1948.
  26. ^ О происхождении чувашского народа: Сб. статей. — Чебоксары,1957. — 132 с.

Каçăсем

тӳрлет


 
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.