Фейзханов Хусейн
Фейзханов Хусейн 1828 çулта Чĕмпĕр кĕпĕрнине кĕрекен Кăрмăш вулăсĕн Сафаджай (Сабачай)[1] ялĕнче (вырăс. Собачий Остров) çуралнă (хальхи Чулхула хутлăхĕ, Пильна районĕ, Красная-Горка ялĕ.). 1866 çулхи утă уйăхĕн 28-мĕшĕнче çĕре кĕнĕ.
Хусаин Фаизханов | |
тут. Хөсәен Фәезханов | |
![]() | |
Çуралнă вăхăт: | 1828 |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Собачий Остров, Курмăш уесĕ, Чĕмпĕр кĕпĕрни, Раççей империйĕ |
Вилнĕ вăхăт: | 1866, çурла, 28 |
Вилнĕ вырăн: | Собачий Остров, Курмăш уесĕ, Чĕмпĕр кĕпĕрни, Раççей империйĕ |
Ăслăх сфери: | тухăçа пĕлекен, историк, археограф |
Ĕç вырăнĕ: | Санкт-Петербургри университет |
Ăсчах хисепĕ: | адъюнкт |
Ăслăх ертӳçи: | Шигабутдин Марджани |
Кунçул, ĕçхĕл
тӳрлетТăван ялĕнче вĕреннĕ. Каярах Хусана пурăнма куçсан аслă мăсăльман пĕлĕвне Шигабудтин Марджани тутар тĕпчевçи патĕнче ăса илнĕ, М. А. Казамбекпа И. Н. Березин ăслăлăхçăсем патĕнче çыруçăра тăрăшнă. Тутар чĕлхисĕр пуçне арапла, персла, турккăлла, вырăсла лайăх пĕлнĕ. Чăваш чĕлхи пĕлĕвĕнче тĕпчевçĕ "Пăлхар вил тăпри çинчи виçĕ çыру палăкĕ" ĕçĕпе палăрса юлнă. Унта вăл Атăлçи Пăлхар эпитафийĕсене чăваш чĕлхи пулăшнипе çеç вуласа ăнланма май пуррине пуринчен те малтан тавçăрса илнĕ. Жан-Франсуа Шампольон Розетта чулне тĕпченипе танлаштарма пулать вăл ку тĕлĕшпе тунă ĕçе.[2]
Ӗçĕсем
тӳрлетАсăрхавсем
тӳрлет- ^ Версии о появлении Сафаджая как селения
- ^ Розеттский камень. 2015 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче архивланӑ.