Хура пĕркенчĕк (сăвă ярăмĕ)

Хура пĕркенчĕкПетĕр Хусанкай (1907-1970) 1926-1927 çулсенче чăвашла çырнă сăвă ярăмĕ.

Хура пĕркенчĕк
Хура пĕркенчĕк
Жанр: сăвă ярăмĕ
Автор: Петĕр Хусанкай
Тăван чĕлхи: чăваш
Хайланă çул 1926-1927
Пичетленĕ: çав çулсенчех (тĕплĕнрех халлĕхе паллă мар)
Уйрăм кăларăм: паллă мар
Куçару: вырăсла

Ярăм кунçулĕ

тӳрлет

Петĕр Хусанкай темиçе çынпа пĕрле[1] 1920-мĕш çулсен иккĕмĕш çурринче кăнтăр енче çулçуревре пулнă. Ашхабадра чухне "Хура пĕркенчĕк" ярăмри сăвăсене çырнă. Кунта Сергей Есенинăн "Персидские мотивы" ярăмĕн тата унăнах ытти хăшпĕр сăввисен вăйлă витĕмĕ пур. Апла пулин те Петĕр Хусанкай ярăмĕ чат чăвашла тата хайъевĕрлĕхлĕ.

Хусанта тухса тăнă "Утăм" альманахра малтанхи хут пичетленнĕ. Кайранхи пичетлевсене автор улшăнусем кĕртнĕ-и, çук-и — ку паллă мар, мĕншĕн тесен ыйтăва тĕпчемен. Çиелтен çеç визуаллă майпа тишкерни çакна кăтартать: улшăнусем пур пулсан та, вĕсем нумаях мар.

Хавхалану çăлкуçĕ

тӳрлет

Петĕр Хусанкая "Хура пĕркенчĕк" ярăма çырма хавхалантараканни — Наталия Осиповна Павлова. Вăл 1900-мĕш çулта хальхи Елчĕк районĕнчи Тускел ялĕнче çуралса ÿснĕ. 1921-мĕш çулхи выçлăх вăхăтĕнче ялтан тухса кайнă. Юлашкинчен Ашхабада пырса тухнă. Çулçÿревре чухне Петĕр Хусанкай шăпах ун патĕнче хваттерте пурăннă.

1968-мĕш çулта поэт ыйтнипе унăн тусĕ Петĕр Чичканов çав çынпа, "Ухиме аппа" текенскерпе, Ашхабад хулинче курса паллашнă, каярахпа ятарлă статья пичетлесе кăларнă[2]

Асăннă статьяна тимлĕн вуласан çакă курăнать. Çамрăк Петĕр Хусанкайпа асăннă çын хушшинче темле романтикăлла çыхăнусем пулнă тесе шутламалла мар-тăр. Е, шутласан та, çирĕплетсех калама чăнлавсем çителĕксĕр. Анчах та вăл тата унăн сăнарĕ сăвăçшăн хавахалану çăлкуçĕ пулни пĕрре те иккĕлентермест. Кĕскен калас-тăк, муза.

Н.О.Павлован 1968-мĕш çул хыççăнхи пурнăçĕ паллă мар.

Çавăн пекех

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Халлĕхе йышра камсем пулнине тĕпĕ-йĕрĕпех палартайман-ха.
  2. ^ Чичканов П.Н. "Ашхабад тăрринче çутă çăлтăр..." — Ялав, 1988, 1№. — 28-29 С.

Каçăсем

тӳрлет