Юрьев Михаил Фёдорович

Юрьев Михаил Фёдорович, (1899-мĕш çулхи чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕ, Чăваш Енĕн Вăрмар районĕнчи Кавал ялĕ - 1962 çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕ, Кавалта вилнĕ, ăçта пытарни паллă мар) — режиссёр, актёр, драматург, киносценарист, çыравçă.

Юрьев Михаил Федорович
Юрьев Михаил Федорович
Çуралнă чухнехи ят: Юрьев Михаил Федорович
Çуралнă вăхăт: 1893, чӳк, 1
Çуралнă вырăн: Кавал ялĕ, Вăрмар районĕ, Хусан кĕперни, Раççей империйĕ
Вилнĕ вăхăт: 1962 çул, çу, 7
Вилнĕ вырăн: Кавал, РФ
Професси: режиссёр, актёр, драматург, киносценарист, çыравçă
Гражданлăх:
Хастар çулсем: 1920-1930
Театр: Чăваш патшалăх К. Иванов ячĕллĕ академи драма театрĕ

Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ

тӳрлет

Михаил Фёдорович Юрьев — вырăс килйышĕнче çуралса ÿссе çитĕннĕ; урăхла каласан, унăн ашшĕ те, амăшĕ те вырăссем пулнă; вĕсем Кавал ялне Чулхула енчен куçса килнĕ[1]. Килйышра Михаил Фёдорович чи асли пулнă. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕ пĕрин хыççăн тепри тенĕ пек ачисене ура çине тăратаймасăрах вилсен, пĕтĕм йывăр çĕклем ун çине тиеннĕ.

Хусан патшалăх университетĕнче вĕреннĕ. 1921-мĕш çултанпа, И.С.Максимов-Кошкинский чĕнсе илнĕ хыççăн, чăваш театрĕнче ĕçлеме пуçланă. 1922-1926-мĕш çулсенче чăваш театрĕн тĕп режиссёрĕ пулнă. Çак вырăнтан ăна аслă пуçлăхсем хушнипе, — "Пулхӑр патшалӑхӗн юлашки кунӗсем" трагедие тата спектакле национализмла тесе хытă тиркенĕ хыççăн, — кăларса янă. Ун хыççăн "Чăвашкино" студире ĕçленĕ. Петĕр Хусанкайпа тата Хумма Çеменĕпе пĕрле кăнтăрти тăрăхсенче çулçÿревре пулнă. 1933-1936-мĕш çулсенче Патăрьелĕнчи, Вăрмарти, Канашри кинобазăсене ертсе пынă. Аслă Атилĕх вăрçинче — фронтри хаçат корреспонденчĕ. Юлашки çулĕсенче еплерех пурăнни уçăмлах мар. Виличчен кăшт маларах, 1958-мĕш çулта Чăваш кĕнеке палатине кайнă, спецхранта выртакан "Пулхӑр патшалӑхӗн юлашки кунӗсем" кĕнекене хăйне кăтартма ыйтнă. Унăн ыйтăвне тивĕçтермен.

Пултарулăх ĕçĕсем

тӳрлет
  • Юрьев, М. Ф. Пулхӑр патшалӑхӗн юлашки кунӗсем : 5 пайлӑ, прологпа эпилоглӑ, историлле трагеди / М. Ф. Юрьев. - Шупашкар : Чӑваш Республикин кӗнеке кӑларакан уйрӑмӗ, 1925. - 77 с.
  • "Иртнĕ кунсен асапĕ" драма. Ăçта тата хăçан пичетленсе тухни паллă мар.

Вуламалли

тӳрлет
  • Долгов-Кавалсем, В. H. В. Hикольский вĕренекенĕн пултарулăхĕ / В. Долгов-Кавалсем // Хыпар. – 2004. – 28 юпа.
  • Долгов-Кавалсем, В. Чĕрем çунать тăван çĕршывшăн... / В. Долгов-Кавалсем // Хыпар. – 1999. – 2 чӳк.
  • Изоркин, А. Атăлçи Пăлхара кам тĕп тунă? / А. Изоркин // Хыпар. – 1996. – 14 çурла.
  • Кавалсем, В. Пĕр ялтан – тăватă çыравçă / В. Кавалсем // Хыпар. – 1993. – 24 çĕртме.
  • Кавалсем, В. Юрьевпа Юрьев тĕл пулсан / В. Кавалсем // Ялав. – 1991. – № 7. – С. 28.
  • Кавалсем, В. Юрьевсем / В. Кавалсем // Хыпар. – 1993. – 17 раштав.
  • Моклаков, Г. Чӑваш аваллӑхӗн сасси / Г. Моклаков // Хыпар. – 2008. – 30 ҫу. – С. 3.
  • Родионов, В. Вăхăт ятсене çĕнĕрен çĕклет / В. Родионов // Тăван Атăл. – 2005. – № 9. – С. 47-49.
  • Тихонов, П. Кавал тĕлĕнтермĕшĕ / П. Тихонов // Хыпар. – 1999. – 6 чӳк. – С. 6.
  • Долгов, В. Е. Юрьев Михаил Федорович / В. Е. Долгов // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2011. – Т. 4 : Си-Я. – С. 697.
  • Ялгир, П. Юрьев Михаил Федорович // Ялгир, П. Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. – Чебоксары, 2005. – С. 149.
  • Якимова (Афанасьева) Е. Р. ЗАРОЖДЕНИЕ ЖАНРА ИСТОРИЧЕСКОЙ ТРАГЕДИИ В ЧУВАШСКОЙ ДРАМАТУРГИИ.//// Вестник Чувашского государственного педагогического университета им. И. Я. Яковлева.. 2014. № 1(81). C.85-88 — УДК 821.512.111.09

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Шел пулин те çак фактсене çирĕплетекен çăлкуçсем халлĕхе ал айĕнче çук-ха. Вĕсене тупас тесен В. Долгов-Кавалсем таврапĕлÿçĕ çырнисене тепĕр хут тĕплĕн пăхса тухас пулать. Е М.Ф,Юрьев ентешĕсенчен, тăванĕсенчен, тăхăмĕсенчен тĕплĕн ыйтса пĕлмелле.

Каçăсем

тӳрлет