Финн чĕлхи

(Финн чěлхи ҫинчен куҫарнӑ)

Финн чĕлхи (финла - suomen kieli [суомен киели]) — финн-угор ушкăнне кĕрекен чĕлхе. Финн сыпăкне тытăмлать. Финляндире швед чĕлхипе пĕрле патшалăх чĕлхи шутланать. Калаçакан хисепĕ - 5 млн яхăн. Финн чĕлхи нумай вырăнти калаçуран тăрать. Диалект хисепĕ вунна яхăн. Вĕсем икĕ тĕп пая пайланаççĕ: анăç тата тухăç калаçăвĕсем.

Фи́нн чĕлхи
Тăван ячĕ: suomi
Патшалăхсем: Финлянди, Швеци, Эстони, Норвеги, Раççей (Карели, Санкт-Петербург, Мари Эл, Ленинград облаçĕ)
Официаллă статус: Финлянди Финлянди
Европа пĕрлешĕвĕ Европа пĕрлешĕвĕ

Регионти е вырăнти официаллă чĕлхе:
Швеци Швеци
РФ:

Рейтинг: 52
Классификаци
Категори: Еврази чĕлхисем
Урал çсемьи
Финн-укăр турачĕ
Атăлçи финн ушкăнĕ
Балтиçум-финн кĕçĕн ушкăнĕ
Çырулăх: латиница (финн алфавичĕ)
Чĕлхе кочĕсем
ISO 639-1: fi
ISO 639-2: fin
ISO 639-3: fin
Çавăн пекех пăхăр: Проект:Лингвистика

Хальхи литература чĕлхи XIX ĕмĕр пуçламăшĕнче йĕркеленнĕ. Фонетика тĕлĕшĕнчен уçă сасă тĕрлĕлĕхĕпе тата тăтăшлăхĕпе палăрса тăрать: 8 монофтонг, 8 вăрăм монофтонг тата 16 дифтонг. Янравлă хупă сасăсем тĕпрен илсен ют чĕлхерен йышăннă лексикăра тĕл пулаççĕ. Сибилянтран [с] фонема кăна тĕл пулать. Пусăм пуçламăш сыпăка туртăнать. Грамматика енчен несĕл категорийĕ çуккине палăртмалла. Пĕтĕмпе 15 падеж. Подлежащипе определени килĕшĕвĕ аталаннă. Камăнлăх категорийĕ уйăраççĕ. Синтаксисĕ нимĕç-акăлчан чĕлхинни евĕр. Çав вăхăтрах хабио-глагол çуккипе палăрса тăрать.

ISO 639 стандартĕнче ку чĕлхен кочĕсем: fi, fin.

Сарăлни

тӳрлет
 
     Финн чĕлхин официаллă статус.      Финн чĕлхипе пурăнан халăхăн чылайрахăшĕ калаçать.

Фине чĕлхипе Финляндире пурăнан çын (92 %), çаплах Швецире тата Норвегире пурăнаканнисем, АПШ, Эстони, Раççей (ытларах Ленинград облаçенче тата Карелире) территоринче пурăнан финнсем усă кураççĕ.

Финн чĕлхи Финлянди официаллă шутланать, çаплах ăна Швецири сахалрахăшăн чĕлхи вырăнне шутлаççĕ (виçеллĕ финн чĕлхи те, меянкиели те финсем вырнаçнă Турнедален облаçĕнче).

Раççей финнĕсен йышне хальхи Ленинград облаçне XVII ĕмĕрте куçса килнĕ ингерманландсем кĕреççĕ. Çаплах финсем Карелире пурăнаççĕ, унти вăтăр шкулта финн чĕлхине ютçĕр чĕлхи вырăнĕнче вĕренеççĕ. Карелире финн чĕлхине, карел тата вепс чĕлхисемпе пĕрле, наци чĕлхи шайне йышăннă. 2013 çултанпа финн чĕлхи раççей шкулĕсенче ютçĕр чĕлхи статусĕпе иккĕмĕш класранах вĕренме пулать[1].

Чăваш чĕлхипе çыхăнăвĕ

тӳрлет

Чăваш чĕлхипе çыхăнура пулман. Çавах вăл е ку пĕр пеклĕх пуррине асăнмалла. Тĕслĕхрен,

  • ыйту парасси ятарлă татăк пулăшнипе пулса пырать.
  • Кам ыйтупа çын кăна ыйтăнать, чĕр чун таврашĕн ыйтăвĕ - мĕн.
  • Сайра-хутра пĕр пек сăмах тĕл пулать: humala [хумала] хăмла, jumala [йумала] юмăç (финла: турă), voima [войма] вăй, "pirtti" [пиртти] пӳрт т. ыт. те. Ахăртнех, ку чăвашпа юнашар пурăнакан ирçе-çармăс витĕмĕпе пулăннă пĕр пеклĕх.
  • Сăмахăн пĕрремĕш сасă хупă пулсан, янравлă пулаймасть: panki банк (чăвашсем те "панк" теççĕ).
  • Иккĕшĕн ф сасси çукччĕ. ун вырăнне халăх в каланă.

Тĕпчевçĕсем

тӳрлет

Чăваш чĕлхине тĕпченĕ тата хальхи вăхăтра тĕпчекен финн чĕлхеçисем: М. А. Кастрен, А. Альквист, Х. Паасонен, Ӳ. Вихманн, М. Рясянен, Г. И. Рамстедт, Й. Луутонен, А. Мойсио тата ыттисем

Финн-чăваш сăмахсарĕ

тӳрлет

2007 çулта Турку хулинче финла-чăвашла сăмахсар (Tšuvassilais-Suomalainen sanakirja, ISBN 951-29-3349-7)тухрĕ. [1] 2011 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗнче архивланӑ. [2] 2007 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗнче архивланӑ.Авторĕсем: Арто Мойсио (Финлянди чĕлхисене тĕпчекен центрĕн пуçлăхĕ), Йорма Луутонен (Атăлçи чĕлхисене тĕпчевçи), Эдуард Фомин (ЧПУн чăваш чĕлхин кафедринчи вĕрентекенĕ). Сăмахсарта 8 пин чи кирлĕ сăмах. Хатĕрленĕ май, Г.А. Дегтярев, М.И. Скворцов, А.А. Алексеев, И.П. Павлов ĕçĕсене усă курнă.

Вуламалли

тӳрлет
  • Китиков А. Е. Финские пословицы и поговорки // Пословицы и поговорки финно-угорских народов. — Йошкар-Ола: Мари кĕнеке издательстви, 2004. — 336 с. — 2400 экз. — ISBN 5-7590-0910-9

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Финский язык будет возможно изучать в российских школах уже со второго класса // Yleisradio Oy телерадио компанин сайчĕ. Novosti po-russki. — 26 çурла 2013.(2013 çулхи Ҫурла уйӑхӗн 26-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.)

Каçăсем

тӳрлет
 
Wikipedia
Википедин [[:{{{code}}}:|fi уйрăмĕ]].
 
«Викисăмахсар» логотипĕ

Шаблон:Швецири чĕлхесем тата диалектсем Шаблон:Раççейри патшалăх чĕлхисем