Павлов Иван Павлович

Павлов Иван Павлович (23.8.1928, Чулкаç ялĕ, Элĕк районĕ, Чăваш Ен, РСФСР, ССРП — 20.7.2002, Шупашкар, Чăваш Ен, РФ) — чăваш чĕлхеçи, филологи ăслăхĕсен кандидачĕ, доцент, шкулти вĕренӳ кĕнекисемпе методика кăтартăвĕсен авторĕ. Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ вĕрентӳçи[1].

Иван Павлов
Çуралнă чухнехи ят: Павлов Иван Павлович
Çуралнă вăхăт: 1928, авăн, 23
Çуралнă вырăн: Чулкаç ялĕ, Элĕк районĕ, Чăваш АССР, РСФСР, ССРП
Вилнĕ вăхăт: утă, 20, 2002
Вилнĕ вырăн: Шупашкар Чăваш АССР, РСФСР, ССРП
Ĕçлев тĕсĕ: филолог, методист
Тĕлĕ: чăваш филологийĕ

Биографи

тӳрлет

1928 çулхи çурла уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи Чулкаç ялĕнче çуралнă.

1942-1945 çулсенче Калининăри педагогика училищинче, 1945-1949 çулсенче Чăваш педагогика институтĕнче вĕреннĕ. Аслă пĕлӳ илнĕ хыççăн ăна ССРП Ăслăхсен академийĕн Чĕлхе ăслăлăхĕн ининститучĕн аспирантурине вĕренме янă, 1953 çулта «Деепричастия в чувашском языке и их синтаксические функции» темăпа кандидат диссертацине ăнăçлă хӳтĕлесе Шупашкара ăслăлăх тĕпчев институтне ĕçлеме таврăннă. Кунта вăл 1957 çулччен ĕçленĕ, чăваш грамматикин хăш-пĕр ыйтăвĕсем пирки республикăра ирттернĕ дискусси материалĕсене пĕтĕмлетес ĕçе активлă хутшăннă. 1957—1967 çулсенче Иван Павлов Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче, 1967—1971 çулсенче Чăваш патшалăх университетĕнче чăваш чĕлхине вĕрентнĕ. 1971 çултан пуçласа пенсие тухичченех Чăваш патшалăх гуманитари ăслăхĕсен институчĕн чĕлхе пайĕнче чăваш литература чĕлхин ăслăлăх грамматикине çырас тĕлĕшпе ĕçленĕ.

2002 çулхи утă уйăхĕн 20 Шупашкарта вилнĕ.

Ăслăхри ĕçĕсем

тӳрлет

Иван Павлов — чăваш чĕлхи ăслăлăхĕн морфонологи пайне никĕслекенĕ. Синтаксис ыйтăвĕсемпе те унăн статйисем тăтăшах пичетленсе пынă. Чăваш лексикографийĕн юлашки 30—40 çул хушшинчи çитĕнĕвĕсенче унăн тӳпи пысăк: вăл орфографи, вырăсла-чăвашла, чăвашла-вырăсла сăмахсарсем хатĕрлес ĕçе активлă хутшăннă авторсенчен пĕри. Тĕпчевçĕ паллă чĕлхеçĕсен (Н.И.Золотницкин, Н.И.Ашмаринăн, Ф.Т.Тимофеевăн, Т.М.Матвеевăн, А.И.Васильевăн) пурнăçĕпе ăслăлăхри ĕçĕ-хĕлне тишкерес тĕлĕшпе те нумай вăй хунă.

Иван Павлов — шкулсем валли пичетленсе тухнă чăваш чĕлхи вĕренӳ кĕнекисен, методика кăтартăвĕсен авторĕ те. Унăн чăваш шкулĕсенче вĕрентмелли фонетикăпа морфологи вĕренӳ кĕнеки 15 кăларăмпа пичетленсе тухнă.

Ӗçĕсем

тӳрлет
  • Хальхи чăваш литература чĕлхи. Морфологи. Ш., 1965;
  • Н.И.Золотницкий пурнăçĕпе ĕçĕсем. Ш., 1958;
  • Краткий очерк морфонологии современного чувашского языка // Чувашский язык, литература и фольклор. Сборник статей ЧНИИ. Вып. 4. Ч., 1974; // Чувашский язык и литература. Труды ЧНИИ. Вып. 53. Ч., 1975;
  • Чăваш чĕлхинчи падежсем çинчен // Учен. зап. ЧНИИ. Вып. 22. Ч., 1963.

Вуламалли

тӳрлет
  • Сергеев Л.П. Тăван чĕлхемĕр тĕпчевçи (И.П.Павлов 50 çул тултарнă май) // «Тăван Атăл». 1978. 8 №.;
  • Ефимов Ю.Ф. Паллă чĕлхеçĕ, ăста педагог. И.П.Павлов çуралнăранпа 60 çул çитнĕ май // Хыпар. Чĕлхе тĕпчевçи Иван Павлов. Ш., 1998.
  • Чӗлхе тӗпчевҫи Иван Павлов : сб. / Л. П. Сергеев пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар : Чӑв. патш. гуманитари ӑслӑлӑх институчӗ, 1998. — 39 с.
  • Горшков, А. Е. И. П. Павлов ӗҫӗсенчи пуплев культурин ыйтӑвӗсем / А. Е. Горшков // Чӑваш чӗлхипе литератури : теори тата методика. Шупашкар, 2009. — 8-мӗш кӑларӑм. — С. 6-13.
  • Дегтярев, Г. А. Иван Павлович Павлов / Г. А. Дегтярев // Чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗ. — Шупашкар, 1999. — С. 179-183.
  • Дегтярев, Г. Манӑн Иван Павлович / Г. Дегтярев // Хыпар. — 2008. — 25 чӳк. — С. 4.
  • Дегтяров, Г. А. Чӑваш чӗлхин нӳкерӗ / Г. А. Дегтярев // Халӑх шкулӗ = Народная школа. — 2018. — № 4. — С. 37-39.
  • Дегтярев, Г. А. Чӗлхе лаҫҫинчи пурнӑҫ / Г. А. Дегтярев // Хыпар. — 2003. — 18 раштав.
  • Леонтьева, З. Тӑван чӗлхемӗр ӑсчахӗ / З. Леонтьева // Пурнӑҫ ҫулӗпе (Элӗк районӗ). — 2008. — 25 юпа.
  • Никифоров, Г. Кун-ҫулне тӑван чӗлхене халалланӑ : паллӑ чӗлхеҫӗ Иван Павлов ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнӗ май / Г. Никифоров // Тӑван Атӑл. — 2018. — № 8. — С. 56-57 : сӑн ӳкерчӗк.
  • Павлов, И. П. Шухӑшра — тӑван чӗлхе, ҫӗнӗ ӗмӗтсем / И. П. Павлов ; E. Глухова калаҫнӑ // Хыпар. — 1998. — 21 ҫурла.
  • Сергеев, В. И. И. П. Павлов тӗпчевӗсенчи деепричасти ыйтӑвӗ / В. И. Сергеев // Чӑваш чӗлхи: ӗнер, паян, ыран. — Шупашкар, 2010. — С. 179-186.. — См. текст
  • Федоров, М. Ф. И. П. Павлов академик / М. Ф. Федоров // Федоров, М. Ф. Тӗпчевсем / М. Ф. Федоров. — Шупашкар, 2005. — С. 223-227.
  • Федотов, Г. Паллӑ чӗлхеҫӗ ҫинчен / Г. Федотов // Хыпар. — 1998. — 17 юпа. — С. 6.
  • Дегтярев, Г. А. Павлов Иван Павлович / Г. А. Дегтярев // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2009. — Т. 3 : М-Се. — С. 356.. — См. текст
  • Ефимов, Л. А. Павлов Иван Павлович / Л. А. Ефимов // Аликовская энциклопедия. — Чебоксары, 2009. — С. 400-401.
  • Павлов Иван Павлович // Ученые и сотрудники Чувашского государственного института гуманитарных наук: 1930-2005. — Чебоксары, 2005. — С. 122.
  • Павлов Иван Павлович // Ученые Чувашского государственного педагогического университета им. И. Я. Яковлева. — Чебоксары, 2005. — С. 258-259.
  • Павлов Иван Павлович // Ученые Чувашского государственного педагогического университета им. И. Я. Яковлева. — Чебоксары, 2010. — С. 303.
  • Хузангай, А. П. Павлов Иван Павлович / А. П. Хузангай // Краткая чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2001. — С. 311.
  • Хузангай, А. Полвека в чувашском языкознании / А. Хузангай // Чӑваш ен. — 1998. — 29 авг. — 5 сент. (№ 34). — С. 7.

Асăрхавсем

тӳрлет