Васильев Алексей Ильич
Васильев Алексей Ильич, — чăваш чĕлхи тĕпчевçи, педагог-методист. 1886 çулта Самар кĕперниĕнчи (халĕ Самар облаçĕн Шунталлă районĕ) Емелкке Таяпи ялĕнче çуралнă. 1956 çулта Шупашкарта вилнĕ.
Статьяна капăрлатмалла. Эсир проекта пулăшма пултаратăр. Ӳкерчĕксене тата капăрлатусене Википеди йĕркисемпе татăçуллă хайласа кĕртме пултаратăр.
Капăрлатусене шырас тесен:
|
Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ ятне тивĕçлĕ пулнă.
Пурнăçĕ
тӳрлетШунталлăри икĕ класлă училищĕрен вĕренсе тухнă хыççăн пĕр тапхăр вĕрентекен пулса, 1920—1928 çулсенче Турай ялĕнчи икĕ сыпăклă шкулта директор пулса ĕçленĕ. Чĕмпĕрти педтехникумра чăваш чĕлхи вĕрентнĕ. Аспирантурăра вĕреннĕ. Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче ĕçленĕ. Алексей Васильев «Чăваш чĕлхинчи ыйтуллă пуплевсем», «Некоторые материалы к вопросу исследования орфографического режима чувашских переводов», «Вопросы чувашской орфографии» тĕпчев ĕçĕсем чĕлхе ăслăлăхĕнче паллă йĕр хăварнă.
Алексей Васильев вăтам шкулта чăваш чĕлхин фонетикипе морфологине вĕрентмелли вĕрентӳ кĕнекисен авторĕсенчен пĕри. Ку кĕнеке 12 кăларăмпа пичетленсе тухнă.
Вуламалли
тӳрлетКаçăсем
тӳрлет
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |
Çак статьяра çăлкуç каçисене пĕлтермен. Информаци тĕрĕссине кăтартакан çăлкуç пулмалла, унсăрăн ăна кăларса пăрахма та пултараççĕ.
Эсир çак статья валли сумлă çăлкуç тупса хушма пултаратăр. |