Паасонен Хайкки

Хайкки Па́асонен (финн. Heikki Paasonen; кăрлач, 2, 1865çурла, 24, 1919, Гельсингфорс) — финн чĕлхе пĕлевçи, фольклорист тата этнолог.

Хайкки Паасонен
финн. Heikki Paasonen
Çуралнă вăхăт: 1865 кăрлач, 2
Çуралнă вырăн: Eastern Finland Regional State Administrative Agency
Вилнĕ вăхăт: 1919, çурла, 24
Вилнĕ вырăн: Хельсинки
Патшалăх:

Финлянди Финлянди

Ăслăх сфери: чĕлхе пĕлĕвĕ, фольклор, этнографи
Ĕç вырăнĕ: Хельсинкски университечĕ
Ăсчах степенĕ: Филологи тухтăрĕ
Ăсчах хисепĕ: Профессор
Паасоненăн чăвашла сăмахсарĕн турккăлла куçарăвĕ

1865 çулхи кăрлачăн 2-мĕшĕнче Финляндире çуралнă.

Хельсинки университетĕнче ĕçленĕ.

1919 çулхи çурла уйăхĕн 24-мĕшĕнче вилнĕ.

Финн-угр чĕлхисене тĕпченипе пĕрлех чăваш чĕлхипе те интересленнĕ. Икĕ хутчен чăвашсем патĕнче пулса чĕлхепе этнографи тата фольклор материалĕсене пухнă. Мордва чĕлхисенчи тĕрĕк сăмахĕсене ятарлă тĕпченĕ, вĕсем хушшинче 20 ытла авалхи чăваш сăмахне çырса кăтартнă. Тĕпчевçĕ шухăшĕпе, ку сăмахсем мордва чĕлхисене XIII ĕмĕрччен кĕрсе çирĕпленме пултарнă.

Хайкки Паасонен чăваш лексикине пухса 1950 çулта чăвашла-венгрла-нимĕçле словарь пичетлесе кăларнă. Турккăлла куçарса Стамбулта пичетлесе кăларнă. Хăй вăхăчĕшĕн ку питех те паллă тата пуян словарь шутланнă, унпа тĕпчев ĕçĕсенче сахал мар чĕлхеçĕ усă курнă. Тĕслĕхрен, Джон Крюгер хăй Chuvash Manual чăвашла вĕренмелли кĕнекере Паасонен пухнă чăваш юмахĕсене, ваттисем каланине тăтăшах усă курать. Паасонен хăй пухнă материала та, çав вăхăтра пичетленсе тухнă сăмахсăрсемпе кĕнекесенчен илнĕ сăмахсене те кĕртнĕ. Вĕсен пĕлтерĕшĕсене те, этимологине те çырса кăтартнă, çавна пула словарь пĕлтерĕшĕпе пахалăхĕ, унашкал ытти ĕçсемпе танлаштарсан, пысăк пулни тӳрех курăнать. Словарьте пурĕ вçĕ пин сăмаха яхăн, вĕсене пурне те каярахпа Н.И.Ашмарин хăйĕн 17 томлă «Чăваш сăмахĕсен кĕнекине» кĕртнĕ.

Чăваш чĕлхи ăслăлăхĕнче Хайкки Паасонен тĕпчевĕсем хăйсен пĕлтерĕшне паян кун та çухатман.

Литература

тӳрлет
  • Федотов М.Р. Исследователи чувашского языка. Ч., 1987.
  • Paasonen, Heikki. Gebräuche und Volksdichtung der Tschuwassen. edited by E. Karabka and M. Räsänen (Mémoires de la Société Finno-ougrinenne XCIV), Helsinki, 1949.
  • Paasonen, H., Csuvas Szójegyzék. Budapest, 1908
  • Paasonen, H., Çuvaş Sözlüğü, Türk Dil Kurumu, İstanbul, 1950.

Каçăсем

тӳрлет