Сăмахсар

(Словарь ҫинчен куҫарнӑ)

Сăмахсар, — чĕлхери сăмах йышне çырса кăтартакан кĕнеке. Синонимлă терминсем: словарь, сăмах пуххи, сăмах кĕнеки, лексикон, глоссарий.

Чӑваш чӗлхин ӑнлантаруллӑ сӑмах кӗнеки. Тулĕ.

Компьютер техники аталланнă май электронлă тата онлайн словарьсем вăйлă сарăлаççĕ.

Лингвистика сăмахсарĕсем

тӳрлет
 
Сăмахсар

Сăмахсарсене икĕ пысак ушкăна уйăраççĕ: лингвистика, е чĕлхе сăмахсарĕсем тата энциклопедиллĕ сăмахсарсем.

Лингвистика сăмахсарĕсем сăмах пĕлтерĕшне, унăн грамматика паллине, мĕнле çырмалли-каламаллине тата ыттине те çырса кăтартаççĕ, урăхла каласан сăмахсарĕн ку тĕсĕ сăмахпа çыхăннă, вĕсен тĕп объекчĕ сăмах шутланать.

Тĕллевне кура лингвистика словарĕсем тĕрлĕрен пулаççĕ:

  • куçару,
  • тӳнтер,
  • ăнлантаруллă,
  • терминологи,
  • орфографи,
  • орфоэпи,
  • этимологи,
  • фразеологи,
  • синонимсемпе омонимсен,
  • антонимсен словарĕсем.

Вырăнти калаçу сăмахĕсен сăмахсарĕсем те пур.

Лингвистика сăмахсарĕсен материалне пĕр чĕлхепе те, темиçе чĕлхепе те çырса кăтартаççĕ. Ик чĕлхепе çырнă сăмахсарсен шутне куçару сăмахсарĕсем кĕреççĕ, тĕслĕхрен, чăвашла-вырăсла, вырăсла-чăвашла словарьсем. Тӳнтер сăмахсар, ăнлантаруллă сăмахсар, орфографипе орфоэпи сăмахсарĕсем — пĕр чĕлхе словарĕсем.

Энциклопедиллĕ сăмахсарсем

тӳрлет

Энциклопедиллĕ сăмахсарсен шутне тĕрлĕ япаласемпе пулăмсене, ĕçсемпе пулăмсене, тĕрлĕ ăнлавсене ăнлантарса паракан сăмахсарсем кĕреççĕ. Ку йышши сăмахсарсене япала ячĕсене тата япала ячĕллĕ сăмах майлашăвĕсене (япала ятне ăнлантаракан сăмахсемпе пĕрле), пайăр ятсене кĕртеççĕ. Энциклопедиллĕ сăмахсарсенче тĕрлĕ иллюстрацисем (ӳкерчĕксем, таблицăсем, диаграммăсем) параççĕ.

Чăваш энциклопедиллĕ сăмахсарсем шутне «Моргаушский район. Краткая энциклопедия», «Писатели Чувашии» энциклопедиллĕ сăмахсарсем кĕреççĕ.

Çав. пекех

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет

Литература

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет

Шаблон:Сăмахсарсем