Касанла (выр. Казанла) — Сарăту облаçĕн Пасарлă Карабулак районĕнчи ял, нумайрах чăвашсем пурăнаççĕ. Ку пурăнакан вырăн — районти пĕртен-пĕр чăваш ялĕ темелле мар. Истори тĕлĕшпе пăхсан та, хальхи тăрăмпа та чăваш ялĕсем татах пур (пулнă). Çапах та вĕсем çывăхра маррине палăртасах пулать. Çак районти Ăвăс, Ĕшнеуй, Шурту ялĕсем те, Хвалынски районĕнчи Çĕньялпа Вольски районĕнчи Калманттай та çывăхра мар. Атăлăн сылтăм çыранĕн тăрăхĕнче Касанларан кăнтăрарах урăх чăваш ялĕсем çук. Эппин, кунта хăйне майлă географилле чикĕ.

Ял
Касанла
Касанла
Ялав Герб
Ялав Герб
Патшалăх Раççей
Федераци субъекчĕ Сарăту облаçĕ
Муниципаллă район Пасарлă Карабулак
Ял тăрăхĕ Хватовка
Координатсем 52°16′43″ с. ш. 46°38′32″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Шалти пайлану урамсем (11)
Ял  Ял
Наци йышĕ чăвашсем
Конфесси йышĕ православсем
Этнохороним касанласем
Вăхăт тăрăхĕ UTC+4
Телефон кочĕ +7 +7 845 91
Почтă индексĕ 412621
Автомобиль кочĕ 64, 164
ОКАТО кочĕ 63 206 835 001
Касанла (Раççей)
Точка
Касанла (Сарăту облаçĕ)
Точка

Ял йышĕ тата тытăмĕ

тӳрлет

2002-мĕш çулта 1182 , 2010-мĕш çулта 1041 çын пурăннă[1]. Ытти вăхăтсенче халăх йышĕ еплерех пулнине электронла чăваш энциклопедирен пĕлме пулать[2]: 1709 – 77 çын; 1717 – 112 çын; 1745 – 173 арçын; 1762– 368 çын; 1782 – 549; 1858 – 1451; 1885 – 2071; 1911 – 3299; 1921 – 2681; 1989 – 1333; 2000 – 1332 çын.


Ялта 11 урам. Вĕсен вырăсла ячĕсем çакăн пек: Вишневая улица, Заречная улица, Зеленая улица, Интернациональная улица, Коммунистическая улица, Комсомольская улица, Красноармейская улица, Крестьянский переулок, Улица Куйбышева, Улица Ленина, Молодежная улица, Первомайская улица, Пугачевский переулок, Садовая улица, Советская улица, Улица Чапаева, Переулок Энтузиастов[3]. Чăвашла ячĕсем паллă мар.

Истори

тӳрлет

"У истока" текен вырăсла сайтра çапла çырнă[4]:

  Говоря о времени основания села, во всех описаниях растолковывается по разному и довольно в широких пределах: от времён и конкретно 1670 год, 1680год, конец 17 века и начало 18 века. А вот в результате множества математических вычислений по данным ревизий и переписей населения (по приросту населения от переписей и до переписей) достоверно установлено время основания села Казанла в период с 1600 по 1649 годы, т. е. Не позднее 1650 года.  

<Куçару: Яла никĕсленĕ вăхăта илес пулсан, ку тĕлĕшпе çăлкуçсенче тĕрлĕн каласа сарлакан интерпретацилеççĕ: 1670-мĕш, 1680-мĕш çулсене, 17-мĕш ĕмĕр вĕçне, 18-мĕш ĕмĕр пуçламăшне асăнаççĕ. Ревизисемпе çырсатухусен кăтартăвĕсене математикăлла майпа тишкерсен вара (çырсатухуран çырсатухăва йыш епле хушăннине кура), çирĕппĕн 1600-1649-мĕш çулсен хушшине пырса тухма пулать, у.к. 1650-мĕш çултан каярах мар.>

Ял ячĕ пирки

тӳрлет

Ял ячĕпе ун витĕр юхакан юханшывăн ячĕ пĕр пек. Ятсен чăвашла тата вырăсла версийĕсем те пĕр пекех. Орфограммисем çеç тĕрлĕрен, мĕншĕн тесен çырулăх уйрăмлăхĕсене кура расна çырма тивет. Тÿрех Хусан хулипе Хусан кĕперни аса килеççĕ. Анчах та вĕсене чăвашсем "Касан хули" тата "Касан кĕперни" темеççĕ. Ĕлĕк те апла каламан. Эппин вĕсене асра тытнă пулсан яла "Хусанла", "Хусанкасси" е "Хусаньел" темелле пек ĕнтĕ. Анчах та темшĕн-çке Касанла тени сиксе тухнă. Çапла вара ку ятăн этимологийĕ паллă мар теме тивет. Халлĕхе паллă мар.

Хальхи вăхăтри экономика тата социаллă пурнăç

тӳрлет

Çÿлерех асăннă "У истока" сайтранах акă мĕн пĕлетпĕр:

  В настоящее время село связывает асфальтированная дорога с областным и районным центрами и соседними сёлами, автобусное сообщение. Село газифицировано, электрофицировано и телефонизировано.

С началом укрупнения колхозов в Казанле была центральная усадьба колхоза "Дружба" с селами Новая Жуковка, Рязайкино, Борьба, Адоевщина». С началом перстройки все земельные паи колхозников арендуются двумя предпринимателями — фермерами. Они очень успешно справляются с полеводческими делами. СХА «Дружба» постоянно завоевывает призовые места по итогам года в районе и области. Кроме молочно-товарной фермы в селе имеется очень большой свинокомплекс. Со всеми полевыми работами справляются успешно с минимальным количеством рабочих в следствие большой энергонасыщенности, высокой квалификации, прогрессивной техники и технологий.

Выпускники школы исключительно все продолжают свою учебу в профессиональных училищах, техникумах и в высших учебных заведениях, большинство из них получают высшее образование. Но из-за отсутствия объектов переработки продукции в селе большой дефицит рабочих мест, что в свою очередь является причиной оттока молодежи из села.

Все должностные посты (включая школу, больницу, торговые магазины, детский сад, штаты предпринимателей — фермеров), а так же механизаторы и животноводы укомплектованы исключительно местными специалистами и работниками, многие из их числа являются призерами районного и областного масштаба многократно.

Сельчане на своих приусадебных участках (огородах) в основном выращивают уже десятки лет знаменитую на всю округу Казанлинскую-Карабулакскую картошку. Казанлинская картошка по скорости, лежкости, вкусово-пищевым качествам не имеет себе равных в области, а может быть и вообще. Правда немного уступает другим сортам, некоторым по урожайности — да и только.

 

<Куçару: Хальхи вăхăтра яла район тата область центрĕсемпе, кÿршĕ ялсемпе асфальтлă çул çыхăнтарать; автобус рейсĕсем, газ, электричество, телефон пур.

Колхозсене шултралатнăранпа Касанлăра "Дружба" колхозăн тĕп ялĕ, Новая Жуковка, Рязайкино, Борьба, Адоевщина текеннисемпе пĕрле. Çĕнйĕркелӳ тапхăрĕнчен пуçласа колхозниксен çĕр пайĕсене икĕ фермер-усламçă арендăна илнĕ. Вĕсем хăйсен ĕçĕсене ăнăçлă туса пыраççĕ. "Дружба" СХА яланах çулталăк пĕтĕмлетĕвĕсемпе районта тата облаçра призлă вырăнсем йышăнать. Сĕт-çу фермисĕр пуçне ялта питĕ пысăк сысна комплексĕ пур. Мĕнпур хирти ĕçсемпе алă вăйĕсен минимумĕпе усă курса тăваççĕ, — энерготуллилĕх, çынсен квалификацийĕ, прогрессивлă техникăпа технологи çителĕклĕ пулнине кура.

Шкултан тухакансем пурте малалла профессилле вĕрентĕшсенче, техникумсенче, аслă вĕрентÿ йĕркелĕмĕсенче вĕренеççĕ, ытларахăшĕ аслă пĕлÿ илеççĕ. Çапах та продукцие майлаштарассипе объектсем ялта çуккине кура ĕç вырăнĕсен дефицичĕ пур, çавна кура çамрăксем ялтан саланни курăнать.

Мĕнпур ĕç вырăнĕсенче (çав шутра пульниццара, суту-илÿ магазинĕсенче, ача садĕнче, фермерсен-усламçăсен йышĕнче, — тата механизаторсемпе выльăх-чĕрлĕх пăхакансем те) — вырăнти специалистсемпе ĕçлевçĕсем, чылайăшĕпе нумай хут район, область масштабĕпе призёрсем пулнă.

Ял çыннисем килти пахчисенче тĕпрен илсен мĕнпур таврара паллă пулса тăнă Касанла — Пасарлă Карабулак çĕрулмине çитĕнтереççĕ. Вăл продукт хăйĕн тута-маса пахалăхĕсемпе, усранассипе, хăвăртлăхĕпе хăйпе таннине облаçра та, тен, ытти тĕлте те, пĕлмест. Чăн та, ытти сортсенчен тухăçлăхĕпе кăштах каярах пулма пултарать — çавă кăна.>

Паллă çынсем тата ытти харкамлăхсем

тӳрлет
  • Мельников Владимир Дмитриевич (2017-мĕш çул тĕлне 82-ре), — разведчик, машшынсем тăвакан конструктор, таврапĕлÿçĕ[5].

Кăсăклă фактсем

тӳрлет
  • Массăллă информаци хатĕрĕсем ак çакăн пек кăсăклă факт пирки çырса пĕлтернĕ[6][7]. Касанлара çуралса ÿссе кунти шкула пĕтернĕ Павел (ашшĕ ячĕ паллă мар) Миронов аслă лейтенант, Наро-Фоминск патĕнчи çар чаçĕнче взвод командирĕ пулса хĕсметре тăнăскер, унтан тарса амăш килĕнчи тăпсакайĕнче 7 (çичĕ) çул вăрттăн пураннă. Сăлтавĕ — çарта хăйне хĕсĕрлеме тата йĕрлеме пуçлани. Вара Павел Миронов хăй ирĕкĕпе парăннă, ăна суд тунă. Малсăлтавлă майпа (чăн-чăн срок памасăр) айăпланă виçĕ çуллăха. Вăл халь ăçта ĕçлесе пурăнни паллă мар.

Вуламалли

тӳрлет
  • Мельников В.Д. Казанла. (Ăçта тата хăçан тухни паллă мар, 2017-мĕш çулта пулас.
  • Научный отчет по проекту "Чуваши Приволжского округа", Шупашкар, 2002. 192 с.
  • Матвеев Г.Б. Чуваши саратовские. — Электронла чăваш энциклопедийĕнчи статья.
  • Акимова Т.М. Эволюция женского костюма у саратовских чуваш // Труды Нижневолжского областного научного общества краеведения. Саратов, 1928. Вып. 35. Ч. 5.
  • СИМБИРСКО-САРАТОВСКИЕ ЧУВАШИ 2021 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче архивланӑ. / Монографическое исследование / Под общей редакцией проф. М.Г.Кондратьева. — Чебоксары: Чу­вашский государственный институт гуманитарных наук, 2004. — 274 с., илл. — (Чуваши в современном мире. История и культура).
  • Иванов В. П., «Этническая география чувашского народа», Чебоксары, 2003, ISBN 5-7670-1404-3.
  • Юрату, А. Килти яшка тутлă-ши е аякри тăванăн-ши? : [чăваш делегацийĕ Саратов облаçĕнче пурăнакан чăвашсем патĕнче хăнара пулнă хыççăн çуралнă шухăшсем] / А. Юрату // Чăваш хĕрарăмĕ, 2005. — 30 çĕртме-9 утă (№ 25-26). — С. 2.
  • Филиппова, Л. Саратовсем чăваш лавкки уçасшăн : [Чăваш Республикипе Саратов хушшинчи культурăпа экономика çыхăнăвĕсем çинчен] / Л. Филиппова // Хыпар. — 1999.- 23 ака.

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет


Шаблон:Пасарлă Карабулак районĕн муниципаллă йĕркеленĕвĕсем