Ĕшнеуй (выр. Шняево) — Сарăту облаçĕн Пасарлă Карабулак районĕнчи ял, нумайрах чăвашсем пурăнаççĕ. Ку пурăнакан вырăн — районти пĕртен-пĕр чăваш ялĕ темелле мар. Истори тĕлĕшпе пăхсан та, хальхи тăрăмпа та чăваш ялĕсем татах пур (пулнă). Тата ăна, Ĕшнеуйне, таврари ытти чăваш ялĕсенчен ватăрах пулнине кура, Кивьял та теççĕ. Чи çывăхри чăваш ялĕ (Шурту) икĕ çухрăмра вырнаçнă.

Ĕшнеуй
Ĕшнеуй
Ялав Герб
Ялав Герб
Патшалăх Раççей
Федераци субъекчĕ Сарăту облаçĕ
Муниципаллă район Пасарлă Карабулак
Ял тăрăхĕ [[ял тăрăхĕ|]]
Координатсем 52°34′12″ с. ш. 46°10′12″ в. д. / 52.57000° с. ш. 46.17000° в. д. / 52.57000; 46.17000 (G) (O) (Я)Координатсем: 52°34′12″ с. ш. 46°10′12″ в. д. / 52.57000° с. ш. 46.17000° в. д. / 52.57000; 46.17000 (G) (O) (Я)
Шалти пайлану урамсем
Наци йышĕ чăвашсем
Конфесси йышĕ православсем
Этнохороним ĕшнеуйсем
Вăхăт тăрăхĕ UTC+4
Телефон кочĕ +7 84591
Почтă индексĕ 412612
Автомобиль кочĕ 64, 164
ОКАТО кочĕ 63 206 890 000
Ĕшнеуй (Раççей)
Red pog.png

Тупмалли

Ял йышĕ тата тытăмĕТӳрлет

2002-мĕш çулта 727, 2010-мĕш çулта 563 çын пурăннă[1].

Ялта тăхăр урам. Вĕсен вырăсла ячĕсем çакăн пек: Соловьиная улица, Улица Коммунаров, Улица Победы Улица Дружбы, Октябрьская улица, Заречная улица, Улица Мира, Молодежная улица, Улица Жданова[2]. Чăвашла ячĕсем паллă мар.

ИсториТӳрлет

Таврапĕлӳçĕсемпе ăславçăсем мĕн калани çине таянар[3]:

<Куçару: 1692-мĕш çулта Чулхулара карапсем тăвассипе палăрнă чăвашсем никĕсленĕ. Алексей Михайлович Романов патша Саратов кĕперничи Уза шывĕ тĕлĕнчи вырăнпа усă курма грамота панă. Хусан кĕпернинчи Теччĕ уесĕнчи Упи вулăсĕнчи Упи, Хулаçырми вулăсĕнчи Аксу, Алексеевка вулăсĕнчи Кĕçĕн Елчĕк ялĕсенчи 12 чăваш килйышĕ Миксин Иштубаев ертсе пынипе Уза шывĕн сылтăм юппи çине пырса вырнаçнă. Вырăс патшалăхне сыхлас тĕлĕшпе хурал хĕсметне тытса пыма пуçланă. Кунсăр пуçне ку хресченсемех Адмиралтействăн шутланнă, çавăнпа карап тума йывăçсем хатĕрленĕ, платниксемпе те вĕсен йышенченех тивĕçтернĕ.>

Ял ячĕ епле тухса кайни пирки халиччен темле верси те кăларса тăратнă[4]. Хăшĕсем, сăмахран, "Шăна Йăви" тенипе пĕрешкел янрав пуррине асăрханă. Калăпăр, Шупашкара "Комбинация" поп-ушкăнпа гастроле килнĕ Татьяна Иванова та çавнашкал версие пропогандăланă (1990-мĕш çулсенче). Теприсен шучĕпе вырăнти çынсем Таганрогра "Шняв" ятлă карапа тума хутшăннă тесе шутлаççĕ, çапла вара хăйсен тăван ялне те çавнашкал ят панă имĕш. Çапах та кунашкал версисене пурне те халăх этимологийĕ тесе хакламалла пуль. Урăхла каласан, вĕсем ăнсăртран, ăслăх çинче никĕсленмесĕр çуралнăскерсем. Чăннипе вара ят Ĕшне Уй тенинчен тухнă пулмалла. Урăхла каласан, кунта куçса килекенсем пĕр ĕшнере уй курнă та, унта хăйсен ялне никĕсленĕ.

Тепĕр енчен, халăх этимологийĕпе çуралнă версисене те халлĕхе тĕппипех катертме кирлĕ мар пуль. Ара, паллă вĕт-ха, сăмахран, ун чухнехи хресченсем чăнах та карап тăвассипе çыхăнни.

Малалла каллех асăннă çалкуçран[3]:

<Куçару: >
<Куçару: >

Паллă çынсем тата ытти харкамлăхсемТӳрлет

Кăсăклă фактсемТӳрлет

ВуламаллиТӳрлет

  • Научный отчет по проекту "Чуваши Приволжского округа", Шупашкар, 2002. 192 с.
  • Матвеев Г.Б. Чуваши саратовские. — Электронла чăваш энциклопедийĕнчи статья.
  • Акимова Т.М. Эволюция женского костюма у саратовских чуваш // Труды Нижневолжского областного научного общества краеведения. Саратов, 1928. Вып. 35. Ч. 5.
  • СИМБИРСКО-САРАТОВСКИЕ ЧУВАШИ / Монографическое исследование / Под общей редакцией проф. М.Г.Кондратьева. — Чебоксары: Чу­вашский государственный институт гуманитарных наук, 2004. — 274 с., илл. — (Чуваши в современном мире. История и культура).
  • Иванов В. П., «Этническая география чувашского народа», Чебоксары, 2003, ISBN 5-7670-1404-3.
  • Юрату, А. Килти яшка тутлă-ши е аякри тăванăн-ши? : [чăваш делегацийĕ Саратов облаçĕнче пурăнакан чăвашсем патĕнче хăнара пулнă хыççăн çуралнă шухăшсем] / А. Юрату // Чăваш хĕрарăмĕ, 2005. — 30 çĕртме-9 утă (№ 25-26). — С. 2.
  • Филиппова, Л. Саратовсем чăваш лавкки уçасшăн : [Чăваш Республикипе Саратов хушшинчи культурăпа экономика çыхăнăвĕсем çинчен] / Л. Филиппова // Хыпар. — 1999.- 23 ака.

АсăрхавсемТӳрлет

  1. ^ 2002 тата 2010 çулсен çырсатуху кăтартăвĕсем.
  2. ^ Ĕшнеуй урамĕсем.
  3. ^ 1 тата 2 Краткая чувашская региональная энциклопедия: Ульяновск, 2012, ISBN 978-5-7361-0144-39. — Том II. Стр. 323-324.
  4. ^ Шняево — Ĕшнеуй.
  5. ^ Заломнов, Пётр. Мария Мурзакова.

КаçăсемТӳрлет