Çĕньял (Сарăту облаçĕ)
Çĕньял (выр. Ерёмкино) — Сарăту облаçĕн Хвалынск районĕнчи ял, нумайрах чăвашсем пурăнаççĕ. Ку пурăнакан вырăн — районти пĕртен-пĕр чăваш ялĕ теме пулать. Анчах истори тĕлĕшпе пăхсан апла мар.
Çĕньял
Çĕньял
|
Ял йышĕ тата тытăмĕ
тӳрлет2002-мĕш çулта 253, 2010-мĕш çулта 177 çын пурăннă[1].
Ялта виçĕ урам. Вĕсен вырăсла ячĕсем çакăн пек: Комсомольская улица, Луговая улица, Улица Мира. Чăвашла ячĕсем паллă мар.
Истори
тӳрлетХвалынскири таврапĕлӳ музейĕн ăслав ĕçлевçи Л.Е. Сетежева çапла çырать[2]:
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)В Саратовский край чуваши переселялись в конце XVII – начале XVIII века, сосредотачиваясь преимущественно в северных уездах: Кузнецком, Петровском, Вольском и Хвалынском. Давнее общение с другими народностями, далеко превосходящими их численно, не помешало чувашам сохранить свою национальную самобытность.<Куçару: Сарăту таврашне чăвашсем XVII ĕмĕр вĕçĕнче – XVIII ĕмĕр пуçламăшĕнче килнĕ те, тĕпрен илсен çурçĕрти уессенче вырнаçнă: Кузнецки, Петровски, Вольски, Хвалынски. Ĕлĕкренпех хăйсенчен чылай йышлăрах халăхсемпе хутшăнни вĕсене хăйъевĕрлехсене сыхласа хăварма чăрмантарман.>
Çĕньяла уйрăммăн илес пулсан вара, ун пирки çав ăславçах акă мĕн тет[2]:
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)В селе Старая Лебежайка в период коллективизации было создано 13 товариществ по совместной обработке земли. Некоторые семьи выселялись из села и строили свои дома на тех местах, где была земля этих товариществ. Четвертое и пятое товарищества обосновались южнее «Пичельни», почти на границе современного Еремкинского поля. Они назывались «Новая жизнь» и «Туналейка». Так было положено начало возникновению двух новых чувашских сел - «Щене-ял» (Еремкино) и хутор «Туналейка».<Куçару: "Старая Лебежайка" текен ялта коллективизаци çулĕсенче çĕр ĕçлекенсен 13 юлташлăхне тунă. Хăшпĕр килсем юлташлăхсен çĕрĕсем патнелле уйрăлса тухнă. Тăваттăмĕш тата пиллĕкмĕш юлташлăхсем "Пичельни" текен вырăнтан кăнтăрарах вырнаçнă — хальхи Çĕньялăн чиккисем тĕлнеллех. Вĕсене "Новая Жизнь" тата "Туналейка" тенĕ. Çапла вара çĕнĕ чăваш ялĕсем никĕсленнĕ: Çĕньял тата Туналейка хуттăрĕ.>
Çак йĕркесемпе паллашсан, Çĕньяла XX ĕмĕрте çеç никĕсленĕ пек ăнланма пулать. Анчах та çавăнтанах[2] илнĕ урăх йĕркесем ку тĕлĕшпе иккĕленме хистеççĕ:
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)Михаило – Архангельская церковь в селе Еремкино Деревянный храм был возведен в 1883 году на средства прихожан. Земли при церкви было: 2 десятины усадебной и 62 десятины пахотной. В 1892 году была открыта школа грамоты. Притч на 1897 год состоял из священника Ксенофонта Григорьевича Иерихонского и псаломщика Никифора Кондратьевича Казанского. Жили они в общественных домах, казенного жалования получали: священник 294 руб., а псаломщик 98 руб. в год. Приход в этом же году состоял из русских 87 душ муж. и 82 жен. пола – государственных крестьян, 30 душ муж. и 25 жен. пола – военных; мордвы 290 душ муж. и 285 жен. пола – государственных крестьян, 54 душ муж. и 50 жен. пола – военных; чувашей 214 душ муж. и 230 жен.пола – казенных крестьян, 35 душ муж. и 33 жен. пола – военных. Священником в церкви с 1912 года состоял выпускник духовной семинарии Николай Бакурский, награжденный в 1908 году набедренником, а псаломщиком с 1906 года был Константин Евгеньевич Залетаев. Весь приход на 1912 год состоял из 349 дворов с 997 душами муж. и 1006 жен. пола. В 1930 году в селе Еремкино распался коллектив верующих, ремонт церкви не производился, поэтому она была закрыта и вскоре разломана. ( А. Наумов « Земли Хвалынской Храмы»). В 2009 году жители села Еремкино собрали необходимую сумму для установления Поклонного Креста на месте прежней церкви.
Вуламалли
тӳрлет- Научный отчет по проекту "Чуваши Приволжского округа", Шупашкар, 2002. 192 с.
Паллă çынсем тата ытти харкамлăхсем
тӳрлетАсăрхавсем
тӳрлет- ^ Çырсатухусен официаллă палартавĕсем. 2018 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ 1, 2 тата 3 Сетежева Л.Е.Чуваши - кто они? 2017 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче архивланӑ. — 13 ноябрь 2014, Хвалынскири "Звезда" хаçат.
Каçăсем
тӳрлет
Ку Сарăту облаçĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |