Чăвашла хаçат-журнал
Чăвашла хаçат-журнал — чăваш чĕлхипе тухакан тата тухса тăнă хаçат-журнал. Чылайăшĕнче вырăсла текстсем те пур: сăмахран, рекламăра, уйрăм статьясемпе тĕрленчĕксенче, кăларăм пирки пĕлтернĕ хыпарсенче... Çавăнпа та кунта пуплеве "ытларах чăвашла" тесе ăнланмалла. Мĕн чухлĕ ытларах — кăна вара чылай чухне ятарласа палăртма май та çук-тăр. Чăваш Енре çеç мар, ытти енсенче чăвашла хаçат-журнал тухать.
- Авангард — Патăрьел районĕн хаçачĕ.
- Аван-и (1990-1994).
- Вучах (1991-1998).
- Елчĕк ен — Елчĕк районĕн хаçачĕ.
- Ĕç ялавĕ — Етĕрне районĕн хаçачĕ.
- Илем (1994-1995).
- Канаш ен — Канаш районĕн хаçачĕ.
- Каçал ен — Комсомольски районĕн хаçачĕ.
- Кил-çурт, хушма хуçалăх.
- Малалла — Çĕмĕрле районĕн хаçачĕ.
- Пике (1993-1997).
- Пирĕн пурнăç — Хĕрлĕ Чутай районĕн хаçачĕ.
- Пирĕн сăмах — Сĕнтĕрвăрри районĕн хаçачĕ.
- Пурнăç çулĕпе — Элĕк районĕн хаçачĕ.
- Самана (1991-1994).
- Сывлăх.
- Çамрăксен хаçачĕ.
- Çĕнтерӳ çулĕ — Вăрнар районĕн хаçачĕ.
- Çĕнтерӳ ялавĕ — Муркаш районĕн хаçачĕ.
- Çĕнтерӳшĕн — Йĕпреç районĕн хаçачĕ.
- Тантăш.
- Тăван ен — Шупашкар районĕн хаçачĕ.
- Хĕрлĕ ялав — Вăрмар районĕн хаçачĕ.
- Хресчен сасси.
- Хыпар.
- Чăваш тĕнчи.
- Чăваш хĕрарăмĕ.
- Шăмăршă хыпарĕ — Шăмăршă районĕн хаçачĕ.
- Ял ĕçченĕ — Тăвай районĕн хаçачĕ.
- Ял пурнăçĕ — Красноармейски районĕн хаçачĕ.
- Ялав — Куславкка районĕн хаçачĕ.
- Аургазă хыпарçи (1931-) — Аургазă районĕн хаçачĕ.
- Большевикла колхозсемшĕн (1933-1935).
- Колхоз пурнăçĕ (1958).
- Коммунизм çулĕ (1962-1965).
- Социализмшăн (1934-1935).
- Çĕнтерӳ ялавĕ (1962-1965).
- Çурхи хыпар (1924).
- Урал сасси — Пелепейте тухакан хаçат.
- Çутă çул (1931-) — Пишпӳлек районĕнче тухакан хаçат.
- Юлташ (1921) — Самар тăрăхĕнчи чи пĕрремĕш чăваш хаçачĕ.
- Колхозник (1929-1938) — çаплах «Хĕрлĕ ялав» ятпа тухнă.
- Ленин çулĕпе (1930-1962) — Похвиçнĕнчи МТС политпайĕн хаçачĕ.
- Ял трибуни (1930-1965) — Сергиевскра тухнă хаçат (1965 çултанпа вырăсла).
- Ленин çулĕпе (1931-1962) — Чаллăпуç райкомĕпе ĕç çынни депутачĕсен Канашĕн хаçачĕ.
- Чаллă ударникĕ (1933-1934) — Чаллăпуç МТС политпайĕн хаçачĕ.
- Пурлăхлă пурнăçшăн (1934-1935, çаплах «Тулăх пурнăçшăн» ятпа паллă) — Тимĕрсен политпайĕн хаçачĕ.
- Сталинецсем (1935-1936) — Мелекесре тухнă тутар-чăваш хаçачĕ.
- Ленин ялавĕ (1936-1962) — Исаклă КПСС райкомĕн хаçачĕ.
- Ĕçри пурнăç (1962-1963) — Кинель-Черкассри тухнă хаçат.
- Ленинла тĕрĕслĕх («Çĕр ĕçлекенсен сасси», 1963-1964) — Похвиçнĕнчи чăвашла хаçат.
- Ленин ялавĕпе (?—1958) — Похвиçнĕ МТС политпайĕн хаçачĕ.
- Çамрăк ударник (?—?) — Похвиçнĕри ВЛКСМ райкомĕн хаçачĕ.
- Самар ен (1995-) — хальхи вăхăтра Самар облаçĕнчи пĕртен-пĕр чăвашла тухакан хаçат.
- Колхоз хаçачĕ — (1930-1936) çулсенче Аксу районĕнче тухнă хаçат[1].
- Сувар — Хусанта кăларакан хаçат.
- Тăван ен — Çĕпрел районĕн хаçачĕ.
- Туслăх — Нурлат районĕн хаçачĕ.
- Ял пурнăçĕ (1930-?) — Аксу районĕн хаçачĕ.
- Ялав — Пăва районĕн хаçачĕ.
- Ана (журнал) (1918-1920) — Хусанта тухнă журнал.
- Шурăмпуç (журнал) (1919-1921) — Хусанта тухнă журнал.
- Çĕрĕçлекен (журнал) (1919-1919) — Хусанта тухнă журнал.
- Канаш — Чĕмпĕрте тухакан хаçат.
- Пĕрлешӳллĕ ĕç (1930-1962).
- Чăнлă хыпарĕсем.
Асăрхавсем
тӳрлетВуламалли
тӳрлет- Симаков, В. «Самар тăрăхĕнчи чăваш пичечĕ», Самар ен (2010-10-22).
- СМИ чувашской диаспоры: история, типология // Информационное поле современной России: практики и эффекты. — Казань: Изд-во Казан. гос. ун-та, 2008. — С. 14—19. — 288 с.