«Юлташ»Самар тăрăхĕнчи чи пĕрремĕш чăваш хаçачĕ. Пĕтĕмпе виçĕ номер тухнă.

Юлташ
Тĕс регулярлă мар
Редактор такам Иванов
Никĕсленĕ 1921 ç. кăрлач уйăхĕ
Кăларма пăрахнă 1921 ç. нарăс уйăхĕ
Чĕлхе(сем) чăваш

Тĕп офис Самар кĕпĕрни
Тираж 1000 (юлашки номер)

Кун-çулĕ

тӳрлет

1921 çулта Самар кĕпернинчи коммунистсен (большевиксен) комитечĕн чăваш секципе кĕпĕрни ĕçне туса тăракан комитечĕн вак халăхсен пайĕ çумĕнчи Чăваш пайĕ «Юлташ» ятлă хаçат кăларма тытăннă.

Кăрлач уйăхĕнче çак хаçатăн пĕр номерĕ, нарăс уйăхĕнче икĕ номер тухнă. Юлашки виççĕмĕш номерĕ нарăсăн 20-мĕшĕнче тухнă.

Атăл тăрăхĕнче пысăк выçлăха(выр.)чăв. пула çĕр-шывра лару-тăру йывăрланнă, «Юлташ» хаçат та малалла тухайман.

Çавăн пекех пăхăр

тӳрлет

Вуламалли

тӳрлет
  • Рогачёв Я. <Куйбышев облаçĕнче чăвашла хаçат кирлех>. // Тăван Атăл, 1989, 12№, С.62.

.