Çамрăксен хаçачĕ

Çамрăксен хаçачĕ», — «Хыпар» издательство çурчĕнче тухакан хаçат.

Çамрăксен хаçачĕ
Тĕс шурă-хура
Формат А3
Кăларакан Чăваш Республикин информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерстви,
патшалăх унитари предприятийĕ «Хыпар» издательство çурчĕ
Никĕсленĕ 1996 çулхи кăрлачăн 20-мĕшĕ
Чĕлхе(сем) чăваш

Тираж 11650 экз.
Веб-сайт Хаçатăн сайчĕ

Пĕрлехи хыпарсем

тӳрлет

Йĕркелевçĕсем:

  • Чăваш Республикин информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерстви,
  • патшалăх унитари предприятийĕ «Хыпар» Издательство çурчĕ.

Тираж - 11 пине яхăн экземпляр.

«Хыпар» Издательство çурчĕн хӳттинче 1996 çулхи кăрлачăн 20-мĕшĕнче тухма пуçланă.

Тĕп редактор − Т.Г.Вашуркина

Истори

тӳрлет

Чăваш çамрӑкĕсен хаçачĕ малтан та пулнӑ-ха. Яш-кӗрӗм валли уйрӑм кӑларӑм пичетлеме «Канаш» (хальхи «Хыпар») хаҫатра ӗҫлекенсем 1919-1920 ҫулсенчех палӑртнӑ. Анчах вӗсен ӗмӗчӗ 1925 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗнче ҫеҫ пурнăçланнă, «Çамрăк хресчен» хаҫатӑн пӗрремӗш номерӗ тухнӑ. Унччен «Канаш» хаҫатра «Ҫамрӑксен кӗтесси» рубрика кӑларса тӑнӑ. «Ҫамрӑк хресченӗн» пӗрремӗш редакторӗ Дмитрий Исаев пулнӑ, унта Николай Шелепи, Петӗр Хусанкай, Митта Ваçлейĕ, Виктор Рзай пичетленнӗ. Хаҫатӑн малтанхи номерӗсем 1500 экземплярпа саланнӑ.

«Çамрăк хресчен» темиçе хутчен те ятне улăштарнă. 1930-1937 çулсенче «Çамрăк колхозник», 1937-1952 çулсенче «Çамрăк большевик» ятсемпе тухса тăнă.

Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан хаçат тухма чарăннă. 1952 çулта çеç «Çамрăк коммунист» ятпа çĕнĕрен чĕрĕлсе тăнă. Вăл икĕ чĕлхепе пичетленнĕ: вырăсла та, чăвашла та. 1966 ҫулта хаҫатӑн чӑвашла вариантне кӑларма чарнӑ. Ҫакна «Пионер сасси» тухма пуҫланипе ҫыхӑнтарнӑ.

1996 ҫулччен чӑваш ҫамрӑкӗсен хӑйсен хаҫачӗ пулман. Малтанах «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», «Ҫамрӑк хресчен» пекех, «Хыпар» ҫумӗнче ҫулталӑк тухса тӑнӑ, 1997 ҫултан ҫырӑнтарма пуҫланӑ. Унӑн пĕрмĕш тиражӗ - 10 пин. Унтан 15, 19 пине ҫитнӗ. Хальхи вăхăтра редактор тивĕçĕсене Алина Ивановна Изман пурнăçласа пырать.

Хаçат кашни çулах материалсемпе, рубрикăсемпе пуянланса пырать.

Паян кун хаçатри рубрикăсем: «Юратупа наркăмăш» (çамрăк хĕрсен чун ыратăвĕ çинчен çырнă çырăвĕсем пичетленсе тухаççĕ), «Специалистпа канашлатпăр» (тухтăрсем çынсене канăçсăрлантаракан ыйтусем çине хурав параççĕ), «Сирĕн валли», "Пĕр çын шăпи", "Çамрăксен хаçатĕнчен пулăшу ыйтаççĕ, "Тăлăх нуши тăхăр сыпăклă", "Хĕн-хур айĕнче", "Шăнкăрав йĕрĕпе".

Чыславсемпе парнесем

тӳрлет
  • «Çамрăксен хаçачĕ» − Чăваш Республикин Çамрăксен патшалăх парни лауреачĕ.

Асăрхавсем

тӳрлет

Вуламалли

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет