Исаев Мĕтри
Исаев Мĕтри (паспортри ячĕ Исаев Дмитрий Владимирович, 1905, çĕртме, 6, Чăваш Енĕн Вăрмар районĕнчи Кавал ял - 1930, ака, 18) — чăваш çыравçи, чăваш литературин тишкерӳ ĕçне пуçарса яраканскерсенчен пĕрри[1].
Исаев Мĕтри | |
Дмитрий Владимирович Исаев | |
![]() | |
Суя ятсем: | Исаев Мĕтри, Авраль |
---|---|
Çуралнă вăхăт: | Çĕртме, 6, 1905 |
Çуралнă вырăн: | Кавал ялĕ, Хусан кĕперни, Раççей империйĕ (халĕ Чăваш Ен, Вăрмар районĕ) |
Вилнĕ вăхăт: | Ака, 18, 1930 |
Вилнĕ вырăн: | Самар |
Гражданлăх: | СССР |
Ĕçлев тĕсĕ: | чăваш çыравçи, литература тишкерӳçи |
Пултарулăх çулĕсем: | 1925-1930 |
Тĕлĕ: | социаллă реализм |
Жанр: | калав, повеç, очерк |
ПурнăçĕПравить
1905 çулхи çĕртме уйăхĕн 6-мĕшĕнче Çĕрпӳ уесĕнчи (халĕ Чăваш Енĕн Вăрмар районĕ) Кавал ялĕнче çуралнă.
Мускавра ача çуртĕнче ӳснĕ.
Мускаври Я.М. Свердлов ячĕллĕ Тухăç ĕçченĕсен коммунизм университетĕнче вĕреннĕ. Шупашкарта «Çамрăк хресчен» хаçатăн пĕрремĕш редакторĕ, «Сунтал» журналăн яваплă секретарĕ, Самарти «Колхозник» ятлă Вăтам Атăл чăвашсен хаçатĕнче редактор пулса ĕçленĕ.
1930 çулхи ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче вилнĕ.
Пултарулăх ĕçĕсемПравить
Чăваш литературин критикине йĕркелесе янă ĕçе хастар хутшăннă.
Пичетленсе тухнă кĕнекисем:
АсăрхавсемПравить
ВуламаллиПравить
- «Дмитрий Исаев-Авраль (Исаев Дмитрий Владимирович)» // Юрьев М. И. Писатели Советской Чувашии / М. И. Юрьев, З. В. Романова. — Чебоксары, 1988. — С.142.
- Ишутов Р. В. «Прекрасное в жизни — борьба за социализм» / Р. В. Ишутов // Они боролись за счастье народное: Сб. ст.- Чебоксары, 1988.- Вып. 4.- С. 105—109.
- Никитин В. «Рассказы Дмитрия Исаева и Семена Фомина» / В.Никитин // Чувашский рассказ. (1921—1941).- Чебоксары, 1990.- С. 57-72.
- Ишутов Р. «Исаев Мĕтри критик принципĕсем» / Р. Ишутов // Тăван Атăл.- 1990.- № 6.- С. 57.
- Цыфаркин, В. E. Тăван халăхшăн тăрăшнă // Цыфаркин, В. E. Пирĕн ентешсем – ӳнер ĕçченĕсем / В. Е. Цыфаркин. – Вăрмар, 1991. – С. 14-16.
- Афанасьев, П. Исаев-Аврель Дмитрий Владимирович // Афанасьев, П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. – Чебоксары, 2006. – С. 178-179.
- Тимуков, А. Н. Исаев (Авраль) Дмитрий Владимирович / А. Н. Тимуков // Ч увашская энциклопедия. – Чебоксары, 2008. – Т. 2 : Ж-Л. – С. 151.
КаçăсемПравить
- Исаев-Авраль Дмитрий Владимирович
- Культурное наследие Чувашии
- Литературная карта Чувашии Архивленĕ 28 Пуш уйӑхӗн 2017 çулта.
- Çулталăк кĕнеки=Книга года Архивленĕ 29 Ҫурла уйӑхӗн 2017 çулта.
Ку Чăваш Енĕн пайăр çынни пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |