Шелепи Николай Иванович

Николай Иванович Шелепи (1881 çулхи пушăн 14-мĕшĕ, Çĕнĕ Ӳсĕл ялĕ, Аксу районĕ, Тутарстан — 1945 çулхи кăрлачăн-мĕшĕ, ?) — чăваш çыравçи тата сăвăçĕ, чăваш литературин паллă ĕçченĕ, чăвашсен пĕрремĕш халăх сăвăçĕ[1].

Николай Шелепи
Çуралнă вăхăт: Çу, 14, 1881
Çуралнă вырăн: Çĕнĕ Ӳсĕл ялĕ, Аксу районĕ, Тутарстан
Вилнĕ вăхăт: Кăрлач, 12, 1945
Ĕçлев тĕсĕ: чăваш çыравçи тата сăвăçĕ
Чыславсем: «Хисеп Палли» орденĕ

Пурнăçĕ тӳрлет

Тутарстанри Аксу районĕнчи Çĕнĕ Ӳсĕл ялĕнче 1881 çулхи çу уйăхĕн 14-мĕшĕнче çуралнă.

Çĕр ĕçтешĕн ĕçĕпе пурăннă, Октябрь революцийĕ хыççăн ялти халăх пĕрлĕхĕн ĕçне хастар хутшăннă. Литература ĕçне 1905-1907 çулсенче пĕрремĕш революци тапхăрĕнче тытăннă.

Çыравçă 1945 çулхи кăрлачăн 12-мĕшĕнче çĕре кĕнĕ.

Пултару ĕçĕсем тӳрлет

"Çĕлен" ятлă аллегориллĕ пĕрремĕш сăввине 1907 çулта "Хыпар" хаçатра, цензура ан асăрхатăр тесе, "Тав" ятпа пичетленĕ. Унта сăвăç патша йĕркине питлет, ĕçхалăхне пусмăр тĕнчине аркатма чĕнет. 1912-1914 çулсенче "Ваçанкка", "Çарăмçанпа Хăнтăрçа" поэма, "Константинополь хулине туни çинчен чăваш ваттисем калани" сăвăсем çырнă.

Асăрхавсем тӳрлет

Вуламалли тӳрлет

  1. «Чăваш литературин антологийĕ», кăларакансем: Д. В. Гордеев, Ю. А. Силэм. Шупашкар, 2003. ISBN 5-7670-1279-2 .
  2. Cироткин, М. Я. Николай Иванович Полоруссов (Шелеби) / М. Я. Сироткин. – Чебоксары : Чувашгосиздат, 1956. – 42 с.
  3. Артемьев, Ю. М. Иртет иккен ĕмĕр, пĕтет кунçул / Ю. М. Артемьев // Пурнăç чăнлăхĕпе сăнарсен илемĕшĕн / Ю. Артемьев. – Шупашкар, 1984. – С. 21–25.
  4. Артемьев, Ю. М. Н. И. Полоруссов (Шелепи) / Ю. М. Артемьев // XX ĕмĕр пуçламăшĕнчи чăваш литератури / Ю. М. Артемьев. – Шупашкар, 1992. – С. 11–19.
  5. Артемьев, Ю. М. Н. И. Полоруссов (Шелепи) / Ю. М. Артемьев // Емĕр пуçламăшĕ : 1900–1917 çулсенчи чăваш литература историйĕн очеркĕ / Ю. М. Артемьев. – Шупашкар, 1996. – С. 13–22, 289–290.
  6. Афанасьев, П. Шелепие : [сăвă] / П. Афанасьев // Пурăнатăп Атăл хĕрринче / П. Афанасьев. – Шупашкар, 1983. – С. 29–30.
  7. Давыдов–Анатри, В. Шелепие асăнса : [сăвă] / В. Давыдов–Анатри // Сăвăсем / В. Давыдов–Анатри. – Шупашкар, 1986. – С. 87.
  8. Долгов, В. Пултарулăхăн сӳнми çулăмĕ / В. Долгов // Хыпар. – 1997. – 3 авăн.
  9. Долгов, В. Чăваш халăх юрăçи / В. Долгов // Чăваш литературин сăн–сăпачĕ / В. Долгов. – Шупашкар, 1963. – С. 125–133.
  10. Иванов, Н. Пысăк чыспа, пысăк хисеппе / Н. Иванов // Тăван Атăл. – 1991. – № 5. – С. 65–69.
  11. Канюков, В. Ăшран тухакан сăмахпа / В. Канюков // Писатель ăсталăхĕ / В. Канюков. – Шупашкар, 1986. – С. 28–31.
  12. Кузнецов, И. Чăваш халăх поэчĕн – Н. И. Полоруссов–Шелепин пархатарлă ĕçĕсем / И. Кузнецов // Саманапа литература / И. Кузнецов. – Шупашкар, 1977. – С. 131–138.
  13. Шавлы, С. Виçĕ улăп / С. Шавлы // Кунçул сунталĕ умĕнче / С. Шавлы. – Шупашкар, 1980. – С. 175–179.
  14. Николай Шелепи : хыпарçăсем // Хыпар. – 1996. – 6 нарăс.
  15. Семенова, О. «Шелепи – çӳллĕ шайри сăвăç...» / О. Семенова // Хыпар. – 2001. – 24 çу.
  16. Симаков, В. Н. И. Шелепи тата Ваструк Иллипе Александр Кузьмин / В. Симаков // Хыпар. – 2001. – 7 çурла.
  17. Тимофеев–Ыхра, А. Н. Шелепи çырнă ача–пăча хайлавĕсенчи чĕр–чун тĕнчи / А. Тимофеев–Ыхра // Тăван Атăл. – 2001. – № 4. – С. 67–68.
  18. Юшков, С. Николай Шелепие аса илни / С. Юшков // Хыпар. – 2001. – 7 çĕртме.
  19. Дедушкин, Н. Поэтическое творчество в годы войны / Н. Дедушкин // Чувашская литература периода Великой Отечественной войны / Н. Дедушкин. – Чебоксары, 1962. – С. 23–25.
  20. Долгов, В. Пламя таланта / В. Долгов // Совет. Чувашия. – 1991. – 15 мая.
  21. Кедрова, Н. «Песня горе заглушала мне» / Н. Кедрова // Грани. – 2001. – 7 июня. – С. 4.
  22. Сироткин, М. Я. Николай Шелеби / М. Я. Сироткин // Ученые записки ЧГПИ. – Чебоксары, 1956. – Вып. 3. – С. 25–58.

Каçăсем тӳрлет