Чăваш Енĕн историйĕ

(Чăваш Ен историйĕ ҫинчен куҫарнӑ)

Чăваш Ен кун-çулĕ, — Чăваш Енпе çыхăннă истори, унăн территорийĕнче тĕрлĕ вăхăтра пулса иртнĕ пулăмсен ярăмĕ. Ăна темиçе пая уйăрма пулать.

Малтанхи вăхăтсенче

тӳрлет

Ку тăрăха çынсем 80 пин çул каялла пурăнма килнĕ. археологсем Чăваш Енре апаш, анань, хулаш культурин вырăнĕсене тупса палартнă.

Атăлçи Пăлхар

тӳрлет

Чăвашсен мăн аслашшĕсем ку тăрăха VII ĕмĕрте çитнĕ. Кунта вĕсене Кăтра Паттăр ертсе килнĕ. Атăлпа Чулман Атăл хушшинчи çĕрсем çине çитнĕ хыççăн çĕнĕ патшалăх йĕркеленме тытăнать — вăл историре Атăлçи Пăлхар ятпа юлнă. Атăлçи Пăлхар питĕ вăйлă патшалăх пулнă. Унăн çĕрĕсем хальхи Чулхулапа Урал тăвĕсем таран çитнĕ.

Патшалăхра нумай хула пулнă. Хăш-пĕр малтанхи хула вырăнĕсенче хальхи паллă хуласем лараççĕ — Чĕмпĕр, Самар. Патшалăхăн тĕп хули малтан Пăлхар пулнă, кайран, Ишлĕ хулине вырăс шывçи хурахĕсем çунтарса янă хыççăн, тĕп хулана шаларах вырнаçтарас тесе Пӳлĕре куçарнă. Пӳлĕр хули те вăл вăхăтри Парижпа тан пулнă.

Патшалăх нумай çĕрсемпе суту-илӳ тунă. Китай, Инди, анăçри патшалăхсемпе çыхăну тытнă.

Патшалăх культура енĕпе вăйлă аталаннă — паллă çыравçăсем, ăçчахсем пурăннă. Вĕсен шутен Якуб ибн Нугман çыравçă, Бурхан-ад-Дин ибн Юсуф-аль-Болгари риторикăпа медицина çинчен çырнă çыравçă, Хамид ибн Идрис-аль-Болгари философ, Кул Гали сăвăç.

Малтан патшалăхра авалхи тĕнпе пурăннă. Каярах вара христианлăх, ислам тĕнĕсем сарăлма пуçланă. Чи малтан ислам тĕнне Алмас патша вăхăтĕнче йышăннă. Вăл вăхăтра хасарсен ханлăхĕ питĕ вăйлă пулнă. Вĕсемпе кĕрешес тесе Алмас патша арапсенчен пулăшу ыйтать, Багдадран ятарлă елчĕсем ярса пама ыйтать. 922 çулта вара Пахтатран арапсен елчисем килнĕ. Вĕсен шутĕнче Ахмед ибн-Фадлан çулçыравçă та пулнă. Атăлçи Пăлхарти пĕр йăхĕсенчен пĕри ислам тĕнне хирĕç пулса пăлхав çĕкленĕ.

Тутар-монголĕсем пырса кĕни

тӳрлет

XIII ĕмĕрте монголсем Мускавăн историпе пĕтĕм тĕнчене чĕтретме тытăнаççĕ, пĕр халăх хыççăн тепĕр халăха хăйсене пăхăнтараççĕ. 1223 çулта Атăлçи Пăлхар тапăнса кĕнĕ монголсене чи малтан çапса аркатнă. 1229, 1232 çулсенче вĕсем каллех Атăлçи Пăлхара тытса илес шухăшпа килеççĕ, анчах та вĕсене çăпса аркатаççĕ. Темле вăйлă патшалăх пулсан та 1236 çулта Атăлçи Пăлхар тутар-монголсене парăнать. Çапах та вĕсем ку тăрăхра канлĕ хуçаланайман — çăлăнса юлнă халăх темиçе хут та пăлхав çĕкленĕ. 1241 çулта вара тутар-монголĕсем ку çĕрсене иккĕмĕш хут çĕнтерсе илнĕ. 1242 çулта Ылтăн Урта йĕркеленет, ку çĕрсем вăл патшалăха кĕреççĕ. 1361 çулта ку çĕрсем çине Ылтăн Уртапа хирĕçсе кайнă Уксак Тимур килсе кĕрет — нумай халăха касса тухать.

Хусан ханлăхĕ

тӳрлет

1437—1445 çулсенче ку çĕрсем çинче Хусан ханлăхĕ йĕркеленет, Чăваш Ен çĕрĕсем унта кĕреççĕ. 1552 çулта Мускав патшалăхĕ Хусана илеть. Чăвашсана та вăсанпа пĕрле илнĕ.

Раççей патшалăхĕнче

тӳрлет

Раççей шутĕнче пурăннă вăхăтра Чăваш Ен çĕрĕсем çинче темиçе вăрçă тухать — пурте вĕсем хĕрĕçченсене пусмăрланинчен хăтарассипе çыхăннă. Степан Разин, Емельян Пугачёв ертсе пыракан вăрçăсене чăвашсем уйрăмах анлăн хутшăнаççĕ.

Совет тапхăрĕ

тӳрлет

1917 çулта Раççей империйенче революци пулса иртет — хура халăх влаçе хăй аллине илет, совет тапхăрĕ пуçланать. Совет тапхăрĕнче чăвашсен автономлă облаçне туса хураççĕ, каярахпа автономлă республики йĕркеленет.

Автономлă облаçе туни хыççăн экономика ыйтăвĕсене та татса пама вăхăт çитнĕ. Граждан вăрçи хыççăн Чăваш Енĕ экономика тĕлĕшĕнчен самай арканса пĕтнĕ пулнă. Акмалли çĕрсен лаптăкĕ пĕчĕкленнĕ, вăрман сахалтарах каснă, тур-пулĕ те япăх пулнă. Çапах та ку йывăрлăхсем çине пăхмасăр Чăваш çĕрĕ 1920/1921 çулсенчи продразвесткăна 108% таран пурнăçланă. Чăвашсем унччен те хăйсене пусмăрланине чăтса тăман, халĕ те, хăйсене ытла вăйлă хĕснĕрен совет влаçне хирĕç кĕрешме пуçланă.

Пăлхав йĕр хăвармасăр иртмен. 1921 çулăн çуркунне РКП(б) продразвестка вырăнне çĕнĕ экономика политики çине куçать, ирĕклĕ суту-илӳ тума май параççĕ.

Хальхи вăхăчĕ

тӳрлет
 

1992 çулхи нарăсăн 19-мĕшĕнче Чăваш Республики пулса тăнă.

Çавăн пекех пăхăр

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет

Вуламалли

тӳрлет
  • Т.Н. Таймасова, В.В. Степанов, «Краткая история Чувашии и чувашского народа», Чăваш кĕнеке издательстви. Шупашкар, 2019.
  • Елена Енькка. Повествование о чувашах.
  • А.В. Изоркин, В.Н. Клементьев, Г.А. Александров. История Чувашии новейшего времени 1917-1945, Книга 1.
  • Николаев В. В., "Чуваши. Этническая история и традиционная культура.", Москва, 2000.
  • Николаев В. В., "История предков чувашей. XXX в. до н.э. — XV в.н.э.", Чебоксары, 2005.
  • Н.И.Ашмарин, «Болгары и чуваши», Хусан, 1902.
  • В.Доброхотов, «Древний Боголюбовгород», Мускав, 1852.
  • Мăн Кенна, "Скифы", Шупашкар, 2001.
  • Г.П. Кенаман, "Египет. Его роль в становлении государств в Европе, Азии и Африке", Çавал, 2005.
  • «История Чувашской АССР»
  • Фахрутдинов Р.Г., «Очерки по истории Волжской Болгарии», «Наука» пичет кăларăвĕ, 1984.
  • Бичурин Н.Я., «Собрание сведений».
  • Кури Вантер, "Чăваш халахĕн историйĕ", Шупашкар, "Ялав" библиотеки, 1990.
  • К. Иречек, "История болгар", Варшава, 1877.
  • Гумилев Л.Н., "Древние тюрки"
  • Каховский В.Ф., "Происхождение чувашского народа", 2003.
  • Н.В.Пигулевская, «Сирийские источники».
  • М.П.Петров, «О происхождении чуваш»
  • Юхма Мишши, «Авалхи чăвашсем, Шупашкар, 1996.
  • Д.Д.Шуверов, «Историко-краеведческий материал для учителей школ Чувашской АССР», Шупашкар, 1969.
  • Л.А. Ефимов, "Элĕк Енĕ. Историпе краеведени (тăван ен тĕпчев) очеркĕсем", Элĕк, 1994.
  • В.К.Магницкий, "Материалы к объяснению старой чувашской веры"
  • Н.И.Ашмарин, "Чăваш сăмахĕсен кĕнеки", X-мĕш томĕ.
  • Н.И.Золотницкий, "Корневой чувашско-русский словарь", Хусан, 1875.