Шемшер пăлхавĕ

Шемшер пăлхавĕ, — 1921 çулхи хĕл кунĕсенче тухнă Чăваш Енри пăлхав.

Сăлтавĕ

тӳрлет

Автономлă облаçе туни хыççăн экономика ыйтăвĕсене та татса пама вăхăт çитнĕ. Граждан вăрçи хыççăн Чăваш Енĕ экономика тĕлĕшĕнчен самай арканса пĕтнĕ пулнă. Акмалли çĕрсен лаптăкĕ пĕчĕкленнĕ, вăрман сахалтарах каснă, тур-пулĕ те япăх пулнă. Çапах та ку йывăрлăхсем çине пăхмасăр Чăваш çĕрĕ 1920/1921 çулсенчи продразвесткăна 108% таран пурнăçланă.

Пăлхав

тӳрлет

Чăвашсем унччен те хăйсене пусмăрланине чăтса тăман, халĕ те, хăйсене ытла вăйлă хĕснĕрен совет влаçне хирĕç кĕрешме пуçланă. 1921 çулта Шупашкар уесĕн Шемшер, Йăлăмкас, Турханкасси вулăсĕсем пăхланма тытăннă. Питĕ хăвăрт вĕсен пăлханăвĕ ытти вулăссем çине те куçнă. Пурĕ 19 вулăс хресченĕсем ку пăлхава хутшăннă. Совет влаçĕн политикипе килĕшмен çынсем тырăна кăна каялла туртса илмен — вĕсем вырăнти коммунистсемпе совет влаçĕн активлă çыннисене хĕнесе вĕлернĕ, вĕсем вырăнне ял старостисене ларта пуçланă. Çапла вар 44 çын таран вĕсен аллинчен вилнĕ. Пăлханакансене хирĕç 11 пинлă çар янă. 1921 çул вĕçĕ тĕлне пăлхава пусарнă, пин çын ытла аресленĕ, 404 çынна пăлхава хутшăннăшăн персе вĕлернĕ.

Пĕтĕмлетӳ

тӳрлет

Пăлхав йĕр хăвармасăр иртмен. 1921 çулăн çуркунне РКП(б) продразвестка вырăнне çĕнĕ экономика политики çине куçать, ирĕклĕ суту-илӳ тума май параççĕ.