Пахтат[1] (арап. بغداد) — Иракăн тĕп хули, Пахтат мухафазин административлă тĕпĕ.

Пахтат

Çутçанталăк никĕсĕ

тӳрлет

Пахтат Иракăн варринчех, Тигр хĕрринче, Дияла юхса кĕнĕ çĕртрен инçех мар вырнаçнă. Çанталăк климачĕ хулара тата тулашĕнче субтропиклă тата вăтаçĕртинĕслĕ. Кăрлачри сывлăшăн вăтам температури +10 градус, утăра — +34 градус. Çулти вăтам нӳрĕклĕх — 160–180 мм. Нӳрĕк раштав-кăрлачра чылай ӳкет. Çу тапхăрĕ: çу-юпа: ун чух Пахтатра чи шăрăх типĕ çанталăк тăрать (чи вĕри сывлăш, утăра +43 градус пулнă), çумăр сайра çăвать. Хĕл сезонĕ раштав-пушра; сывлăш +18 градусран ăшăрах тăмасть.

Çу-çĕртме уйăхĕсенче çурçĕр-анăç çилĕ вĕрет, Пахтатра тата таврашĕнче часах тусанпа хăйăр тăвăлĕ алхасать.

Халăх йышĕ, челхе, тĕн

тӳрлет

АПШ Ирака хирĕç вăрçă (2003) пуçличчен Пахтатра 5.1 млн ытла çын пурăннă. Халĕ çын хирĕçӳре вилнипе, урăх хулана е ют çĕре тухса кайнипе халăх йышĕ самаях ӳкĕннĕ, анчах та тĕрĕс хыпар пама май çук.

Этнос енчен хула халăхĕ шутĕнче ытларах арапсем (75 %), çаплах куртсем, турккăсем, ассирисем, эрменсем, еврейсем тата урăххисем те. Патшалăх чĕлхи — арап чĕлхи, курт чĕлхи те анлă саралнă, унăн статусĕ официаллă шутланать. Тĕне тытса пыракан çынсем хушшинче Пахтатра шиит тата суннит йӳнлĕ мăсăльмансем (90 % ытла), христианлăхпа иудаисăма йĕркипе пурăнакан та чылай.

Хулан кун-çулĕ

тӳрлет

Хула çĕр вырăнĕнче, историксем палăртнипе, пирĕн эрăччен XIX—XVIII ĕмĕрсенче пурăну вырăнĕсем пулнă. Пахтата хăйне 762 çулта Тигр шывĕн анăç çыранĕнче никĕс хунă.

Этеп кăнарлăхĕ

тӳрлет

Тăванла хуласем

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Ашмарин Н. И. Чăваш сăмахĕсен кĕнеки. — Т. 9—10. — С. 147. — ISBN 5-7361-0039-8

Вуламалли

тӳрлет
  • Густерин П. В. Города Арабского Востока. — М.: Восток—Запад, 2007. — 352 с. — ISBN 978-5-478-00729-4

Каçăсем

тӳрлет