Вăта Тимĕрçен
Вăта Тимĕрçен, Văta Timĕrşen (выр. Средние Тимерсяны) — Чĕмпĕр облаçĕн Чăнлă районĕнчи ял.
Вăта Тимĕрçен Văta Timĕrşen
|
Тавралăхĕ
тӳрлетТимĕрçен шывĕн вăта тăрăхĕнче, тĕпрен илсен, унăн сулахай çыранĕнче вырнаçнă.
Халăх йышĕ, ял тытăмĕ
тӳрлетВăта Тимĕрçенте ак çапла вырăсла ят панă урамсем пур: Зеленая (Симĕс урам), Клубная (Клуб урамĕ), Корнилов ур., Ленин ур., Молодежная (Çамрăксен ур.), Набережная (Çыранхĕрри ур.), переулок Набережный (Çыранхĕрри тăкăрлăкĕ), Овражная (Çырма урамĕ), Охотничий (Сунарçă тăкăрлăкĕ), Охотничья (Сунарçă урамĕ), Полевая (Уй-хир урамĕ), Садовая (Сад урамĕ), Центральная (Вăта урам), Школьная (Шкул урамĕ), Южная (Кăнтăр урамĕ)[1]. Асăннă урамсен чăвашла ячĕсем епле пулни паллă мар, вĕсене халлĕхе тупса палăртайман. Куратпăр ĕнтĕ, кунта мĕнпурĕ 15 урама асăнса тухнă.
Палăксем
тӳрлет- Чăваш букварĕн палăкĕ, авторĕ — Кондрашкин Николай Григорьевич.
Паллă ентешсем
тӳрлет- Воробьев Егор Терентьевич (1918-2011) - Совет Союзĕн Паттăрĕ.
- Иванов Василий Иванович (1879-?) — малтанхи (пĕрремĕш, I) "Хыпар" хаçатăн юлашки редакторĕ (1907).[2]
- Кондрашкин Николай Григорьевич (1949 çур.) — ÿнерçĕ, скульптор, культура тата пĕрлĕхлĕх ĕçлевçи.[3]
- Корнилов Иван Иванович (1904-1976) — ăçлавçă химик, Ленин тата Патшалăх (Сталин) премийĕсен лауреачĕ.
- Чундеров Сергей Петрович (1852-?) — "Манăн пурнăç повеç (1902) авторĕ.
- Косырев, Николай Федорович (13.01.1942) — культура ĕслевçи, 1986-мĕш çулта Чĕмпĕрте, "Руслан" кермен çумĕнче, "Эревет" ансамбль йĕркеленĕ.
- Венский, Евгений. (Евгений Осипович (Иосифович) Пяткин) (1885–1943) — вырăс çыравçи, вырăнти чиркÿре ĕçленĕ тиеччук ывăлĕ пулнăскер[4].
- Едифанов Павел Осипович (1900-1933) — Мускавра ĕçленĕ ăславçă, И.И.Корнилова çул кăтартса пыраканĕ[5].
- Романов Владимир Васильевич (07.10.1928 çур.) — Чăнлă районĕн хисеплĕ элтешĕ[6].
- Кузьмин Георгий Николаевич (15.09.1952-?) — Агроснаб директорĕ пулнă, Чăнлă районĕн хисеплĕ элтешĕ[6].
- Кондрашкина Нина Михайловна (18.02.1936) — Чăнлă районĕн хисеплĕ элтешĕ[6].
- Максимова Вера Степановна (1922-1964)[7] — пианистка, К.Н.Эсливанова тата С.М.Максимов хĕрĕ.
Вуламалли
тӳрлет- Г.Б. Матвеев, Е.А. Ягафова. Чуваши Ульяновские. Чăваш электронла энциклопедийĕнчи статья.
- Садыкова Резеда Камиловна. ИСТОРИКО-ЛИНГВИСТИЧЕСКИЙ АНАЛИЗ ТЮРКО-ТАТАРСКОЙ ТОПОНИМИИ УЛЬЯНОВСКОЙ ОБЛАСТИ РОССИЙСКОЙ ФЕДЕРАЦИИ 10.02.02.- Языки народов Российской Федерации(татарский язык) АВТОРЕФЕРАТ диссертации на соискание ученой степени кандидата филологических наук Казань-2003.
- Научный отчет по проекту "Чуваши Приволжского округа", Шупашкар, 2002. 192 с.
- Мĕтри Юман. Ульяновск енчи чăвашсем. // Мĕтри Юман. Çырнисен пуххи. Шупашкар, 1997. — С.435-438.
- Ромашкин, Валериан Федорович. Чуваши Симбирского Поволжья : ( Расселение, состав, этногенез, культура, религия ) / В. Ф. Ромашкин, В.Н. Федоров, Л.П. Шабалина. - Ульяновск: Симбирская книга, 1998. - 168 с. : ил.
- Культура и быт низовых чувашей. Ч., 1984.
- Иванов В.П. Этническая география чувашского народа. Ч., 2005.
- Ягафова Е.А. Чуваши Урало-Поволжья (история и традиционная культура этнотерриториальных групп). Ч., 2007.
- Краткая чувашская региональная энциклопедия. Пензенская, Саратовская, Ульяновская области. Ульяновск, 2009.
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Карта село Средние Тимерсяны в Ульяновской области.(ĕçлемен каçă)
- ^ Революцичченхи чăваш литератури. Текстсем. II том. Ш., 1988.— С. 165.
- ^ Памятные даты » 65 лет назад родился Кондрашкин Николай Григорьевич - художник, скульптор, заслуженный работник культуры Чувашской Республики
- ^ Мономах. № 1 (85) 2015 Краеведческий журнал. — С.48-49.
- ^ Костин, Николай. Свет из глубины веков.
- ^ 1, 2 тата 3 Почётные граждане. Список лиц, которым присвоено звание «Почётный гражданин Цильнинского района»
- ^ КОНЦЕРТ УДИВИТЕЛЬНОЙ ЖИЗНИ
Каçăсем
тӳрлет- Вăта Тимĕрçен. 2016 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнче архивланӑ.
Ку Чĕмпĕр облаçĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |