Кондрашкин Николай Григорьевич

чăваш скульпторĕ, çыравçи, пĕрлĕх ĕçченĕ

Николай Григорьевич Кондрашкин (28.03.1949, Вăта Тимĕрçен ялĕ, Чăнлă районĕ, Чĕмпĕр облаçĕ çур.) — чăваш скульпторĕ, çыравçи, пĕрлĕх ĕçченĕ. «Кĕмĕл ут» пултарулăх пĕрлешĕвĕн президенчĕ, Чĕмпĕр облаçĕнчи чăвашсен И.Я. Яковлев ячĕллĕ çутĕç пĕрлĕхĕн председатель çумĕ.

Николай Кондр
Çуралнă чухнехи ят: Кондрашкин Николай Григорьевич
Çуралнă вăхăт: 1949, пуш, 28
Çуралнă вырăн: Вăта Тимĕрçен ялĕ, Чăнлă районĕ, Чĕмпĕр облаçĕ
Гражданлăх: ССРП РФ
Вĕренӳ: И.Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППИ
Парнесем:
Тĕнчери Искей Пайтулĕ ячĕллĕ литература премийĕ (2009)
Чыславсем:
Чăваш наци культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ
Хисепсем:
Чăваш Республикин тата тивĕçлĕ культура ĕçлевçи (2012)

Чăваш ÇП пайташĕ, Чăваш халăх академин чăн пайташĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçлевçи, Тĕнчери Искей Пайтулĕ ячĕллĕ литература премиллĕ лауреат, Чăваш наци культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ[1]. Мажит Гафури премин лауреачĕ, Тăнай Пăлхарăн МАБИК академикĕ.

Биографи

тӳрлет

1949 çулхи пушăн 28-мĕшĕнче Чĕмпĕр облаçне кĕнĕ Чăнлă районĕнчи Вăта Тимĕрçен ялĕнче çуралнă.

Вăтам шкулта вĕренсе тухсанах Чăваш патшалăх педагогика институчĕн ӳнер-графика факультетĕнчне аслă пĕлӳ илнĕ.

Пултарулăхĕ

тӳрлет
  • Чăваш букварĕн палăкĕ, Ватă Тимĕрçен ялĕ, Чĕмпĕр облаçĕ. 2008.
  • Пушкин, тата Кокель палăкĕсем, ЧР. 2019.
  • Кăтрак-паттăр ут çинчи ларакан, Шăмăршă, ЧР. 2022.
  • Вырăх кнеç палăкĕ
  • Кубрат палăкĕ, Шăмăршă, 2022.
  • «Апофеоз возрожденного булгара»,
  • «Кубики булгар»,
  • «Купание белого коня»,
  • «Слово о чувашских великанах»,
  • «Место под солнцем»,
  • «Я твой солдат, Россия».
  • "Тимер".
  • "Народная дипломатия".
  • "Хождение за три моря".
  • "Ави-тохол".
  • Творческий альбом: "Серебряный всадник".
 
Monument to Kotrag

Литература

тӳрлет
  • Игнатьев, Н. Кондрашкина Болгари чыслать : [скульптор ҫинчен] / Н. Игнатьев // Сувар. – 2017. – 14 ака/апрель (№ 14). – С. 8 : сӑн ӳкерчӗк.
  • Кондрашкин, Н. Кондрашкин кӳлепеҫӗ Шупашкарта Купрат хан палӑкне лартма сӗнет : [Н. Кондрашкин скульпторпа калаҫни / Э. Иванова ҫырса илнӗ] // Тӑван Атӑл. – 2017. – № 11. – С. 102-105 : сӑн ӳкерчӗксем.
  • Ларионов, Н. Н. Чӗмпӗр Ен ҫыравҫисем тата вӗсен пултарулӑхӗ : (20-мӗш ӗмӗр вӗҫӗ – 21-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗ) // Ларионов, Н. Н. Чун хушнипе пурӑнсан : Чӗмпӗр Ен ҫыравҫисен пултарулӑхӗ / Н. Н. Ларионов. – Шупашкар, 2009. – С. 5-33.
  • Николай Кондрашкин скульптор куравӗ уҫӑлнӑ // Канаш (Чӗмпӗр Ен). – 2017. – 3 пуш/март (№ 9). – С. 2 : сӑн ӳкерчӗк.
  • Селиванова, Е. Пӑлхарпа чӑваш халӑхӗсем хушшинче туслӑх кӗперне хывакан скульптор / Е. Селиванова // Канаш (Ульяновск обл.). – 2014. – 27 пуш (№ 12). – С. 3 : сӑн ӳкерчӗк.
  • Юман, А. Ентешӗсем тивӗҫлипе мухтанаҫҫӗ / А. Юман // Канаш (Чӗмпӗр Ен). – 2009. – 2 ака (№ 13). – С. 4.
  • Юхма, М. Пайдул ячӗллӗ преми лауреачӗ / М. Юхма // Канаш (Чӗмпӗр Ен). – 2010. – 26 нарӑс (№ 8). – С. 6.
  • Кондрашкин Николай Григорьевич // Краткая чувашская региональная энциклопедия. – Ульяновск, 2009. – Т. 1 : Пензенская, Саратовская, Ульяновская области. – 2009. – С. 238.
  • Кондрашкин Николай Григорьевич // Чувашские народные академики. – Чебоксары, 2009. – Вып. 2. – С. 84-86.
  • Степанов, В. В день открытых дверей – к тимерсянскому мастеру : [о скульпторе Н. Г. Кондрашкине] / В. Степанов // Республика. – 2014. – 22 марта (№ 10). – С. 7 : фот.

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет