Чăнлă районĕ
Чăнлă районĕ (выр. Цильнинский район) — Чĕмпĕр облаçĕн çурçĕрĕнчи администрациллĕ-территориллĕ виçе (район) тата муниципаллă йĕркеленӳ (муниципаллă район).
Чăнлă районĕ Цильнинский район | |||
| |||
Патшалăх | РФ | ||
---|---|---|---|
Статус | муниципаллă район | ||
Кĕрет | Чĕмпĕр Ен | ||
Администраци центрĕ | Аслă Накаткин сали | ||
Йĕркеленĕ вăхăт | [[]] | ||
Район администрацин пуçлăхĕ | Рамазанов Ханяфи Валиевич | ||
Официаллă чĕлхе | вырăс | ||
Пурăнан халăх (2013) | 26691 | ||
Наци йышĕ | чăвашсем — 58 %, вырăссем — 27 %, тутарсем — 13 %. | ||
Лаптăк | 1293 çм² | ||
Вăхăт тăрăхĕ | |||
Сайчĕ | |||
{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице |
Тавралăхĕ
тӳрлетЧĕмпĕр хулинчен 34 çухрăмра, çурçĕр-тухăç еннелле сарăлса выртать.
Халăх йышĕ, район тытăмĕ
тӳрлетРайонта 30.1 пин пурăнать, вĕсенчен: чăвашсем — 58 %, вырăссем — 27 %, тутарсем — 13 %.
Район шутне 56 ял тата Чăнлă хула евĕр паçулкă кĕрет.
Истори
тӳрлетЧăнлă районне 1933 çулта йĕркелесе тунă.
XVIII–XIX ĕмĕрсенче Чăнлă район çĕрĕн Пухтел (вырăсла: Богдашкино) салипе Кивĕ Улхаш витĕр Пăва çинелле Хусан почтă тракчĕ каçнă, вăл ун чухне Пенза почтă тракчĕн этапĕ шутланнă.
Çутçанталăк пурлăхĕсем
тӳрлетÇĕр айĕнче тарăнах мар вырнаçнă çунакан сланец усранăвĕсем пур: Вăтам Улхаш фосфорит усранăвĕ. Кунта кирпĕчпе цемент тума тăм кăлараççĕ.
Паллă çынсем
тӳрлетÇавăн пекех
тӳрлет- Чăнлă хыпарĕсем, чăваш хаçачĕ.